Шаннă кайăк йăварах пултăрччĕ
29 Ноября, 2016 | Хыпар | Культура | Театр

Республика Правительстви «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çурта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне парасси çинчен йышăну кăларнă. Театр хальхи вăхăтра Трактор тăвакансен культура керменĕнче вырнаçнă. Кунта киличчен Вырăс патшалăх драма театрĕн çуртĕнче хÿтлĕх тупнăччĕ, ун умĕн — тĕп хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче. Çапла майпа 83 çул тăван кил-çуртсăр пурăннă.

Çĕнĕ хыпара театрта мĕнле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илнĕ-ха?

Елена НИКОЛАЕВА, театр директорĕ:

— Документа алла илмен-ха, çавăнпа ĕненессĕм те килмест, куçăхтарасран та хăратăп. Паллах, çак куна эпĕ кăна мар, пĕтĕм коллектив тахçантанпах кĕтнĕ. Пысăк тав республика ертÿлĕхне пирĕн коллективăн чи çивĕч ыйтăвне татса пама пулăшнăшăн.

Çурта театр валли туманран унта реконструкци ирттерме тивет. Çакна кашни артист ăнланать, çавăнпа ытларах ĕçлеме тăрăшатпăр. Иртнĕ эрнере пĕр ушкăн Тутарстанра гастрольте пулчĕ, тепри — хамăр республикăра. Çĕнĕ çул елкисем ирттерме те хутшăнăпăр. Сăмах май, вĕсем «Çеçпĕлте» те пулĕç. Çĕнĕ сезона çĕнĕ çуртра уçма ĕмĕтленетпĕр.

Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР, театрăн тĕп режиссерĕ:

— ЧР Культура министерстви, республика ертÿлĕхĕ мана савăнтарать, мĕншĕн тесен вĕсем чăваш культури çинчен шухăшлаççĕ. 80 çул ытла çуртсăр çÿренĕ хыççăн тинех пирĕн яланхи адрес пулĕ.

Савăнăçпа пĕрлех йывăрлăх та сиксе тухрĕ: çурта юсамалла-çке. Çавăнпа театрăн укçа ĕçлесе илмелле. Тепĕр чухне кунне 4-шар спектакль та лартатпăр. Артистсем хавхаланса ĕçлеççĕ, пурте хăйĕн çуртĕнче пурăнасшăн. Çапах 100-150 тенкĕ тăракан билетпа нухратне те кирлĕ чухлĕ тăваймăн. Уйрăм спонсорсем, театра юратакансем пулăшасса питĕ шанатпăр.

Светлана САВЕЛЬЕВА, Чăваш халăх артистки:

— Трактор тăвакансен культура керменĕнче çирĕм çул хваттерте пурăннă хыççăн тинех хамăрăн кĕтесе тупрăмăр. Ют çĕрте пурăннин савăнăçĕ сахалрах пулнă çав: тепĕр чухне репетици вăхăтĕнчех пÿлĕме пушатма тиветчĕ, спектакль кунĕнче зала туртса илни те пулнă. Унсăр пуçне культура керменĕ универмага аса илтерет: тем те — кĕрĕк, çĕлĕк, атă-пушмак — сутаççĕ, ярмăрккăсем, куравсем ирттереççĕ.

Хамăрăн çуртра вара хамăра кирлĕ пек ĕçлĕпĕр, театр фестивалĕсем ирттерĕпĕр. Тавтапуç республика Правительствине, ЧР Культура министерствине.

Ирина АРХИПОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки:

— Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунĕнче Çеçпĕл палăкĕ умĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çурта парасси çинчен пĕлтернине митинга пынă халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Çак самантра пирĕнтен телейлĕ çын урăх çук та пулĕ тенĕччĕ. Халĕ, çакна çирĕплетекен хута алла тытса курман та, кăшт сисчĕвлентерет те, мĕншĕн тесен пире хăй вăхăтĕнче çĕнĕ театрăн макетне те кăтартнăччĕ.

Эпир вара шанчăка çухатмастпăр, кирлĕ пулсан юсав ĕçĕсенче те пулăшма хатĕр, спектакль ытларах кăтарт­ма та.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.