Пакунлă Хĕл Мучисемпе Юр пикесем

Çĕнĕ çул ячĕпе ÿкерчĕксем хатĕрлеме сĕннĕ те — Çĕрпÿри хевтесĕр ачасен 1-мĕш шкул интерначĕн воспитанникĕсенчен чылайăшĕ Хĕл Мучине, Юр пикене сăнланă, юнашарах — çар çынни. Çакăн çинчен каласа панă май интернатра ĕçлекенсен куçĕсем шывланаççĕ. Уява халалланă ÿкерчĕксенче те ачасем хăйсен тусĕсене — Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн, унăн тытăмĕнчи тĕрме-колони ĕçченĕсене — сăнлаççĕ-çке.

Çак туслăх паян çуралнăскер мар. Пакунлă çынсем ачасемпе пирвайхи хут 28 çул каялла тĕл пулнă. Çавăнтанпа ырă шефсем интерната час-часах килсе çÿреççĕ. Пĕр Çĕнĕ çула та сиктермен — кашнинчех парнесемпе килнĕ. Унччен патшалăх интернатсене лайăх пăхнă тееймĕн — супăнь те илсе килнĕ, пÿлĕмсене сăрламашкăн сăрă та кÿнĕ. Управленин ун чухнехи замполичĕ, кайран чылай çул ветерансен канашне ертсе пынă Галина Зинина çав тĕлпулусене хумханмасăр аса илеймест. Вăл ачасем валли Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелеме кунта 27 хут килнĕ. Кăçал пулаймарĕ — ун вырăнне управленин ветерансен канашне халь ертсе пыракан Александр Яковлев килчĕ. Пĕрлех — управлени ĕçченĕсем, Çĕрпÿри тата ун çывăхĕнчи колонисен ертÿçисем. Паллах, ку хутĕнче те пушă алăпа килмен.

Халь ĕлĕкхи мар ĕнтĕ — ачасене патшалăх аван пăхать. Çавна май парнесем те ĕлĕкхи мар: пысăк экранлă телевизор, пластик йĕлтĕрсем, тĕрлĕ вăйă хатĕрĕсем... Вĕсене ФСИН управленийĕпе подразделенийĕсен ĕçченĕсем пухнă укçапа туяннă. Вĕсене интернат ĕçченĕсемпе маларахах канашласа туяннă — кирлĕ-кирлĕ мар япала ан пултăр тенĕ. Тата — пылак çимĕçсем. Шкулта вĕренекен 124 ачаран кашнинех Хĕл Мучи кучченеçĕпе савăнтарчĕç.

— ФСИН ĕçченĕсем килни ачасемшĕн кашнинчех пысăк парне пулса тăрать, — савăнăçне пытармасть интернат директорĕ Геннадий Слепов. — Вĕсем пирки хăнасем теме те чĕлхе çаврăнмасть, ачасемшĕн пакунлă çынсем çывăх туссем пулса тăнă ĕнтĕ. Парнесемшĕн, пирĕн ачасене ăшă кăмăл парнеленĕшĕн вĕсене питĕ пысăк тав.

Çук, пакунлă çынсем хăйсем çакна ачасемшĕн тăвакан темле пысăк ĕç вырăнне хумаççĕ. Пачах тепĕр майлă: «Паллах, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекен ачасене савăнтарас килет. Анчах эпир кунта килсе çÿрени вĕсене кăна мар, чи малтанах пире хамăра кирлĕ — хамăрăн чун ăшшине тĕрев кирлĕскерсене парнеленине туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ». Ахальтен мар ĕнтĕ, сăмахран, ФСИН тытăмĕнче ĕçлеме пăрахнине пăхмасăр Зинаида Королева çулленех ĕнерхи ĕçтешĕсемпе пĕрле çула тухма ÿркенмест. Пĕлтĕр те килнĕ, кăçал та пулчĕ. «Çак тĕлпулусенче илнĕ туйăмсем кайран çулталăк тăршшĕпех пурăнма пулăшаççĕ», — тет вăл. Шкул коридорне кĕрсенех темиçе хĕрача ун патне пырса тăчĕ — пĕри те тепри ыталаççĕ. Пĕр сăмахпа, астăваççĕ, юратаççĕ.

Елкăна вара спорт залне вырнаçтарнă — чăннипех шавлă та хаваслă уяв пулчĕ. Пакунлă çынсем Хĕл Мучипе Юр пикене те пĕрлех илсе килнĕ. Шăпăрлансем вĕсемпе пĕрле ташларĕç, юрларĕç, капăр чăрăш тавра çаврăнчĕç. Конкурссем, викторинăсем — зал шавларĕ кăна!

Ачасенчен чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ те килнĕ — вĕсем те уява хаваспах хутшăнчĕç. Елка хыççăн каникул пуçланать: ачасем килĕсене каяççĕ — ашшĕ-амăшĕ патне. Камăн вĕсем çук — тăванĕсем йышăнаççĕ. Тăвай районĕнчи пĕр ял каччи, Дима Васильев, ялти тусĕсемшĕн тунсăхласа çитни çинчен калать. 9-мĕш класс ачи кунта юлашки çул вĕренет — интернатпа сывпуллашма тивĕ. Паллах, кунти тусĕсемшĕн те тунсăхлĕ, анчах, хăй каланă тăрăх, «тăван ялта пурпĕр лайăхрах». Килте лайăхраххине 5-мĕш класра вĕренекен Данил Никифоров та çирĕплетет — вăл Патăрьел районĕнчен. 8-мĕш класра вĕренекен Артем Ванькин та, Шупашкар районĕн ачи, çак шухăшах каларĕ. Çук, ку интернатри пурнăç япăххипе сăлтавланман: кунта ăшă, апат тутлă, преподавательсемпе воспитательсем лайăх, çапах пурпĕр çывăх çынсемпе юнашар пулнинчен лайăхраххи çук. Шел те, вĕсене шăпах çывăх çыннисен ăшши çитмест. Пакунлă çынсем вара çак çителĕксĕрлĕхе пултарнă таран саплаштарма тăрăшаççĕ — вĕсем ырă туни ачасене çак ырра туйма, ырă çын пулса çитĕнме пулăшать.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.