Сталин дачине кĕрсе кураймарăм
Раççейрен, вăл шутра Чăваш Енрен те, Абхазире çуллен 1 млн ытла турист пулса курать. Шупашкарта тусен хушшинче вырнаçнă Рица кÿллипе пĕр ятлă кафе пур. Мăшăрпа пĕрле вунă кун кăна пултăмăр пулин те, куллен ушкăнăн-ушкăнăн йĕркелекен тĕллевлĕ экскурсисене хутшăнса паллă вырăнсене, хуласемпе ялсене çитсе куртăмăр. Кавказăн тĕлĕнмелле илемĕпе чунтан килентĕмĕр, кислородпа пуян сывлăша экспертсем Мускаври сывлăшра — кислород 8%, Абхазире 41% пуррине çирĕплетеççĕ кăкăр тулли çăтрăмăр, ир те каç Хура тинĕсре чÿхентĕмĕр. Ырă та ăшă кăмăллă халăх пурăнать кунта. Йĕкĕтсем каçсерен хĕрÿ туйăмлă ташăсемпе савăнтараççĕ.
Путевкăпа кайсан — лайăхрах
Территорийĕ пысăк мар, пирĕн республикăран 2,1 хут пĕчĕкрех. Сăртсем 70% йышăнаççĕ. Абхази 8 хулапа 4 поселока, 7 районти 512 яла пĕрлештерет. Çурçĕр енчи чикĕре Псоу шыв юхса иртет. Хамăр çĕршыв паспорчĕпех тĕрĕслев витĕр тухса кĕпер урлă каçатăн çеç — Раççейрен тÿрех Абхазие лекетĕн.
Пуйăс чикĕ çывăхĕнчи Адлер хулине çитсенех таксистсем туристсене вокзалта сырса та илеççĕ, малалла илсе кайма кăмăл пуррине пĕлтереççĕ. Маршруткăсемпе танлаштарсан хакĕ самаях «çыртать». Май пур чухне туристсен шучĕпе укçа тума тăрăшаççĕ. Канма пыракансен ÿчĕ шурă. Вĕри хĕвелпе пиçĕхсе хăмăрланнисен патне вара, каялла кайма çула пуçтарăннине ăнланса, çывăха та пымаççĕ. Çакна киле таврăннă чухне туйса илтĕм. Чылайăшĕ хăй тĕллĕн пырса уйрăм çын патне пурăнма вырнаçать. Анчах илĕртÿллĕ çĕршывăн паллă вырăнĕсемпе паллашас чухне апат-çимĕç туянса тата хатĕрлесе мĕн чухлĕ вăхăт çухатать! Эпир мăшăрпа — путевкăпа. Гагра хулинчи санаторире кунне виçĕ хут вĕри апат çитеретчĕç. Пушă вăхăт темĕн чухлех, анчах ăна пĕр минут та ахаль ирттермерĕмĕр: экскурсисенче те, тинĕс хĕрринче те пулма ĕлкĕртĕмĕр.
Чи ăшă курорт
Иккĕмĕш куннех каç пулттипе /кун çутипе япăхрах курăнать, электроçутăсем ялкăшма пуçласан асамлăх тĕнчине лекнĕнех туйăнать/ Гагра хулипе 400 метр çÿллĕшĕнчен паллашрăмăр. Автобус сăрт хĕррипе сарнă çулпа ятарлă вырăна илсе хăпартрĕ. Хула хăй ансăр, анчах çыран хĕррипе чылай инçене тăсăлать. Кивĕ тата çĕнĕ пайĕсем алă тупанĕ çинчи пекех уççăн курăнаççĕ.
Гагра çĕршывăн хĕвел анăç пайĕн центрĕ, халăх йышлă канакан чи илемлĕ курортсенчен пĕри шутланать. Ăна Ольденбург принц 1902 çулта никĕсленĕ. Вăл çав çулах Парижри Пĕтĕм тĕнчери куравра «Гагрипш» ресторан çуртне туянса Гагра хулине турттарса килнĕ. 1903 çулта ăна пĕр пăтасăр пуçтарнă. Кунта хăй вăхăтĕнче Иккĕмĕш Микулай патша, Максим Горький, Антон Чехов, Иван Бунин писательсем, Федор Шаляпин юрăçă, паллă ытти çын пулса курнă. Гагра 1921 çулта пĕтĕм çĕршыв пĕлтерĕшлĕ курорт пулса тăнă. Сезон çу уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен пырать. Кунта Абхазири пĕртен-пĕр аквапарк вырнаçнă. Рузанна гид ку вырăнта ĕлĕк шурлăх пулнине, тĕрлĕ чир-чĕр алхаснине пĕлтерчĕ. Амак нумай çынна çавапа çулнăнах пĕтернĕ. Çавăнпа хула влаçĕсем шурлăха типĕтекен эвкалипта çĕр-çĕр тĕп ларттарнă. Ку йывăçăн хуппи çук. «Намăссăр», — тет ун пирки вырăнти халăх. Çÿллĕ те тĕреклĕскерĕн çулçисем тата вулли те кашни талăкрах çĕршер литртан кая мар шыв пăслантараççĕ. Лиандра йывăçăн чечекĕсем кăвар пек тĕлкĕшсе тавралăха илем кÿреççĕ пулин те ун çывăхне пыма юрамасть — сиенлĕ, пуç ыратакан пулать. Пире, черченлĕхĕпе киленекенсене, Рузанна тĕрĕс асăрхаттарчĕ.
