Archive - 2016 - Хыпар

декабрь 30th

30 Раштав, 2016

2017 çулта мĕн кĕтет?

2017 çулта Хĕрлĕ Автан хуçаланĕ. Ку кайăк паттăр та харсăррине шута илсен çитес çул пуриншĕн те кĕтменлĕхсемпе пуян пулĕ. Чи кирли — пурнăçăн хăть те мĕнле улшăнăвне те çăмăллăн йышăнмалла.

Автан вĕçкĕнленме юратать, хăйне кăтартма тăрăшать. Сирĕнтен те çавнах кĕтет, çавăнпах ним хăрамасăрах тĕрлĕ тум тăхăнăр, сăн-сăпата улăштарăр. Палăртнă нормăсене мар, кăмăл-туйăма мала хурса пурăнакансен те ăнăçу пулĕ.

30 Раштав, 2016

Çамрăксен театрĕ текех кил-çуртсăр мар

Çамрăксен театрĕн артисчĕсен чун ыратăвĕ çинчен хамăр хаçатра пĕрре мар çырнă. Хăйсен кĕтесĕсĕр сцена ăстисене темиçе хутчен кил шантарнă, анчах сăмах вĕççĕн калани пурнăçланайман. Ĕмĕт çитессе кĕтсех çул хыççăн çул иртнĕ. Кăçалхи Хĕл Мучи парни вара чуна ăшăтакан асамлăхпа çыхăнни никама та иккĕлентермĕ. Нумаях пулмасть Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне "Çеçпĕл" кинотеатр çуртне пачĕç. Савăннипе шывланнă куçĕсене шăлакан аслă ăру артисчĕсем лару-тăру лайăх енне улшăнасса тĕлĕкре курнине пытармарĕç.

30 Раштав, 2016

«Хыпар» 204-205 (27114-27115) №, 30.12.2016

30 Раштав, 2016

Ырăлăх, илем, асамлăх — ачапчашăн асăнмалăх

— Анне, кур-ха, мĕнле хитре чăрăш! Теттисем ман пуç пысăкăш тейĕн! Хĕл Мучийĕ чăн-чăнниех-ши — хăвăртрах тĕл пуласчĕ ăна, — чĕвĕлтетет савăнăçне ниçта шăнăçтарайман Максим.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси вăтам шкулĕн кĕçĕн сыпăкĕнче вĕренекенскер ку таранччен çакнашкал пысăк йышлă уявра пулса курман та — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн елкине килсе çитсен хăйне асамлă юмахри пекех туйрĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе тивĕç пулнă вăл çак праçнике килме. Халĕ ĕнтĕ арçын ача лайăх пĕлет: тăрăшса вĕренсен, тĕрлĕ мероприятире хастарлăх кăтартсан Çĕнĕ çул умĕнхи хаваслă çулçÿреве тухакан ушкăна татах та лекме пултарĕ.

30 Раштав, 2016

Пулăшу тĕллевлĕ пулмалла

ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин 2015-2016 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, граждансен уйрăм категорийĕсене общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн укçан компенсаци памалли йĕркене çирĕплетесси — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем

30 Раштав, 2016

«Сименс» Шупашкара килĕштерчĕ

Çак компани шĕкĕр хуламăрта Мускав метрополитенĕ тата «Мускав — Хусан» маршрутпа хăвăрт çÿрекен пуйăс чукун çулĕ валли оборудовани кăларма пуçлассине Infox информаци агентстви Çĕнĕ çул умĕн Раççейри инвестици хутлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри тесе палăртнă.

30 Раштав, 2016

Паллă журналистăн ĕçĕсем пархатарлă

Вăл — журналист та, публицист та, куçаруçă та, тĕпчевçĕ те, редактор та, общество деятелĕ те. Сăмах — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев журналист пирки.

Pages