Комментари хушас

20 Çĕртме, 2019

Василий ЛАНОВОЙ: «Астăвăма упрамалла»

СССР халăх артисчĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ Василий Лановой кăçал кăрлач уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Апла пулин те пур енĕпе те хастар-ха вăл: Евгений Вахтангов ячĕллĕ тăван театрĕнче вылять, концерт программисене хутшăнать, пĕчĕк спектакльсем лартать. Çĕршыври чи илĕртÿллĕ çак арçын паян Шупашкара килсе кайрĕ.

Вăл вылянă картинăсене — «Алые паруса», Война и мир», «Анна Каренина», «Любовь яровая», «Петровка, 38» тата паллах, «Офицеры» — пĕр хут çеç мар пăхнă. Лановой фильмĕсене халăх паян та юратса çÿрет. Тĕп хулари «Салют» культура керменĕнче паян 16 сехетре иртекен унăн моноспектаклĕ çакна тепĕр хут çирĕплетĕ.

Ун умĕн пысăк хăнана хулапа паллаштарчĕç: «Çĕнтерÿ« асăну комплексĕнче Нихçан сÿнми çулăм умне чечек хучĕç. Çав самантра унта Атăл тăрăх теплоходпа курса çÿрекен туристсем пурччĕ. Василий Семеновича курсан пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса алă çупса ячĕç, хупăрласа илчĕç, сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Хăй вара Çĕнтерÿçĕсене асăнса лартнă палăк çине пăхса çапла каларĕ:

— Маншăн çак палăк питĕ çывăх, кунта эпĕ тахçан пулнăн туйăнать. Вăл питĕ мăнаçлă. Эпир астăвăма упрамалла, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсене манмалла мар. Çав тĕллевпех ĕнтĕ темиçе çул каялла Вилĕмсĕр полк йĕркелесе ятăмăр. Тăшмана çапса аркатнă ăрăва тавах.

Чăваш халăхĕн, республикăн кун-çулĕпе, Шупашкар хулин историйĕпе хăна малалла Наци музейĕнче паллашрĕ. Кунта ăна пĕрре те кичем пулмарĕ пулĕ. Тĕлпулăва ун пекех сумлă ята тивĕçнĕ çынсем — СССР халăх артистчĕсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев та пынăччĕ. Музей умĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнчи «Çавал» ансамбль солисчĕсем Любовь тата Александр Ильинсем чăваш халăх юррисемпе кĕтсе илни, ăна та пĕр çаврăм чăваш ташшине ташлаттарни Василий Семеновичăн кăмăлне самай çĕклерĕ. Музей ĕçченĕ ирттернĕ экскурсие те тимлĕн итлерĕ. Чăвашсем утса тухнă кун-çул та, Василий Чапаев пирĕн ентеш пулни те, тăван халăха çутта кăларнă Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ те кăсăклантарчĕ. Унтан та ытларах, унпа пĕрле «Офицеры» фильмра Любовь Трофимова рольне калăпланă Алла Покровская шăпах Иван Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ пулни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Ун пирки Василий Лановой çапла каларĕ:

— Эпир пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлетпĕр, çыхăну тытса тăратпăр. Алла Борисовна каланă тăрăх, унăн мăн кукашшĕ питĕ паллă çын пулнă, анчах кам — ун пирки эпĕ пĕлмен. Мускава кайсанах чăвашсенчен салам çитерĕп.

Шупашкар пирки вара çакна пĕлтерчĕ:

— Эпĕ кунта пулнă, анчах тахçанах. Унтанпа хула питĕ улшăннă. 80 кинокартинăра вылянă, вĕсен пĕр премьерине шăпах Шупашкарта ирттернĕччĕ. Çавăн чухне пулнă. Чăвашсем иртнине хисеплени кашни утăмрах туйăнать. Палăксем тирпейлĕ, таса. Чăваш Енре халăхĕ историри унтан та тарăнрах пулăмсене астуса, пуç тайса пурăнать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ.

СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ĕçтешĕ пирки хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ:

— Василий Лановой — театр искусствинче питĕ паллă çын. Вăл халĕ те театра парăнса ĕçлени питĕ савăнтарать. Ăна курса ыттисем те, уйрăмах çамрăксем, малалла туртăнаççĕ. Ĕлĕкрех, студент чухне, Евгений Вахтангов ячĕллĕ театра вăл вылянине курма çÿренĕ. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те асăннă театрта гастрольте пулнă. Унта театрăн илемлĕх ертÿçи, директорĕ Михаил Ульянов «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлев» драмăна пырса курнăччĕ, ытти паллă çынсем те пулнăччĕ. Пире пĕр юн, пĕр сывлăшпа сывлани çыхăнтарать.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем...