Чун ыратăвĕ

21 Утă, 2016

Липецк облаçĕнчи Задонск хулинчи скверта скульптура ушкăнĕ. 12 ачана пурнăç парнеленĕ Мария Матвеевна Фролован тата вăрçа пула пурнăçран уйрăлнă сакăр ывăлĕн палăкĕсем... Михаил, Дмитрий, Константин, Тихон, Василий, Леонид, Николай, Петр — пурте ашшĕ-амăшне, хăйсен çемйине, Тăван çĕршыва юратнă, пысăк шухăшсемпе çунатланса пурăннă. Анчах ылханлă вăрçă вĕсен çутă ĕмĕчĕсене самантрах татнă...

Мария Матвеевна мăшăрĕн-чен, Георгий Игнатьевичран, кĕçĕнрех пулнă. Ĕçчен те сатур, лавкка тытса тăракан çамрăк мăнкун умĕн Мария патне пынă, качча тухма ыйтнă.

Фроловсен килĕнче ăнланулăх хуçаланнă. Вĕсем пĕр-пĕрне чунтан юратнă. Мария Матвеевна уçăрах çанталăкра урама тухсан Георгий Игнатьевич унăн хулпуççи çине фуфайка уртса янă. Ывăнсан — урисене те çуса янă.

Çемьере çулсерен «çĕнĕ кайăк» хутшăнса пынă, вун икĕ ачана çурт тăвăрланса пынине сиссе çĕннине, хăтлăраххине, пысăкраххине лартма ĕмĕтленнĕ. Анчах укçа-тенкĕ çитменни ура хунă вĕсене. Апла пулин те пĕчĕкшерĕн чул туянса картише купаласа пынă. Çав купа пĕчĕккĕн ÿссе пынă. Анчах пĕррехинче Задонск хулинче шалкăм çумăр çунă, мăнастир стенисем ишĕлнĕ. Фроловсем вара хăйсен чулĕсене çав стенана хăпартма панă.

Туслă çемье каçсерен кĕнеке вуланă, ăна сÿтсе-явнă. Гитарăпа выляса юрă шăрантарнă. «Сирĕн ачасем кăмпасем пек хăвăрт çитĕнеççĕ», — тенĕ кÿршĕсем Фроловсемшĕн хĕпĕртесе.

Георгий Игнатьевич вăрçă пуçланнине курайман, таврана хăрушă хыпар сарăличчен пĕр уйăх маларах çĕре кĕнĕ. Çакă çемьешĕн калама çук пысăк хуйхă пулнă.

— Пурнăç кустăрми çапла çав, унран ниепле те иртме çук. Юрать ачамсем пĕчĕк мар, ура çине тăчĕç, — тесе хăйне час-час лăплантарнă Мария Матвеевна куççульне хытарса.

Ленинградра пурăннă тĕпренчĕкĕсем. Вăл тăрăха чи малтан вăрçăчченех Михаил тухса кайнă. Ăслă та лăпкăскер, шкулта лайăх вĕреннĕ вăл. Пултарулăхне кура института çул тытнă. Унта та хастаррисенчен пĕри пулнă. Кĕнекесĕр пурăнайман, час-час библиотекăна çÿренĕ.

Ашшĕ вилнĕ вăхăтра вăл подполковник званине тивĕçнĕскер, тинĕспе çар академийĕнче преподавательте вăй хунă. Вăрçă пуçланнă кунхинех радиопа калаçнă, пурне те Тăван çĕршывшăн кар тăма чĕнсе каланă. Хăй вара çар пăрахучĕпе ишнĕ. Пĕррехинче вĕсен пăрахучĕ çине бомба «çумăрĕ» тăкнă тăшман. Йывăр аманнă Михаил Ленинградри госпитальте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Ку усал хыпара тăванĕсем малтанлăха пĕлмен те, вăл академире çаплипех лекци вулать тесе шухăшланă.

