Журналист блокнотĕнчен

17 Раштав, 2019

Сталин дачине кĕрсе кураймарăм

Раççейрен, вăл шутра Чăваш Енрен те, Абхазире çуллен 1 млн ытла турист пулса курать. Шупашкарта тусен хушшинче вырнаçнă Рица кÿллипе пĕр ятлă кафе пур. Мăшăрпа пĕрле вунă кун кăна пултăмăр пулин те, куллен ушкăнăн-ушкăнăн йĕркелекен тĕллевлĕ экскурсисене хутшăнса паллă вырăнсене, хуласемпе ялсене çитсе куртăмăр. Кавказăн тĕлĕнмелле илемĕпе чунтан килентĕмĕр, кислородпа пуян сывлăша экспертсем Мускаври сывлăшра — кислород 8%, Абхазире 41% пуррине çирĕплетеççĕ кăкăр тулли çăтрăмăр, ир те каç Хура тинĕсре чÿхентĕмĕр.

3 Пуш, 2017

Укçашăн чунне сутман

Вунпилĕк çул каяллах пулса иртнĕ ку истори. Кÿршĕ Мускавра пурăнать. Строителе вĕренмен пулин те хваттер, коттедж юсама ăста. Хальхинче Мускавран «Жигулипе» таврăнчĕ. Вăхăт мĕнле васкаса шăвать, самани мĕн тери хăвăрт улшăнать. Халĕ унашкал машинăна ял хушшинче те сайра куратăн. Йĕри-тавра ют çĕршывра туса кăларнисем чупаççĕ.

3 Пуш, 2017

Шурă туфлиллĕ çамрăк репортер, e Экзамен шайĕнчи пĕрремĕш командировка

Камшăн мĕнле пулĕ те — манăн шухăшпа, журналист профессийĕ пек кăсăкли тĕнчере урăх çук. Мĕнле кăна лару-тăрăва лексе мĕн кăна курмасть, кампа кăна паллашмасть журналист. Професси витĕмĕпе пурнăçа çапла ытларах та ытларах ăнланса, чунпа пуянланса, ăспа çивĕчленсе пырать. Хаçат-журнал производствинче тăрăшать-и, телекурав тытăмĕнче вăй хурать-и, радиокăларăмсем ертсе пырать-и вăл — кашни хутлăхрах ĕçĕ интереслĕ. Нихăçан манăçми самантсем вара кашни журналистăн асĕнчех — темĕн чухлĕ. Çак йĕркесен авторĕн те вĕсем самай хулăн кун кĕнекилĕхех пухăнчĕç.

13 Кăрлач, 2017

Хлестаков сăнарне выляса пĕтереймерĕм

— Николайч! — терĕ Исаак Пантелеймонович Кириллов, «Пионер сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, — /тăпри çăмăл пултăр, нумаях пулмасть çут тĕнчерен уйрăлчĕ/ — Вăрмар районне кайса кил-ха. Материалсем çав тери сахал унтан. Пĕчĕк вулакана тивĕçтерекен тĕрленчĕксем аван çырăнаççĕ санăн.

Энтриялĕнче пĕр çулсенче вĕреннĕ юлташ пуррине кура малтан унта çул тытрăм.

Pages