Петуховсем Автан çулĕнчен тăнăçлăх кĕтеççĕ
«Кăнтăрла пире тытма çук, эпир — ĕçре, ачасем — шкулта», — тесе асăрхаттарнăран Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Петуховсем патне каçхи 5 сехет иртсен кăна кайрăм. Çăлтăрлă çав каç ай-яй сивĕччĕ! 30 градуса та çитнĕччĕ! Кăçал раштав уйăхĕ хăйĕн «хаярлăхне» аванах кăтартать. Куç харшине, пальто çухавине пас тытнăран Улăхкассинче пурăнакан çемьене Юр пике пекех пырса кĕтĕм. Сергей Петровичпа Ксения Юрьевна, вĕсен ачисем Кристинăпа Артем ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Тÿрех сĕтел хушшине вĕри чей ĕçме чĕнчĕç. Петуховсем Çĕнĕ çула кĕтме хатĕрленни куçкĕрет. Çурта илемлетнĕ, чăрăша капăрлатнă.
Ксения Петухова Етĕрне районĕнчи Лапракассинче çуралса ÿснĕ. Шăпа ăна 2000 çулта Юхмапа Пăла тăрăхне илсе çитернĕ. «Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕлÿ илтĕм. Аслă Арапуç шкулне хута яма килсен пулас мăшăрăмпа Сергейпе паллашрăмăр. Вăл та унта ĕçлетчĕ. 2001 çулта пĕрлешрĕмĕр. Ачасем те ав ÿссе пыраççĕ. Кристина — 8-мĕш, Артем 2-мĕш классенче вĕренеççĕ. Эпĕ качча тухнă хыççăн Шупашкарти педколледжра куçăн мар майпа воспитателе вĕрентĕм. Паянхи кун Аслă Арапуç садикĕнче воспитатель пулăшуçинче, Каншелти ача садĕнче воспитательте ĕçлетĕп», — пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Çемье пуçĕ Патăрьел больницин Аслă Арапуç филиалĕнче васкавлă медпулăшу водителĕнче вăй хурать. Маларах ялти ытти вăйпитти арçын пекех шапаша çÿренĕ. Петуховсем Республика Пуçлăхĕ 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пуласси пирки пĕлтернине хавхаланса йышăннă. Вĕсене çамрăксем яла юлманни, арçынсем Мускава ĕçлеме çÿренĕрен çемьесем арканни, ачасем ашшĕсене курмасăрах ÿсни пăшăрхантарать. «Ахăртнех, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче çивĕч çак ыйтусене шута илĕç», — шанчăка çухатмаççĕ Петуховсем. Телее, Улăхкассинче ватăсем кăна мар, 2-3 çамрăк çемье те пур. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Паянхи кунчченех нимене çÿреççĕ. Утă кĕртмелле-и, çĕрулми лартмалла-и — пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
«Пире хулара килĕшмест. Чун валли ирĕк çук унта. Кунта хăть урама, пахчана тухатăн, Пăла хĕррине анатăн, вăрмана каятăн, çынпа калаçатăн... Яла юлнăшăн ÿкĕнместпĕр», — чунне уçрĕ Сергей Петрович. Петуховсемшĕн ку çул хĕрĕ паспорт илнипе асра юлнă-мĕн. Кристина вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех ăста спортсменка та. Çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусене хутшăнса кăçал уйрăмах нумай наградăна тивĕçнĕ. Артем та аппăшĕнчен юласшăн мар. Чупма, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма кăмăллать. «Ывăлăмăр Хĕл Мучи пуррине ĕненет-ха. Хăйне вăл çĕнĕ коньки парнелессе кĕтсе пурăнать», — йăл кулчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
«Сирĕн çемьере кам хуçа?» — пĕлес килчĕ манăн.
«Хăшĕ-ши? Иксĕмĕр те мар-ши?» — йăл кулчĕ Ксения Юрьевна. Унăн ытарайми йăлтăр кулли пÿрте çутатнăн туйăнчĕ. Килĕшÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тата? «Килĕштерес тесен пĕр-пĕрне каçармалла. Пурнăç хăр-харсăр пулмасть. Тĕрĕссипе, эпир хăр-хар тума ерçместпĕр. Ĕçе васкамалла, киле таврăнсан выльăх пăхмалла. Ĕне, сысна, чăх-чĕп тытатпăр. Кавказ овчарки Линда пур. Ăна пурте юрататпăр», — пытармарĕ Ксения.
Хушамат историйĕпе те кăсăклантăм. Сăмах май, Аслă Арапуçра Петуховсем тата та пур. «Автанпах çыхăннă пулĕ. Ĕлĕк вĕт хушамата темĕнпе те, çав шутра кайăк-кĕшĕкпе те, чĕрчунсемпе те çыхăнтарнă», — шухăшне палăртрĕ кил хуçи. Автан тенĕрен, Петуховсен вăл хĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ. Автана вĕсем кашни çулах улăштараççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Çук, хавшанăшăн мар, кашни çул çĕнетмелле тенĕрен. Чи кăсăкли вара акă мĕн: Петуховсен автанĕсем нихăçан та сăхмаççĕ. Артема хĕрлĕ автанпа /ара, çитес çул Хĕрлĕ автан çулĕ пулать-çке!/ сĕре сăн ÿкерттересшĕнччĕ, анчах кашта çине ларнă автана кансĕрлес темерĕмĕр. Ара, унăн яваплăхĕ пысăк-çке: куллен çĕнĕ кун пуçланнине систермелле. «Автан çиччĕ авăтмасăр тул çутăлмасть», — тенĕ ваттисем.
Петуховсемшĕн Çĕнĕ çул, çуралнă кунсем — чи юратнă уявсем. Вĕсене яланах çемьепе палăртаççĕ. Ксения кукăль-пицца пĕçерме ăста. «Эпир кăмакана пăсман. Унсăр пÿртре илем те çук. Хĕрарăм кăмака кукрисĕр хăйне хĕрарăм пек туймасть. Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли çулсеренех кăмакана хур лартатăп, кукăле духовкăра янтăлатăп. Лавккаран мандарин туянатпăр, «Оливье» салат тăватăп. Эпĕ какай шÿрпи юрататăп. Кашни кун шÿрпе çиме хатĕр. Çул тулăх тата çителĕклĕ пултăр тесен Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче какай шÿрпи пăсланмаллах. Тата, паллах, тырă, тĕрлĕ кĕрпе, пăрçа хунă пĕчĕк карçинкка та уяв сĕтелĕ çинче вырăн тупĕç. Ăна тырă пучахĕсемпе, чăрăш йĕкелĕсемпе, петрушкăпа илемлетĕп. Тырă – тулăхлăхпа ырăлăх палли. Çапла эпир вут паллиллĕ автанăн кăмăлне тупасшăн. Вăл йĕркене тата уçăмлăха юратнине те манмалла мар», — вăрттăнлăха уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Петуховсем Автан çулĕнчен тăнăçлăх, çĕнĕ хевте кĕтеççĕ, хăйсемшĕн вăл телейлĕ пуласса шанаççĕ. Ара, кил хуçи хĕрарăмĕ Автан çулĕнче çуралнă-çке...
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас