Archive - Утă 2016 - Хыпар
июля 22nd
«Пылчăклă атăпа Чичикин пÿлĕмне кĕтĕм»
Хĕвел çинче хĕртĕнни: усси те, сиенĕ те
Çулла. Отпуск, кану вăхăчĕ. Нумайăшĕ тинĕс е юханшыв-кÿлĕ хĕррине, пляжа васкать, хĕвел çинче сехечĕ-сехечĕпе выртса хĕртĕнесшĕн.
— Хĕвел çинче хĕртĕнни. Унăн усси пур-ши?
— Ультрафиолет пайăркисем /нумай вăхăт пиçĕхмесен/ нерв тата эндокрин тытăмĕсен ĕçне пулăшаççĕ, япаласен ылмашăвне лайăхлатаççĕ, организм ерекен чирсемпе лайăхрах кĕрешме пуçлать. Хĕвел çинче чылай вăхăт пулсан иммунитет чакать.
Сăваплă ĕç çынсене ырă еннелле улăштарать
Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн полномочийĕсен вăхăчĕ вĕçленсе пырать. Эппин, парламентăн 5 çула яхăн тапхăрти ĕç-хĕлĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме юрать. Депутатсен корпусĕн ĕçне Юрий ПОПОВ Председатель мĕнлерех хаклать-ха? Мĕн палăртса хунине йăлтах пурнăçлама май килнĕ-и?
июля 21st
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 28 /877/ №, 21.07.2016
Сулхăнран хaăраман ÿсен-тaран
Çуртпа сарай хыçне кунĕпе тенешкелех хĕвел лекмест. Лартнă пахчаçимĕç те лайăх пулмасть. Сулхăнра та ÿсекен курăк-чечек пирки çырса пĕлтерсен аванччĕ.
Светлана Венедиктова.
Вăрнар районĕ.
Шăрăхра асăрханмалла
Çулла ĕç темĕн чухлех: пахчаçимĕç, улма-çырла пухса илмелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, пÿрт-çурта, килти ытти хуралта юсассине е çĕнĕрен тăвассине те çуллана палăртатпăр.
Шăрăхра кил-тĕрĕшри ĕçсемпе аппаланнă майăн тепĕр чухне хамăр çинчен те манса каятпăр. Хĕвел çинче пуçа хупламасăр çÿрени, кирлĕ чухлĕ шыв ĕçменни организма сиен кÿме пултарать. Гипертони /юн пусăмĕ хăпарни/, юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсем пуррисен шăрăхра пушшех асăрхануллă пулмалла.
Пултран тапăнать
Пултрана мĕн авалтанах апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне усă курнă. Унран яшка, кукăль пĕçернĕ. Хĕл валли пултран çулçи типĕтетчĕ анне. Çав тери тутлăччĕ хĕлле кăмакара пĕçернĕ курăк яшки. Унăн вырăсла ячĕ те /борщевик/ çавнах калать. Çуркунне витаминлă пултран яшки халĕ те хутран-ситрен пĕçеретĕп. Вулакансен хушшинче те курăк яшки пĕçерекен сахал мар-тăр. Анкартинчи пултран тĕмне тепĕр çул валли вăрă сапмашкăн анне çулмасăр хăваратчĕ. Ун чухне çак курăкăн сиенĕ пирки пĕлсех те кайман, хамăр тăрăхри пултран ытти курăка пусарса сарăлмасть те.
Сывă чăх çăмарти тутлăрах
Сывă чăх çăмарти тутлă çеç мар, усăллăрах та. Çапла çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Сывă чăх кунсерен çăмарта тăвать, йăрă çÿрет.
Çуллахи вăхăтра чăхсене тĕрлĕрен пыйтă-сăвăс вăйлăрах аптратать. Кун пек чухне кайăк яланах хыçкаланать, тусан, хăйăр çинче йăваланса «çăвăнать». Чăх начарланать, сайрарах çăмарта тăвать, пахалăхĕ те япăхать.