Сулхăнран хaăраман ÿсен-тaран

Çуртпа сарай хыçне кунĕпе тенешкелех хĕвел лекмест. Лартнă пахчаçимĕç те лайăх пулмасть. Сулхăнра та ÿсекен курăк-чечек пирки çырса пĕлтерсен аванччĕ.

Светлана Венедиктова.

Вăрнар районĕ.

Хĕвел кунĕпе те çитсе çутатайман лаптăксем — çурт-хуралтăн çурçĕр енĕ, лапсăркка йывăçсен айĕ. Яланах сулхăн тăракан вырăнсене сăн кĕртме хĕвелсĕр вырăна тиркемен ÿсен-тăрана лартса çитĕнтермелле. Тĕттĕмрех, çутă лекмен вырăнта лайăх çитĕнекен пахчаçимĕçсем те пур, сахалах та мар. Сулхăн вырăна тиркемен тĕмсем, тĕрлĕрен чечексем акса-лартса çитĕнтерсе çакнашкал лаптăка илемлетме пулать.

Хĕренпе кăшкар ути /щавель/ сулхăна пачах та тиркемеççĕ. Хĕвел кун каçипе лекмен вырăна лартсассăн та чиперех ешереççĕ. Кăшкар ути хĕвел çинче хăвăрт хытать, çуллахи шăрăхра çулçисем те çитĕнмеççĕ, сулхăнра пулсан унăн çулçи ÿссех тăрать, çăвĕпех салат тума юрăхлă. Хĕрен çулçипе питех усă курмастпăр, тымара аталанма вара янкăр çутă кирлех те мар. Ревень çуркунне юр ирĕлсе пĕтичченех вăранса шăтма пуçлать, ăна йывăç айне лартсассăн çулçăсем тухса лапсăрккаланиччен ревеньпе усă курса ĕлкĕретпĕр. Ревень — çуркуннехи çимĕç.

Ешĕл çулçăшăн ÿстерекеннисенчен чылайăшĕ сулхăна тиркемест. Петрушка, мелисса, пĕтнĕк, çулçăлăх салат — йывăç айĕнче хăйсене аванах туяççĕ. Сулхăнра вĕсем кăштах вăрахрах аталанаççĕ пулин те, пурпĕрех çырла татмалла мар-çке вĕсенчен.

Ыхра, китай купăсти, брокколи, хĕрлĕ кăшманпа выльăх кăшманĕ, хытă туналлă шалча пăрçи, редиспа çарăк та сулхăн ытларах пулнипе аптрамаççĕ. Кабачокпа хăяра та кăнтăрлахи хĕвелтен хÿтĕлекен кÿршĕ пулни чăрмантармасть, усă çеç кÿрет.

Сулхăнта хĕрлĕ хурлăхан аван çитĕнет. Паллах, пачах та хĕвел лекмен вырăнта вăл каярах пулса çитет, тухăçĕ, пахалăхĕ вара, тăпра пулăхлă тăк, хĕвел çинчи юлташĕнчен начарах пулмĕ. Жимолость чи хăвăрт пулакан çырла. Вăл сулхăн вырăна тиркемест. Йывăç хÿтлĕхне лартма юрăхлă.

Яланах сулхăн вырăна хăтлăлатмашкăн ешĕл çулçăллă тĕксĕм вырăна килĕштерекен чечек-курăк акма-лартма пулать. Сулхăнра хоста, упа сарри /папоротник/, дицентра, примула, люпин, купальница аван туяççĕ. Вĕсене тăвайккилесе е ытти мелпе килĕшÿллĕ шайлаштарса аксан-лартсан тĕксĕм кĕтесрен чун киленĕçлĕх лаптăк йĕркелеме пулать.

Йывăç айĕнче темех ÿстереймĕн. Улмуççин 1,5 метрлă вулă çаврине /приствольный круг/ яланах пăтратса тăмасан та юрать. Унта нумай çул ÿсекен вăрман çырли е çĕр çырли лартса ĕрчетмелле. «Шпанка» сортлă çĕр çырли çурма тĕксĕм вырăнта çитĕнтерме юрăхлă. Вăл вăрах вăхăт чечекленет, çимĕçĕ те унăн çурла уйăхĕчченех пиçсе тăрать.

Йывăçсем айне çуркунне хăвăрт шăтса тухакан, ака, çу уйăхĕсенче çеçке çуракан чечексем лартса илем кĕртме пулать. Çеçпĕл, нарцисс, гиацинт, тюльпан, крокус çуркуннехи нÿрĕкпе хăвăрт аталанса чечекленеççĕ те çулла, тепĕр çуркуннеччен канăва каяççĕ. Вĕсем хыççăн чечекленме сулхăнра аптраман тĕксĕм герань, гортензи лартса хăварни аван.

Çурхи чечексенчен чылайăшĕ — суханлисем. Çуллахи шăрăх пуçланиччен вĕсен суханĕсем тăпрана тарăна анса каяççĕ. Йывăçа тăтăш шăварса тăрсан чечек суханĕсем нÿрĕкпе çĕрме пултараççĕ.

Куç хăрать те алă тăвать, теççĕ халăхра. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен хĕвел лекмен тĕксĕм вырăна та хăтлăлатма, самаях усăллă çимĕç çитĕнтерме е куçа илĕртекен кĕтес йĕркелеме май пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.