Малашне те пĕрлех пулар

30 Раштав, 2016

Черетлĕ çулталăкпа сывпуллашатпăр: тепĕр кунран 2016 çул истори тапхăрне куçать.

Çут çанталăкăн япăх çанталăк пулаймĕ тенĕ евĕр, Раççей, Чăваш халăхĕшĕн вăл çăмăл килмерĕ пулин те, пирĕнтен кашнине пархатарлăх кÿчĕ, кун-çулăмăрта ырă йĕр хăварчĕ: кăмăл-туйăма тĕреклетрĕ, малашлăх çулне такăрлама хистерĕ. Тĕнчери çĕршывсенчен хăшĕ-пĕри тĕрлĕ санкципе такăнтарма хăтланнине пăхмасăр çĕршывăмăр, унпа пĕрле республикăмăр та аталанчĕç, вăй илчĕç. Тĕрĕссипе, йывăрлăхсем пиçĕхтерчĕç кăна: хамăр хутлăхра таса та паха çимĕç çитĕнтерме, кăткăс техника хатĕрлеме пултарнине пирĕн халăх ĕçпе çирĕплетрĕ. Социаллă пурнăçпа экономика тĕллевлĕн аталанаççĕ, çĕнĕ больницăсемпе шкулсем, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, демографи лару-тăрăвĕн ырă кăтартăвĕсем савăнтараççĕ.

Малашлăх тĕллевлĕ улшăнусем çинчен чăваш халăх хаçачĕ вулакансене çулталăк тăршшĕпех паллаштарса тăчĕ, пичетĕн витĕмлĕ сăмахĕпе Чăваш хутлăхĕн хастарĕсене пархатарлă ĕçсем тумашкăн хавхалантарса пычĕ. «Хыпар» самана таппинчен юлмарĕ, тепĕр чухне маларах та пычĕ.

Çакăнта, паллах, хаçатăн çывăх тусĕсен — общество корреспонденчĕсен тÿпи сумлă. Вырăнти авторсем пичет кăларăмне пуян та тарăн содержаниллĕ тумашкăн, ăна пуянлатмашкăн пуçаруллă хутшăнчĕç, ырă хыпарсене вăхăтра çитерчĕç, çитменлĕхсем пирки çивĕч çырчĕç.

«Хыпарпа» туслă çыхăну тытнăшăн, çĕнĕ номерсене интереслĕрех тума пулăшнăшăн шанчăклă тусăмăрсене Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Калеме мăкалма паман хастарсем пирĕн йышлă. Акă вĕсем, пултаруллă та пуçаруллă общество корреспонденчĕсем: Валерий Алексеев, Порфирий Афанасьев, Федор Агивер, Юрий Артемьев, Вениамин Архипов, Светлана Асамат, Олег Ашнин, Юрий Борисов, Владимир Васильев, Егор Васильев-Бурзуй, Надежда Васильева, Александр Вишневский, Олег Глушенков, Виталий Григорьев /Енĕш/, Денис Гордеев, Виктор Данилов, Александр Димитриев, Олег Дмитриев, Николай Ершов, Георгий Ефимов /Тусли/, Галина Зотова, Анатолий Ильгачев, Николай Исмуков, Зельфинас Карама, Николай Карлин, Анатолий Кибеч, Илья Клочков, Николай Краснов, Василий Лапин, Светлана Леонтьева, Ева Лисина, Альбина Любимова, Анатолий Максимов /Пукаш/, Галина Матвеева, Ревокат Моисеев, Александр Мокин, Геронтий Никифоров, Виталий Никитин /Станьял/, Надежда Осипова, Анатолий Павлов, Ольга Павлова, Владислав Платонов, Юрий Плотников, Геннадий Савельев, Раиса Сарпи, Зинаида Свеклова, Юрий Сементер, Петр Сидоров, Николай Смирнов, Юрий Соколов, Зинаида Соловьева, Элина Трусова, Геннадий Федотов, Анатолий Филиппов /Такан/, Анатолий Хованский, Валерий Чайкин, Геннадий Юмарт, Оксана Ястребова тата ыттисем.

Хаклă çыннăмăрсем, сывă та маттур, телейлĕ пулăр, юратупа пурăнăр, «Хыпарпа» юлăр, хыпарпа савăнтарăр.

«Хыпар» хаçат редакцийĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.