Пĕр енчен — тинĕс, тепĕр енчен çÿллĕ ту хысакĕсем хупăрланăран хулара хĕлле те ăшă. Сывлăш температури 10 градуса яхăн, çулла — 30-35. Хăш-пĕр чухне хĕрĕхе те çитет. Апла пулин те шăрăха чăтма пулать — ту хушăкĕсенчен вĕрекен çилсем хула сывлăшне уçăлтарсах тăраççĕ. Илемлĕ вырăна кинорежиссерсем асăрхамасăр пултарайманах. Кунта «Веселые ребята», «Будь здоров, дорогой», «Зимний вечер в Гаграх», «Дама с попугаем», «В городе Сочи темные ночи», «Исчезнувшая империя» кинофильмсем ÿкернĕ.
Авалхи хула
Абхазин тĕп хулин ячĕ ĕмĕрсем иртнĕçемĕн улшăнсах тăнă. Ăна грексем пирĕн эрăччен 6-мĕш ĕмĕртех никĕсленĕ, Диоскури ят панă. Авалхи Колхидăра вăл пысăк порт шутланнă. Ăна темиçе хутчен çĕмĕрсе çĕнĕрен купаланă. Себастополис, Цхум, Сухум-Кале тата ытти ятпа хисепленнĕ. Анчах тĕп халăх панă ят — Акуа — паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Сухум — çĕршывăн политикăпа культура центрĕ.
Пĕр ĕмĕре яхăнах каялла çĕршывра пуçласа йĕркеленĕ приматологи центрĕ халĕ те ĕçлет. Упăте питомникĕ валли вырăн Сухумра уйăрни ăнсăртран мар. Кунти çанталăк приматсем тăранса пурăнакан хутлăхрине çывăх. Сывлăшри нÿрĕк — 70%, çулталăкра 200 кун ытла хĕвел пăхать. Упăте юратакан пахча çимĕçпе улма-çырла çителĕклех. Хăшне-пĕрне инçет уçлăха кăларма суйласа илнĕ. Хальлĕхе 12-шĕ космосра пулса курнă. Туристсем питомнике тем вăрăмăш картлашкапа хăпараççĕ. Утă уйăхĕн шăрăхĕ ывăнтарсах çитернĕрен пире икĕ хутчен ларса канма тивнĕччĕ.
Ку таранччен бамбук ращине курманччĕ-ха. Аякран пăхсан çĕр çине тăрăнтарса лартнă çинçе тимĕр пăрăх евĕрех туйăнаççĕ. Хĕвел енне кармашса тÿп-тÿрĕ çитĕнеççĕ. Темиçе сотка йышăнакан раща пысăк мар, бамбук туратланманран вăл витĕрех курăнать. Сухум варринче вырнаçнă ботаника садне 1830 çулсенче никĕсленĕ. Кунта халĕ планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ÿсен-тăранăн 5 пин ытла тĕсĕ упранать. Тĕнчипе те пĕрер экземпляр çеç тăрса юлнисем те пур. Хăшне- пĕрне Тайвань, Хоккайдо утравĕсенчен, ытти материкран та кÿрсе килнĕ. Сад 50 гектар йышăнать, вуннăмĕш пайне çеç кăтартма усă кураççĕ. Кавказ çăки, чи авалхи йывăç- экспонат, 300 çултан та иртнĕ. Магноли, кипарис, османт, бересклет — мĕн тĕрлĕ йывăç çук пулĕ!
Çĕр хăвăлĕ тăрăх — пуйăспа
Çĕнĕ Афон хулинчи çĕр хăвăлĕ çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлет. Каласан — ĕненмĕр. 3 станциллĕ, 1360 метр тăршшĕллĕ туннель тăрăх чăнласах «Турист» электропуйăс çÿрет. Вăл экскурси вăхăтне кĕскетме пулăшать. Юлашки станци хыççăн туристсем 1,4 çухрăм тăршшĕллĕ эстакада /çĕр çийĕн тунă кĕпер/ çулпа утса тĕлĕнтермĕш залсемпе паллашаççĕ. Чи пысăккин тăршшĕ — 260, сарлакăшĕ — 75, çÿллĕшĕ 50 метр. Илемлĕ кĕвĕ хаваслăх кÿрет. Çуллен хăвăлта 500 пине яхăн турист пулса курать. Шăрăх вăхăтра та сулхăн пулнăран /температура 10-12 градусран ытла мар/ курма ăшă тумланса кĕреççĕ. Çитменнине, сывлăш нÿрĕклĕхĕ кирек хăçан та 100% яхăн тăрать. Ăна пула сивве ытларах туятăн. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Валентин ГРИГОРЬЕВ.