Хлестаков сăнарне выляса пĕтереймерĕм

13 Кăрлач, 2017

— Николайч! — терĕ Исаак Пантелеймонович Кириллов, «Пионер сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, — /тăпри çăмăл пултăр, нумаях пулмасть çут тĕнчерен уйрăлчĕ/ — Вăрмар районне кайса кил-ха. Материалсем çав тери сахал унтан. Пĕчĕк вулакана тивĕçтерекен тĕрленчĕксем аван çырăнаççĕ санăн.

Энтриялĕнче пĕр çулсенче вĕреннĕ юлташ пуррине кура малтан унта çул тытрăм.

«Ай-уй! Тинех çитрĕр-и? — чупса пычĕ ман пата вăтам çулсенчи хĕрарăм автобусран тухнă-тухманах. — Райпоран телефонпа ирех килет тесе пĕлтерчĕç те çиччĕренпех кĕтетĕп сире!»

«Ну, атьăр, атьăр! — ман умра пăрчăкан пекех йăпăртатса пырать хайхи, чарăнмасăр пакăлтатать. — Иртнĕ ревизи йĕркеллех иртнĕччĕ-ха, шепех тухнăччĕ «дебет-кредит».

Мĕн пулса иртнине ăнланманнипе чĕнместĕп-ха. «Дебет-кредит» тенине кăштах тĕшмĕртетĕп-ха та — бухгалтери ăнлавĕ. Анчах мана мĕншĕн калать-ха кун пирки?

«Акă — пирĕн лавкка! — пысăках мар çурт еннелле пăрăнчĕ хĕрарăм, çăрасене шăкăр-шакăр уçрĕ те ман çинелле тĕлĕнсе тинкерчĕ: — Кĕрĕр, ма кĕместĕр?» Малалла вулас...

Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.