Иккĕмĕш ывăлĕ Дмитрий ачаранах тинĕспе «чирленĕ». Вăл тинĕс флотне лекме ĕмĕтленнĕ. Пĕр кун та спортсăр пурăнман, шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Чăн та, ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ, 1930 çулсен вĕçĕнче карапсемпе тинĕс шывне касса çÿренĕ. Таçта та пулса тем те курнă, килтисене унăн каласа памалли чылай пухăннă, анчах вăрçă пуçланнă. Тăван тăрăха çитеймесĕрех Ленинградшăн пынă хĕрÿ çапăçăва хутшăннă. 1941 çулхи кĕркунне вĕсен пăрахучĕ мина çинче сирпĕннĕ. Йывăр аманнă виçĕ моряк çеç сывă юлнă, вĕсенчен пĕри — Дмитрий Фролов. Хăмаран çакланнăскерсем, пулăшуçăсем пырса çитиччен, сивĕ шывра чылайччен пулнă. Тухтăрсем Дмитрий пурнăçне çăлса хăварас тесе тăрăшнă. Сывалсан тÿрех фронта васканă вăл. Хĕрÿ çапăçура каллех темиçе хутчен йывăр аманнă. Час-час госпитальте выртнă. Юлашкинчен нимĕç пульли унăн пуçне шăтарса кĕнĕ. Тухтăрсем пурпĕр ура çине тăратнă. Анчах килне таврăнсан сурансене пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Фроловсен виççĕмĕш ывăлĕ Константин та хастар çитĕннĕ. Пулăшу ыйтаканран нихăçан та айккинчен пăрăнса иртмен. Пĕррехинче Дон юханшывра хĕрачасем путма пуçланине асăрханă. Шкулта вĕренекен Костя, шăп çав вăхăт-ра çыран хĕррипе утса пынăскер, ним шухăшламасăрах шыва сикнĕ. Иккĕшĕн пурнăçне те çăлса хăварнă.

Хастар арçын ача çĕр ĕçне мĕн тери юратнă! Хăех тĕрлĕ тĕслĕ кĕлчечексем ÿстернĕ. Пахчари хĕрлĕ, сарă, шурă çеçкесене иртен-çÿрен ытарайми пăхнă. Костя çитĕнсен хĕрпе çÿреме тытăннă, ун патне нихăçан та чечексĕр кайман каччă. Аллинчи хитре çеçке çыххине çул çинче пурте ăмсанса тинкернĕ.

Хăйсен тăрăхĕнчи училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пиччĕшĕсем патне Ленинграда çул тытнă. Институтра ăс пухнă вăхăтрах ĕçленĕ те вăл. Кĕçех авланнă. Вăрçă пуçланнă кунхинех хăй ирĕкĕпех фронта кайнă. Пĕррехинче мăшăрĕ патне шăнкăравланă.

— Эпĕ фронтран таврăнтăм! Телейлĕ кун! Мана кĕтме тух, поездпа çитетĕп, — тесе савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ.

Мăшăрĕ хĕпĕртенипе самантрах вокзала чупнă. Унти хăрушă ÿкерчĕке курсан кăшкăрса макăрнă. Нимĕçсем сирпĕтнĕ пуйăсра пурте вилнĕ...

Тăваттăмĕш ывăлĕ, Тихон, вăрçăччен аэроклуба çырăннă. Фронтра шăп та вĕçев чаçне лекнĕ. Ăна яланах чи йывăр заданисене пурнăçлама янă, темиçе хутчен те аманнă. Килте пурăнакан амăшĕпе Аня йăмăкне час-часах аса илнĕ, вĕсем патне тăтăш çыру вĕçтернĕ. «Ырă кун, юратнă çыннăмсем, аннемпе йăмăкăм! Ĕнер Тоня аппаран çыру илтĕм. Мишăпа Нина вилнĕ-мĕн. Маншăн ку тĕлĕнмелле хăрушă хыпар пулчĕ. Йăлтах, йăлтах ирсĕр нимĕçсем айăплă! Çитменнине икĕ пĕчĕк ача хăр тăлăха юлчĕç. Тупа тăватăп, эпир Мишăн шăллĕсем, фашиста тавăратпăрах! Пирĕн Леня та фронта кайнă иккен, савăнатăп çеç. Пирĕн пурин те пĕрле кар тăрса нимĕçсене çапса аркатмалла, ирсĕрсене Тăван çĕршывран хăваламалла».

1945 çулхине бомбежкăна лекнĕ Тихон куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Ăна тăванла масара пытарнă.

