Archive - 2016 - Хыпар
декабрь 23rd
«Выçă юлмăпăр!»: е Беларуçра бананпа киви те ÿсни çинчен
Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ хăй ĕçлекен ыйтусене çутатас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче кăçал пирвайхи хут конкурс ирттерчĕ. Пĕрремĕш хутĕнчех «Хыпар» Издательство çурчĕн виçĕ хаçачĕн /«Хыпар», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ»/ журналисчĕсене грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç те — пирĕн ĕçе хакланăшăн тавах.
Çамрăк пушарнăйсем тупа турĕç
Чăваш Енри çамрăк пушарнăйсен йышĕ çак кунсенче татах пысăкланчĕ — вĕсен ретне тепĕр 85 çын тăчĕ. Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕсем, «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа суйласа илнĕскерсем, хăйсен юлташĕсемпе ашшĕ-амăшĕ, преподавателĕсем, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ представителĕсем, Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем умĕнче тупа турĕç.
«Чикĕ леш енĕ» сире пулăшĕ
Чăваш Ен полицийĕ Чулхулари ĕçтешĕсене "сканерщиксен" ушкăнне сиенсĕрлетме пулăшнă. Çав çынсем автомашинăсене сигнализацие сканерлакан ятарлă хатĕрпе усă курса вăрланă, "кустăрмаллă урхамахсене" Етĕрне çывăхĕнчи стоянкăна ăсатнă.
Ăсталăхсăр пуçне чăтăмлăх питĕ кирлĕ
Геннадий Иванович ЕГОРОВ Çĕрпÿ район санэпидемстанцийĕн ертÿçи, больницин тĕп врачĕ, райадминистрацийĕн пуçлăхĕ /1992-1996 çç./ пулнă. Красноармейски районĕнчи Тури Вушар ялĕнче 1950 çулта çуралнăскер Хусанти медицина институчĕн санитари-гигиена факультетне пĕтернĕ. Хула-районшăн ырă ĕç нумай тунă. Паян вĕсем пирки мар, вăл ăста сунарçă пулнине шута илсе пушă вăхăта еплерех ирттерни çинчен калаçрăмăр.
Каçал тăрăхĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ
Мăн асаттесен йыхравĕпе…
Каçал ен çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ сумлă хăнасене Комсомольски район пуçлăхĕ Хассиятулла Идиатуллин тата район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Уявăн малтанхи пайĕнче делегацири ентешсем хăйсен тăван ялĕсенчи шкулсене саланчĕç. Вĕренÿ организацийĕсенче çак кун Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уроксем иртрĕç. Вĕренекенсем килсе çитнĕ хăнасен професси ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç.
Зинаида ВОРОНОВА: Мана анне арчи кăсăклантаратчĕ
Вулаканăмăра паян паллаштаракан çын — чăваш ахах-мерчен аваллăхне упракан, ăна çĕнĕ вăй парса малалла тытса пыракан Зинаида Воронова. Зинаида Ивановна — Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслин маçтăрĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл çак ĕçе виçĕ енлĕн пурнăçласа пырать: чăвашсен авалхи тумне хатĕрлет, мăн-мăн кукамайсемпе асаннесен эрешĕсене этнографи ушкăнĕсене шута илсе ăсталать тата пуканесене наци тумне тăхăнтартса «чун» парать. Çаксем çинчен тĕплĕнрех калаçма пуçличчен Зинаида Ивановнăпа çывăхрах паллашар-ха. Ăçтан вăл, тымарĕсем хăш кăкран?
декабрь 22nd
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 50 /899/ №, 22.12.2016
Чăх-чĕп суранланасран
Килти кайăк-кĕшĕке сивĕре тимлĕрех пăхмалла. Хĕлле вĕсем ытларах витере тăраççĕ, апат рационĕ те улшăнать, кăштах чухăнланать те. Витере тăвăр, уçăлтармалли вырăн çук пулсан чăхсем пĕр-пĕрне сăхма пуçлаççĕ. Кун пек чухне пĕр-пĕр кайăка суранлатма та пултараççĕ.