Эх, пулмарĕ Матькасси...

Ĕç тухмасан тарăхнипе пирĕн енче çапла калаççĕ. Хăш чухне палăртни-картса хуни хамăртан килмен сăлтава пула пурнăçланмасть çав.

Эпир, кÿршĕри виçĕ тус, — Костя, Леонид тата эпĕ — мунча кĕрессине «Ирония судьбы или с легким паром!» кинофильмри пек юлашки куна хăвармастпăр. Çĕнĕ çул çитесси темиçе кун юлсан та пулин каятпăрах. Пурте çарта пулма ĕлкĕрнĕ те — çывхарса килекен уяв ячĕпе сывлăх сунса пĕрер черкке шампань эрехĕ çĕклетпĕр. Вара пуçлатпăр пĕр-пĕрне чике тăршшĕ лартма...

— Тăхтăр-ха, — пÿлчĕ пире Леонид. — Сирĕн халапăрсене хăлха тăратсах итлерĕм. Те тĕрĕссине каларăр эсир, те тыттартăр — çирĕплетме пултараймастăп. Эпĕ сире пĕррехинче чăн пулнине каласа кăтартăп.

— Юрать, юптар, ара, — килĕшрĕмĕр эпир.

— Çĕнĕ календаре ыран уçас тенĕ кун анне ватă чăхха тирпейлеме хушрĕ. «Мĕн усси, çăмарта тума пăрахрĕ. Хăй, тĕреклĕскер, апата тĕшĕрет кăна. Ыттисене курите çывăхне те ямасть, автана хирĕç тăрасшăн. Лешĕ ăна сивлерĕ, ун патне халĕ пачах пымасть. Вăхăтран-вăхăт кÿрше юттисем патне йăрккать», — терĕ анне. Чăх тукмакки çименни чылай пулать те — эпĕ тÿрех килĕшрĕм.

Почтальон «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ парса хăварчĕ. Куç тĕлне Хĕвелтухăç гороскопĕ тĕл пулчĕ. «Автан çулĕнче сĕтел çине чăх ашĕ ан лартăр», — тенĕ.

— Интересли мĕн çыраççĕ? — кăсăкланчĕ анне. Эпĕ гороскоп сĕнĕвĕпе паллаштартăм.

— Пурăнтăр-и кăштах, пусар мар пуль апла, — терĕ вăл.

— Пур тĕшмĕше те ĕненсен пурăнма та кирлĕ мар.

— Апла хăвăнне хăв пĕл.

Чăхха пуçĕнчен тытса вут каски çинче пуртăпа лачлаттартăм. Чунĕ тухайман иккен. Йăлт-ялт сиксе илчĕ те анчăк умне кайса ÿкрĕ. Вăл чăх тушкине çăварĕпе çыртрĕ те уçă алăкран урамалла тапса сикрĕ. Пÿртрен тазпа вĕри шыв йăтса тухакан анне çакна курчĕ те — ятлаçма пуçларĕ:

— Каларăм вĕт сана паян çак ĕçе тытăнмастпăр тесе. Хаçатра тĕрĕс çыраççĕ. Хурана кĕрес какай халĕ анчăк çăварне лекрĕ. Урисене чĕркуççипе пусмаллаччĕ, вара вĕçерĕнейместчĕ. Эх, пулмарĕ Матькасси...

— Юрĕ ĕнтĕ, — терĕм нимĕн калама аптраса. — Çĕнĕ çул анчăкшăн та уяв пултăр.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.