театр

7 Юпа, 2014

97-мĕшĕ асра юлĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче черетлĕ 97-мĕш сезон Ф.Павловăн «Ялта» драми тăрăх Валерий Яковлев лартнă спектакльпе уçăлчĕ.

Театр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Владимиров çĕнĕ сезонри премьерăсем пирки каларĕ. Çитес кунсенчех сцена çине Сергей Найденовăн «Ашшĕн ачисем» тухĕ, ун хыççăн - Виктор Ляпинăн, Марина Карягинăн, Анна Богачевăн, ыттисен произведенийĕсемпе лартнă ĕçсем.

5 Ака, 2014

Сцена çинче - 40 çул

1974 çулта Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнче чăваш драма кружокне йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем чи малтан çармăссен паллă драматургĕн А.Волковăн «Артистка» пьесипе куракансен умне тухнă.

22 Нарăс, 2014

Моцартсем, Чайковскисем, Пушкинсем мĕншĕн çуралмаççĕ/

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Мария Ладо пьеси тăрăх лартнă «Ирпе, автан авăтсан» спектакле 10 çул кăтартаççĕ. Пирĕн тăрăхра кăна мар, Раççейри тата чикĕ леш енчи театрсенче те хапăлласа йышăнаççĕ ăна. Çакăнта хальхи пурнăç чăнлăхне тавăрса кăтартнă.

Pages