Василий та пиччĕшĕсем хыççăн Ленинграда çул тытнă. Заводра токарьте ĕçленĕ. Фронта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Килне янă çырăвĕнче çакнашкал йĕркесем шăрçаланă: «Темĕн, тăван тăрăха таврăнасси пулмасть ахăртнех... Йăлтах ахăр самана кунта. Çапах та эпир фрицсене парăнас тĕллевлĕ мар, хăйсенех шăтăк алттарса унта чăмтарса хăварăпăр. Эпĕ вилсен, маншăн ыттисем Тăван çĕршыва ирĕке кăларĕç. Сире ăшшăн ыталатăп, чуптăватăп».

Николай пурнăçа çав тери юратнă. Амăшне чунтан-чĕререн хисепленĕ. Йытăсенчен питĕ хăранă вăл. Ара, вăл вăхăтра хуçасăрскерсем ытла ĕрчесе кайнă-çке. Пĕррехинче амăшĕ хула çывăхĕнчи яла япалапа çимелли улăштарма кайнă. Арçын ача вара ăна каç енне кĕтме тухнă. «Аннене йытăсем ан çыртчăр çеç», — тесе хÿме çумне тĕршĕнсе анлă çул еннелле тĕмсĕлсе пăхнă.

Чаплă пулăçă пулнă вăл. Пĕве хĕрринчен яланах тулли витрепе таврăнаканскертен пурте тĕлĕннĕ.

— Епле-ха капла? Ара, ман вăлтана кун чухлĕ мар, пĕрре те çакланмасть. Эсĕ авă мĕн тери пултаруллă, — тенĕ савăт еннелле ăмсануллăн пăхнă май.

Вăрçă тухиччен каччă Ленинградри заводра слесарьте ĕçленĕ. Алли ылтăн пулнă, ун патне канаш ыйтма инженерсем те пынă. Ахальтен мар хăй тĕллĕн телевизорсем пуçтарнă.

Вăрçăн малтанхи çулĕсенче кĕçĕн командирсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрÿ çапăçура пĕрре мар йывăр аманнă. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ вăл, анчах ун хыççăн нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ.

Леонида та пиччĕшĕсем пекех хастар пулнă. Ача чухне йĕлтĕрпе ярăннă чухне ÿксе хытă аманнă. 1941 çулхине Ленинградри заводра токарьте тăрăшнă. Хăй ĕçне питĕ лайăх пĕлнĕскере пурте хисепленĕ. Директор та çамрăка фронта каяс ĕмĕте пăрахăçлама хушнă. «Паянхи кун заводра та ăстасем кирлĕ. Унсăрăн тăшмана парăнтараймăпăр», — тенĕ çирĕппĕн. Анчах Леня унăн сăмахĕсене ăша хывман, салтака илме çине-çине заявлени çырнă. Хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртетех яш. Ытти çамрăкпа поезда ларса фронта кайнă. Çул çинче ăна завод директорĕ янă телеграммăна тыттарнă, хуçа ăна каялла таврăнма йыхравланă. Çук, хăй тĕллевĕнчен пăрăнман Леня. «Пиччесемшĕн ирсĕрсене тавăрмаллах! Вăрçа каятăп», — тенĕ çирĕппĕн юлташĕсен умĕнче.

Нимĕçсене пĕр шелсĕр тĕп тунă яш. Вут-çулăм хирĕнчех танк юсанă, ытти салтаксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Пĕррехинче вара паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ...

Шкул вăхăтĕнчех Петр пиччĕшĕсем патне Ленинграда çитнĕ. Вĕсен çăкăрне çиес мар тесе хăй те ĕçе вырнаçнă. Уроксем хыççăн тÿрех завода чупнă.

Вăрçăра мотоциклпа çÿренĕ. Пĕр çапăçура йывăр аманнă, госпитале лекнĕ. Анчах вăл унтан тухса тарнă та каллех хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. 1943 çулхине ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Эвакуациленĕ заводра ĕçленĕ Алексея фронта яман. «Кунта та ĕçлекен кирлĕ. Пурте вăрçа кайсан салтаксене кам пулăшĕ?» — тенĕ. Чăн та, вăйне шеллемесĕр тăрăшнă Алексей заводра. Вăрçă чарăнсан мĕн виличченех Хусанта пурăннă.

