Archive - Кăрлач 2016 - Хыпар

январь 22nd

22 Кăрлач, 2016

«Хыпар» 7-8 (26917-26918) №№. 22.01.2016

Тĕп тĕллеврен пăрăнмасăр. Николай Никольский хăйĕн тĕп тĕллевне хаçатăн пĕрремĕш номерĕнче çапла палăртнă...

Пурнăçри чи телейлĕ çулсем… «Хыпара» никĕсленĕренпе - 110 çул. Çав шутра 30-шĕ - Шупашкарта пурăнакан Демьян Филиппович СЕМЕНОВĂН.

Владимир АЛМАНТАЙ: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»Владимир Иванова хăйĕн шăпине тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарма мĕн хистенĕ-ши?

Евгений Барсуков: «Кашни пĕлтерÿ пĕлтерĕшлĕ» Юлашки вăхăтра республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине час-часах палăртаççĕ.

Грипп сарăлма тытăннă Пирĕн хутлăхра грипп çулленех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать.

Билет хакĕ - пĕр çăмарта 89 çула çитнĕ пулин те вăл паянхи кунчченех тĕрлĕ проект çырать.

Татьянăсен тата Студентсен кунĕ Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ - Раççей студенчĕсен кунĕ. Теприсем ăна Татьяна кунĕ теççĕ.

22 Кăрлач, 2016

Тĕп тĕллеврен пăрăнмасăр

Чăваш Енре тата республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсен пилĕк пин ытла çемйине килсе тăракан «Хыпар» хаçатăн «çĕлĕкĕ» айне çапла çырнă: «1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче тухма тытăннă. Никĕслевçи - Н.В.Никольский». Ун çумне тата çапла хушса каланă пулăттăм: «Хыпар» сăпки - Хусан хули.

22 Кăрлач, 2016

Владимир АЛМАНТАЙ: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»

Аваллăха - чаплă ĕçсем тунă несĕлĕмĕрсем патне - «кĕрсе тухăр», çакă Сире тата Сирĕн тăхăмăрсене малашлăха çул уçса парĕ.
Василий Николаев академик, техника ăслăлăхĕсен докторĕ.

Вулаканăмăрсене паян паллаштарас текен çын çинчен йăхташăмăрсенчен чылайăшĕ илтнĕ çеç мар, ăна лайăх пĕлет те. Вăл - Владимир Иванов /Алмантай/, «Сувар» общество организацийĕн ертÿçи, сувары.рф сайт йĕркелÿçи. Вăл пуçарнипе 2007-2008 çулсенче сăвар-пăлхар-чăваш халăхĕн X-XIII ĕмĕрсенчи пурлăх культурине, çавăн пекех Чăваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаçĕн территорийĕсенчи XIV-XVIII ĕмĕрсенчи вилтăпри палăкĕсене тĕпчес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе, Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникĕпе пĕрле ăслăлăх экспедицийĕсем ирттернĕ. Аллă çул каялла - 1966 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче - Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçырта кун çути курнă. Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1984-1986 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, ун хыççăн Хусан патшалăх педагогика институтĕнче "географи" специальноçпа пĕлÿ илнĕ. Иртнĕ çул Славян культурин патшалăх академине /Мускав/пĕтернĕ. Специальноçĕ - "культурăн теорийĕпе историйĕ" /культурологи/. Владимир Иванова хăйĕн шăпине тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарма мĕн хистенĕ-ши?

22 Кăрлач, 2016

Евгений Барсуков: «Кашни пĕлтерÿ пĕлтерĕшлĕ»

Юлашки вăхăтра республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине час-часах палăртаççĕ. Çак чăнлăха РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков генерал-майор статистикăн типĕ хисепĕсемпе тата чĕрĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

22 Кăрлач, 2016

Грипп сарăлма тытăннă

Пирĕн хутлăхра грипп çулленех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн мониторингĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарта кăна шăнса пăсăлнă 1815 çынна шута илнĕ. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пĕчĕкрех пулин те лару-тăру сисчĕвлентерет: çитĕн­нисенчен виççĕшне А/Н1N1/ 2009 ернине тупса палăртнă. Çакнашкал тĕслĕх Улатăр хулинче тата иккĕ пулнă.

22 Кăрлач, 2016

Татьянăсен тата Студентсен кунĕ

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ - Раççей студенчĕсен кунĕ. Теприсем ăна Татьяна кунĕ теççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çав кун тĕне ĕненекенсем çветтуй Татианăна - Римра кун çути курнă хĕре, Христос вĕрентĕвне çирĕп тытса пынăскере, хăйне темле асаплантарсан та унран сивĕнме килĕшменскере - асăнаççĕ. Çак çветтуй студентсен хÿтĕлевçи шутланать.

22 Кăрлач, 2016

Билет хакĕ - пĕр çăмарта

89 çула çитнĕ пулин те вăл паянхи кунчченех тĕрлĕ проект çырать. "Вĕсене пурнăçа кĕртме халь тин вăй-хăватăм çитес çук хамăн, халăх валли пултăр", - çапларах пуçларĕ сăмахне Йĕпреç районĕнчи Хурамалта пурăнакан Николай Шарипов.

январь 21st

21 Кăрлач, 2016

«Тантăш» 2 (4468) №. 21.01.2016

21 Кăрлач, 2016

«Пĕтĕм тĕнче сире сăнать!»

Улттăмĕш класс пултарулăхĕпе пурте мăнаçланаççĕ. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, спортра та час-часах хастарлăхĕпе палăраççĕ. Çуллапа кĕркунне уйрăмах футболла выляма килĕштереççĕ çамрăксем. Мечĕкпе кам та кам çывăхрах туслашнине çу каçиччен вĕсем темиçе хут та тĕрĕсленĕ-ха.

Pages