Комментари хушас

22 Чÿк, 2024

«Астăвăмшăн, историшĕн тав»

«Атăл Опера» театр «Тăван кил ăшши» проекта хутшăнчĕ. Çавна май чӳк уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче ăна пурнăçа кĕртнĕ май тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсене РФ Культура министерстви пулăшнипе Музыка театрĕсен ассоциацийĕ йĕркелерĕ.

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кирилл Молчановăн «Зори здесь тихие» оперин премьери иртрĕ. Постановка умĕн культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский сăмах илчĕ. «Куракансем историн тĕп маякĕсене палăртакан театр искусствин чи лайăх тĕслĕхĕсемпе паллашма пултарĕç», — терĕ Георгий Леонидович залра ларакансене ырă сунса. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа эпир Кирилл Молчановăн «Зори здесь тихие» оперине, тĕп премьерăна, кăтартатпăр. Постановкăна Раççей Президенчĕн гранчĕпе лартнă. Куракансем чĕрене пырса тивекен тĕлĕнмелле спектакльпе паллашĕç. Вăл чуна хумхантарать, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывра вăрçă темипе кăсăкланман пĕр çын та çук», — палăртрĕ театрăн илемлĕх ертӳçи Андрей Попов. Раççей академи çамрăксен театрĕн режиссер-педагогĕн Алла Лисицинăн шухăшĕпе вара проект педагогсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. «Эпир ăсталăх класĕсем ирттерĕпĕр, спектакльсене тишкерĕпĕр. Вĕсене сӳтсе явни пĕтĕм шайри педагогсене хăйсен ушкăнĕсемпе тĕрлĕ ĕçе йĕркелеме пулăшать: хамăрăн йăх-тымара, культурăна, историе аса илме тата çынна кирлĕ пек воспитани пама вăхăт çитрĕ», — пĕтĕмлетрĕ вăл. Спектакльпе тĕп хулара пурăнакансем, хăнасем, студентсемпе вĕренекенсем, вĕрентекенсем паллашрĕç. Каярахпа хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç: «Паян оперăра туйса ирттернĕ мĕн пур кăмăл-туйăма сăмахпа каласа кăтартма та йывăр. Астăвăмшăн, историшĕн тав. Çаксене кашни çын асра тытмалла тата пĕлмелле!», «Тĕлĕнмелле! Çан-çурăм сăрăлтатса илчĕ… Питĕ вăйлă!» Спектакль хыççăн куракансем опера тĕлĕшпе интервью методикипе педагогика практикумне хутшăнчĕç. Ăна Алла Лисицина ертсе пычĕ. Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Атăл Опера» театрта мероприятисене Н.И.Сац ячĕллĕ Мускав академи ача-пăча музыка театрĕ малалла тăсрĕ. Артистсем «Съедобные сказки» спектакль кăтартрĕç. Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче куракансем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче фолк стилĕпе лартнă «Сон о дожде» музыка халапне те курчĕç.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.