Комментари хушас

21 Утă, 2016

Пултран тапăнать

Пултрана мĕн авалтанах апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне усă курнă. Унран яшка, кукăль пĕçернĕ. Хĕл валли пултран çулçи типĕтетчĕ анне. Çав тери тутлăччĕ хĕлле кăмакара пĕçернĕ курăк яшки. Унăн вырăсла ячĕ те /борщевик/ çавнах калать. Çуркунне витаминлă пултран яшки халĕ те хутран-ситрен пĕçеретĕп. Вулакансен хушшинче те курăк яшки пĕçерекен сахал мар-тăр. Анкартинчи пултран тĕмне тепĕр çул валли вăрă сапмашкăн анне çулмасăр хăваратчĕ. Ун чухне çак курăкăн сиенĕ пирки пĕлсех те кайман, хамăр тăрăхри пултран ытти курăка пусарса сарăлмасть те.

Халĕ шултра пултран — Борщевик Сосновского — уй-хирте калама çук ашкăрма пуçларĕ. Иртнĕ тунтикунхи Министрсен Кабинечĕн канашлăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа çак курăк уй-хиршĕн хăрушлăх кăларса тăратни, унпа кĕрешмелли пирки калаçнă.

Сосновски пултранĕ хамăр тăрăхри «сăпайлă» пултрантан çамрăк чухне пачах уйрăлса тăмасть. Унăн çулçи апат хатĕрлеме, типĕтме юрăхлă. Ăна 1947 çулта Сталин указĕпе колхоз-совхозри йышлă выльăх-чĕрлĕх валли сенажлăх çитĕнтерме тесе ятарласа Кавказ тăрăхĕнчен вăрлăх кÿрсе килсе акса ÿстернĕ. Каярах унăн пахалăхĕ тивĕçтерменни палăрнă. «Кавказ хăни» çĕнĕ вырăнсене кăмăлланă, кунти климат та, тăпра та уншăн ырлăх. Колхозсемпе совхозсем саланни, ял халăх йышĕ чакни çак ÿсен-тăрана вăйлă сарăлма май панă. Раççейре çулсеренех 2-3 метр çÿллĕш Сосновский пултранĕ çĕр-çĕр гектара пусса илет. Ăна сарăлма нимĕн те чăрмантармасть. Тăмлă е хăйăрлă тăпра, йÿçек е сĕлтĕ — тиркемест сĕмсĕр пултран. Автобуспа хăть те хăш енне çула тухсан та вырăн-вырăн çул айккинче «кăвак çеçке» мар, пултран вăрман пек ашкăрнине асăрхама пулать.

Çак ÿсен-тăран уй-хире çеç тустармасть, вăл этем сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Хĕвеллĕ вăхăтра пултран çитĕнекен лаптăкра çÿресен ÿте пĕçертсе яма пулать. Унпа ĕçленĕ чухне ÿт-тире хупламалла, перчетке тăхăнмалла. Çара ÿте пултран çулçи, сĕткенĕ перĕнсессĕн фурокумарин текен вещество ÿте лекет, вăл хĕвелти ультрафиолет пайăрки витĕмĕпе хими реакцине кĕрет. Реакци пуçланма хĕвел çинче кăштах пулни те çителĕклĕ. Ăнсăртран хĕвеллĕ çанталăкра пултрана перĕнсессĕн çав тĕле тÿрех тумтирпе хупламалла, киле е шыв пур çĕре кайса шывпа, супăньпе çуса ямалла. Пултранăн каварлăхĕ — сĕткен лекнĕ вырăн малтанлăха пачах та канăçсăрлантармасть. Хĕрелмест, кĕçĕтмест, ыратмасть. 10-12 сехетрен ÿт хĕрелет, çав тĕлте шывлă хăмпăсем тухма пуçлаççĕ. Суран питĕ вăрах тÿрленет. Аллергирен пулăшакан эмелсемпе, маçсемпе сипленмелле.

Ыраш кĕпçи те /пастернак/ ÿте пĕçертсе яма пултарать. Вăл пултранран та хаяртарах-мĕн, хĕвел пăхман вăхăтра лекнĕ курăк та ÿте сиенлеме пултарать.

Сосновский пултранĕ пирĕн тăрăхра хăйне лайăх туять, пусаракан «тăшманĕсем» унăн çук, çут çанталăк хăй тĕллĕн ăна пĕтереймест. Çавăнпа çÿллĕ ÿсекен Сосновский пултранне тĕп тăвасси — этем аллинче. Аграрин çивĕч ыйтăвĕ.

Пултран — икĕ çул ÿсекен курăк. Пĕрремĕш çул вăл вăрăран шăтать те тымарне тĕреклетет, тунана каймасть, çулçи çеç çĕр çинче ешерет. Хĕл каçнă хыççăн пултран кĕпçеленет, çеçке кăларса вăрăланать, вăрă сапнă хыççăн тепĕр çулхине вăл тек тухмасть. Унăн «ачисем» вăрăран аталанаççĕ. Пĕрремĕш çулхине «Сосновски» пит палăрмасть-тăк, тепĕр çулхине асăрхамасăр иртме çук. Ăна вăрă сапма памалла мар, вăрă сунчăкне çеç касса илмелле е курăка тĕпрен кĕреçепе тал пиçене тĕпленĕ пек касмалла. Каснă чухне çĕр çумĕнчи «çывăракан» папкасене хăвармалла мар, çĕре 5-10 см пек хырсарах илмелле.

Торнадо, Раундап, Ураган т.ыт гербицид та юрать. Вĕсемпе çулçăсем ытлашши ÿссе кайиччен пĕрĕхмелле. Препарата инструкципе килĕшÿллĕн усă курмалла.

Сосновский пултранĕ ашкăракан вырăнта пурăнакансем тăрăшсах кĕрешсен сĕмсĕр курăка пĕтерме пулатех.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.