Митрофан час-час чирленĕ, вилĕм-рен те аран çăлса хăварнă. Çавăнпа имшеркке ÿснĕ. Çапах та пĕр çулталăк фрицсемпе çапăçнă, сывă юлнă... Унччен Ленинградра пурăннăскер час-час Задонск хулине амăшĕ патне кайса çÿренĕ. «Пĕррехинче атте-анне килне пурте пĕрле пухăнасчĕ, шăкăл-шăкăл калаçса ларасчĕ», — ĕмĕтленнĕ çамрăкскер. Шел, çутă ĕмĕтне хăрушă вăрçă татнă...

Яшсен аппăшĕ, Антонина, вăрçăч-ченех Ленинградра пурăннă. Шăллĕсемшĕн амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Качча тухнăскер пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Хăрушă кунсенче эвакуациленмен, хуларах юлас тенĕ. 1943 çулхи кĕркунне амăшĕпе Аня йăмăкĕ патне çыру янă: «Хаклă та юратнă çыннăмсем, аннепе йăмăкăм! Сирĕн пата çырманни чылай пулать. Çав тери хытă чирлерĕм. Çавăн пекех хамăн йывăр пурнăç пирки пĕлтерсе пăшăрхантарас килмерĕ. Ырри нимĕн те çук кунта. Хăрушă пурăнма! Нимĕçсем никама шеллемеççĕ, персе вĕлереççĕ. Çавăн пекех халăх выçă. Нимĕн те çимелли çук. Ир пуçласа каçчен ĕçленĕрен Валерика садикрен киле илсе каяймастăп. Унтах пурăнать. Хам çиес апата ун патне йăтатăп. Мана курсан антăхса макăрать, пĕрле илсе кайма тархаслать. Мĕн тумаллине хам та пĕлместĕп. Вăйлă чирлерĕ, ÿслĕкĕ халĕ те иртмест. Эх, пĕлетĕр-и, эпир унпа çĕрулми пирки ĕмĕтленетпĕр. Ара, ăна çименни çулталăк çурă та иртрĕ».

Çак çырăва янă хыççăн Антонинăпа виççĕри ывăлĕ вырăн çинчен те тăрайми пулнă. Юрать, пĕр кунхине Тоньăн ĕçтешĕсем ун патне пынă, вĕсемех вилĕмрен çăлнă. Каярах Мария Матвеевна хĕрĕ патне посылка янă. Çул çинче нумай тытăннăскер кая юлса çитнĕ Антонина патне. Панулмисем çĕрнĕ, ешчĕк хĕррисене йĕкехÿресем кăшланă, шăтăк-ран кĕрпесем юхса тухнă... Куншăн та çав тери хĕпĕртенĕ амăшĕпе ачи. Пысăк пулăшу-çке.

Анна мĕн пĕчĕкрен явапăлха туйса ÿснĕ, шкулта та лайăх вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче амăшĕпе юнашар пулнă, пĕртăванĕсен вилнĕ хучĕсене илмессерен татăлса макăрнă. Учительте ĕçленĕскер пĕтĕм юратăвне ачасене панă.

Мария Матвеена вăрçа пула вилнĕ ывăлĕсене кунсерен аса илсе куççульленĕ. Кашни тĕпренчĕкĕн çырăвне пăхмасăр пĕлнĕ салтак амăшĕ. Тепĕр чухне пÿрт умĕнчи сак çине тухса чылайччен çул еннелле пăхса ларнă. Хăй умĕнчен иртекен ача-пăчана канфет-пĕремĕкпе сăйланă. Е тата чÿречерен урамалла тăтăш тинкернĕ. «Ах, çынсене пăхса тăранаймастăп. Мĕн тери хитрескерсем-çке вĕсем», — тенĕ Аньăна.

Аня — Фроловсен чи кĕçĕн ачи. Пиччĕшĕсем каласа хăварнă сăмаха асра тытса амăшне пăхса пурăннă. «Аня, тархасшăн, аннене упра. Текех çамрăк мар, çитменнине вăрçă та сывлăхне хавшатрĕ. Ăна санăн пăхмалла пулать. Пĕччен ан хăвар эсĕ ăна — нихăçан та! Ăнлансам, уншăн чи çывăх çынсенчен пĕри эсĕ пулатăн», — тесе шăрçаланă Тихон хăйĕн пĕр çырăвĕнче.

96 çула çитиччен пурăннă Мария Матвеевна. Аня вара 1993 çулта çĕре кĕнĕ...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.