Шăрăхра асăрханмалла

21 Утă, 2016

Çулла ĕç темĕн чухлех: пах­чаçимĕç, улма-çырла пухса илмелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, пÿрт-çурта, килти ытти хуралта юсассине е çĕнĕрен тăвассине те çуллана палăртатпăр.

Шăрăхра кил-тĕрĕшри ĕçсемпе аппаланнă майăн тепĕр чухне хамăр çинчен те манса каятпăр. Хĕвел çинче пуçа хупламасăр çÿрени, кирлĕ чухлĕ шыв ĕçменни организма сиен кÿме пултарать. Гипертони /юн пусăмĕ хăпарни/, юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсем пуррисен шăрăхра пушшех асăрхануллă пулмалла.

Шыва вăйпа ытлашши ĕçни те усăллă мар. Пÿрен, тар парĕсен ĕçĕ йывăрланать. Пÿре чирĕсемпе нушаланакансен шыва пĕчĕк порцисемпе ĕçлемелле.

Шăрăхра минералка лайăх. Анчах шывра мĕнле минералсем пулнине пăхмалла.

Гастритпа чирлекенсен газлă шывсене ĕçма юрамасть. Шыври углекислăй газ хырăмлăха хытăрах ĕçлеттернипе йÿçĕклĕх пушшех вăйланать.

Гидрокарбонатлă шыв вăй хурса ĕçлекеншĕн лайăх. Вăл мышцăна, юна кирлĕ япаласемпе пуян. Диабет, инфекци чирĕ чухне те ăна сĕнеççĕ.

Сульфатлă шыв пĕвер, ват хăмпи, сахăр диабечĕпе чирлекенсемшĕн юрăхлă. Сульфат шăмăсем ÿсессине чăрмантарнине кура ачапчана кунашкал шыв яланах ĕçтермелле мар.

Хлоридлă шыв пыршăлăхшăн, пĕвершĕн аван. Юн пусăмĕ пысăккипе аптракансене юрамасть.

Магниллĕ шыв чĕрешĕн, пуç мимишĕн аван, кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать. Вар-хырăм пăсăлсан магниллĕ минерал шывне ĕçме тăхтамалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.