Евгений Барсуков: «Кашни пĕлтерÿ пĕлтерĕшлĕ»
Юлашки вăхăтра республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине час-часах палăртаççĕ. Çак чăнлăха РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков генерал-майор статистикăн типĕ хисепĕсемпе тата чĕрĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Управленин 2015 çулхи ĕç-хĕлне халалланă пресс-конференцире наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăвăн тулли ÿкерчĕкĕ калăпланчĕ.
Евгений Николаевич ведомство яваплăхне кĕрекен ыйтусемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă май Чăваш Енĕн хăшпĕр кăтартăвĕ федерацин Атăлçи округĕнче лайăххисенчен пĕри пулнине те палăртрĕ. Тĕслĕхрен, республикăра пурăнакан халăх йышĕпе илсен регионти пĕтĕмĕшле наркотизаци шайĕ 1,6 хут пĕчĕкрех. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин наркологи учрежденийĕсенче диспансер тата профилактика учетĕнче тăракан çынсен шучĕ те чакнă: пĕлтĕр чирлисем 3229-ăн шутланнă-тăк, кăçалхи хисеп - 3106 çын. "Юлашки виçĕ çулта "наркомани" диагноз лартнисен йышĕ самай чакрĕ. Наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракансен шучĕ çулсерен ÿссе пынă пулсан иртнĕ çул ку енĕпе те лару-тăру лайăхланнă", - палăртрĕ генерал-майор.
Наркополицейскисен тĕп тĕллевĕ - май килнĕ таран ытларах çынна наркомани серепинчен туртса кăларасси, йĕркеллĕ пурнăç патне тавăрасси. "Вĕсем патшалăха усă кÿме, çемье çавăрма, ачасем ÿстерме пултарччăр, - тет Евгений Николаевич. - Наркоманипе чирлисене реабилитацилес тата ресоциализацилес енĕпе çулталăк çурă каялла пусăрăнса ĕçлеме тытăнтăмăр. Шел, çак ушкăнрисем саккунпа туслă çынсемех мар, хăйсен ирĕкĕпе сипленесшĕнех мар. Чылай чухне суд урлă хистеме тивет. Тарса çÿрекенсем те пур, вĕсене шыраса тупса сахал мар вăй-хал пĕтет".
Ведомство ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх - регионта реабилитаци тата ресоциализаци ĕç-хĕлне пурнăçлакан коммерци мар организацисене йĕркелес тата вĕсен ĕçне хак парас тĕлĕшпе те курăмлă ĕçлеççĕ.
Тĕп хулари, район центрĕсенчи урамсенчи юпасем, йывăçсем çинче çакăнса тăракан пĕлтерÿсене чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ. Унта таçтанах курăнакан пысăк саспаллисемпе "наркоманирен, алкоголизмран сиплетпĕр" тесе çырнă. Вĕсенче тĕрĕслĕх пур-и? Çав пĕлтерÿсене ĕненме юрать-и? "Хăйне хăй хисеплекен, сумлă пĕр организаци те юпа çине пĕлтерÿ çакмасть. Çын инкекĕ çинче пуйма хапсăнакансен ĕçĕ вăл. Çывăх тăванĕн сывлăхне упраса хăварма тăрăшакансем кирек мĕн чухлĕ укçа пама та хатĕр. Çакăнпа усă кураççĕ те ĕнтĕ ултавçăсем", - ыйтăва уçăмлатнă май палăртрĕ генерал-майор.
Статистика кăтартнă тăрăх - наркопреступленисен шучĕ малтанхи çулхисенчен уйрăлса тăмасть. Республикăри право хуралĕн органĕсем иртнĕ çул наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 858 преступление тупса палăртнă, çак шутра управлени тÿпи те пĕчĕк мар - 366. Саккуна пăснă тĕслĕх уйрăмах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канаш тата Канаш районĕнче, Улатăрта тата Улатăр районĕнче, Çĕмĕрлере тата Çĕмĕрле районĕнче йышлă.
Евгений Барсуков палăртнă тăрăх - пĕлтĕр те ведомство яланхи пекех Чăваш Енри право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Пĕрлехи ĕçĕн çимĕçĕ те тухăçлă: преступниксен икĕ пысăк ушкăнĕн ĕçне чарса лартма май килнĕ. Çавăн пекех преступниксен тĕнче шайĕнчи пĕрлĕхне /унта Раççей тата Украина гражданĕсем кĕнĕ/ аркатнă. Уголовлă ĕçсене пуçарнă самант тĕлне вăтăр килограма яхăн наркотик, психотроплă япаласем т.ыт.те туртса илнĕ.
"Шурă вилĕм" салатакансен ĕç-хĕл меслечĕсем те пурнăçпа танах улшăнса пыраççĕ. Малтанхи çулсенче "тавара" кирлĕ çĕре ытларах чухне почта урлă çитернĕ. "Ĕçтешсемпе тухăçлă вăй хутăмăр. Хальхи вăхăтра почтăпа çыхăннă пĕр-икĕ тĕслĕх кăна тĕл пулать, - терĕ Евгений Николаевич. - Паянхи тĕп меслет - Интернет. "Виртуаллă уçлăхра" йĕр юлмасть теççĕ ахăртнех. Анчах вĕсен çулне те пÿлетпĕр".
Республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине ведомство ертÿçи аптекăсенче кодеин хутăшĕллĕ препаратсене тухтăр рецепчĕсĕр сутма чарнине, çынсенчен "Шанăç телефонĕ" çине килекен шăнкăравсене, саккуна çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем кĕртнипе, наркопритонсен ĕç-хĕлне чарса лартнипе тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантпа сăлтавлать. Тĕслĕхрен, 2015 çулта Наркотĕрĕслев управленине республика гражданĕсенчен 329 пĕлтерÿ йышăннă, вĕсенчен 138-шне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Управлени ертÿлĕхĕ те çынсемпе час-часах тĕл пулать, ĕç пÿлĕмĕсенче йышăнса калаçать. "Çынсем, паллах, мĕн кураççĕ, мĕн илтеççĕ - çавна пĕлтереççĕ. Пирĕн тĕллев - çав хыпарсене пурне те тĕрĕслесси, тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси", - палăртать генерал-майор.
В.БАГАДЕРОВА