Ырăлăх, илем, асамлăх — ачапчашăн асăнмалăх

— Анне, кур-ха, мĕнле хитре чăрăш! Теттисем ман пуç пысăкăш тейĕн! Хĕл Мучийĕ чăн-чăнниех-ши — хăвăртрах тĕл пуласчĕ ăна, — чĕвĕлтетет савăнăçне ниçта шăнăçтарайман Максим.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси вăтам шкулĕн кĕçĕн сыпăкĕнче вĕренекенскер ку таранччен çакнашкал пысăк йышлă уявра пулса курман та — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн елкине килсе çитсен хăйне асамлă юмахри пекех туйрĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе тивĕç пулнă вăл çак праçнике килме. Халĕ ĕнтĕ арçын ача лайăх пĕлет: тăрăшса вĕренсен, тĕрлĕ мероприятире хастарлăх кăтартсан Çĕнĕ çул умĕнхи хаваслă çулçÿреве тухакан ушкăна татах та лекме пултарĕ.

Çак шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Евгений Хохлов ачалăх ÿсĕмĕнчен тухиччен хăйне çакнашкал уявра пулса курма май тупса панăшăн хĕпĕртет. Тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăсене тăтăшах хутшăнаканскер кăçал ăмăртусен районти тапхăрĕнче истори, общество пĕлĕвĕ, чăваш чĕлхи, акăлчан чĕлхи предмечĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Вăхăт вăшт кăна шуса иртĕ — хăйĕн пурнăçне программист профессийĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленекен каччă республикăн тĕп хулине вĕренме те килĕ. «2017 çул пурне те ăнăçу, тăнăçлăх парнелетĕрччĕ» , — терĕ вăл Хĕл Мучи çинелле пăхнă май хăй калани пурнăçланасса ĕненсе.

Çулталăкри чи асамлă уяв çывхарса килнĕ кунсенче республикăри кану-культура учрежденийĕсенче — вĕллери пек. Ача-пăча ушкăнĕсем валли театрализациленĕ Çĕнĕ çул уявĕсем иртеççĕ. Раштавăн 28-29-мĕшĕсенче Оперăпа балет театрĕ, сăмахран, республикăри тĕрлĕ муниципалитетсенчен 1,5 пин ачана йышăнчĕ — кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йăлана кĕнĕ елкисем иртрĕç.

— Эсир пурте хастар, пултаруллă, ăслă ачасем пулнине пĕлетпĕр. Эппин, эсир — Чăваш Ен пуласлăхне йĕркелекенсем. Чăваш Енĕн хальхи ертÿлĕхĕ эсир малашлăхра пуçаруллă, мал туртăмлă ĕçченсем пуласса шанать, — терĕ раштавăн 28-мĕшĕнче уяв картине пухăннă ачасене йăл çиçекен куçĕсенчен пăхса Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов.

Асăннă театр артисчĕсем хастар арçын ачасемпе хĕрачасене «Юмаха кайма çулçÿреве тухни» Çĕнĕ çул куравĕпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн пурте пĕрле фойери чăрăш йĕри-тавра карталанчĕç те — вăйă-кулă, юрă-ташă уяв кăмăлне тата çĕклерĕ. Хĕл Мучипе Юр пике, Автан, Тилĕ, клоунсем... — кам кăна пуянлатмарĕ-ши уяв картине!

Çĕнĕ çул ачасемшĕн асамлăх, ырăлăх, илем парнелекен уяв пулнине Мускаври Пĕтĕм Раççей елкине çитсе курнă, республикăри тĕрлĕ хула-ялта пурăнакан 45 шкул ачи те ĕненет. Çав йышра — тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсем, вĕренÿпе спортра çитĕнÿ тăвакансем. Çакнашкал ачасен пĕр ушкăнĕ — 30 ача — Чулхулари елкăра пулса киленчĕ.

Ирина ПУШКИНА.

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.