Комментари хушас

21 Утă, 2016

Сывă чăх çăмарти тутлăрах

Сывă чăх çăмарти тутлă çеç мар, усăллăрах та. Çапла çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Сывă чăх кунсерен çăмарта тăвать, йăрă çÿрет.

Çуллахи вăхăтра чăхсене тĕрлĕрен пыйтă-сăвăс вăйлăрах аптратать. Кун пек чухне кайăк яланах хыçкаланать, тусан, хăйăр çинче йăваланса «çăвăнать». Чăх начарланать, сайрарах çăмарта тăвать, пахалăхĕ те япăхать.

Чăхăн чир паллисене асăрхасан ăна ыттисенчен уйăрмалла, тÿрех сиплеме пуçламалла. Кĕçĕ сăвăсĕ чăхăн урине сиенлет. Ура шатраланать, шурăрах сăрă хăйпăкпа витĕнет, тăртанать. Чăх начарланать. Çак сăвăса пĕтермелли витĕмлĕ меслет сĕнетпĕр. Чирлĕ чăх урисене тĕплĕн çумалла. Унтан савăта 40 градуса çити ăшăтнă хурăн тикĕчĕ ямалла та унта чăх урисене тĕкĕ таранах чикмелле. Икĕ минут тикĕтре тытмалла, унтан кăларсан 3-5 минут урасем типиччен тытса тăмалла. 4-5 кунран çак ĕçе тепре пурнăçламалла. Икĕ хутчен тикĕтлени сăвăсран хăтăлма май парать.

Тĕк пыйти те чăхха ытларах çулла ка­нăçсăрлантарать. Вăл чăхăн çунат айĕнче, пĕççисем хушшинче, тĕк лайăх хуплакан çĕрте пурăнать. Ун палли — чăх тĕкĕ тикĕс мар, хуçкаланчăк, ÿт çаралать. Тĕк пыйти чăх çинче чухне сиенлĕ. «Хуçинчен» уйăрсан вăл пĕтет. Çак пыйтă кĕле юратмасть. Чăх картине алланă кĕлпе хăйăр тазĕсем лартмалла. Хăйăрпа кĕле пĕр пек илсе хутăштармалла. Чăхсем хапăлласах çăвăнĕç кĕл «кÿллинче».

Чăх картине, витине тĕплĕн тасатмалла. Ай сарăмне час-часах улăштармалла, чăхсем ларакан каштана, стенасене тасатса извеç шывĕпе шуратмалла, апат валашкисене, шыв савăчĕсене супăньпе çумалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.