Паллă журналистăн ĕçĕсем пархатарлă

30 Раштав, 2016

Вăл — журналист та, публицист та, куçаруçă та, тĕпчевçĕ те, редактор та, общество деятелĕ те. Сăмах — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев журналист пирки.

Алексей Петрович 1979 çулта Чăваш патшалăх университетĕн­чен вĕренсе тухсан «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. Çак тапхăрта вăл корректор, корреспондент, пай пуçлăхĕ, яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Хаçатăн тĕп редакторĕнче 23 çул тăрăшнă, «Хыпар» Издательство çуртне ертсе пынă.

1991 çулта чăваш пичечĕн историне пысăк пулăм çырăнчĕ: А.Леонтьев тăрăшнипе чăваш халăх хаçачĕ малтанхи ятне тавăрчĕ. «Хыпар» çунатти айĕнчен çĕнĕ хаçатсем «вĕçсе тухрĕç». «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» вулакансен чи юратнă хаçачĕсем пулса тăчĕç. Хăй вăхăтĕнче «Ачапча», «Крим», «Ар» хаçатсем, «Кил» журнал кун çути курнă. «Хыпар» хаçат тата унăн никĕслевçи Николай Никольский ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕ çинчен А.Леонтьев пек лайăх пĕлекен çын та çук пирĕн республикăра. Хăйĕн пурнăçне пичет ĕçĕпе çыхăнтарнăскер 110 çулти хаçатăн аталану тапхăрне тĕпчесе темиçе кĕнеке çырса хатĕрлерĕ.

Алексей Леонтьев куçару ĕçĕнче те ят илчĕ. Вырăс çыравçисен Александр Гринăн, Алексей Толстойăн тата ытти авторăн паллă хайлавĕсене чăваш вулаканĕ патне çитерчĕ. Вăл — Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕнĕ республикăна ура çине тăратас, чăвашлăха аталантарас тата халăхăн ят-сумне çÿле çĕклес тĕлĕшпе ырă ĕç чылай тунă. Унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине наградăсем — тĕрлĕ премипе медаль, хисеп хучĕсем — çирĕплетеççĕ.

2014 çулта Алексей Петрович ăслăлăх ĕçне кÿлĕнчĕ. Паян вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тăрăшать. Унăн ĕçне ĕçтешĕсем те пысăк хак параççĕ. «Кĕске тапхăрта нумай ĕç тума пултарчĕ. Чăваш этнологийĕпе этнографийĕн тĕпчевĕнче çĕнĕ ят хушăнчĕ», — терĕ институт директорĕ Петр Краснов.

Виçĕмкун паллă журналист 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа институтра «Мифология чувашей: истоки, эволюция и культурные взаимосвязи» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ăна Алексей Леонтьев пухса хатĕрленĕ. «Ку кĕнекене 26 ăсчахăн ĕçĕ кĕнĕ. Мифологи темипе юлашки çулсенче çырнă статьясемпе докладсен пуххи вăл. Çывăх вăхăтра кĕнекен анлăлатнă кăларăмĕ кун çути курмалла. Çĕннинче 200 яхăн статья пулĕ», — пĕлтерчĕ автор. Сборникре юбилярăн «Понятие «тĕнче» в чувашской, тюркской и финно-угорской мифологии» ĕçĕ те пур. Хальхи вăхăтра Алексей Петрович Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн энциклопедине тата «Чăваш наци конгресĕ» альбом-кĕнекене хатĕрлес ĕçе хутшăнать.

Алексей Леонтьева ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Петр Ивантаев, унăн ĕçтешĕсем Виталий Ивановпа Николай Егоров тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем Алексей Петрович яланах малти ретре пулнине, нимĕнле ĕçрен те ютшăнманнине, тăрăшуллă та пултаруллă пулнине палăртрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ те Алексей Леонтьева ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.