Комментари хушас

22 Кăрлач, 2016

Владимир АЛМАНТАЙ: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»

Аваллăха - чаплă ĕçсем тунă несĕлĕмĕрсем патне - «кĕрсе тухăр», çакă Сире тата Сирĕн тăхăмăрсене малашлăха çул уçса парĕ.
Василий Николаев академик, техника ăслăлăхĕсен докторĕ.

Вулаканăмăрсене паян паллаштарас текен çын çинчен йăхташăмăрсенчен чылайăшĕ илтнĕ çеç мар, ăна лайăх пĕлет те. Вăл - Владимир Иванов /Алмантай/, «Сувар» общество организацийĕн ертÿçи, сувары.рф сайт йĕркелÿçи. Вăл пуçарнипе 2007-2008 çулсенче сăвар-пăлхар-чăваш халăхĕн X-XIII ĕмĕрсенчи пурлăх культурине, çавăн пекех Чăваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаçĕн территорийĕсенчи XIV-XVIII ĕмĕрсенчи вилтăпри палăкĕсене тĕпчес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе, Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникĕпе пĕрле ăслăлăх экспедицийĕсем ирттернĕ. Аллă çул каялла - 1966 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче - Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçырта кун çути курнă. Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1984-1986 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, ун хыççăн Хусан патшалăх педагогика институтĕнче "географи" специальноçпа пĕлÿ илнĕ. Иртнĕ çул Славян культурин патшалăх академине /Мускав/пĕтернĕ. Специальноçĕ - "культурăн теорийĕпе историйĕ" /культурологи/. Владимир Иванова хăйĕн шăпине тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарма мĕн хистенĕ-ши?

- Владимир Николаевич, мĕн тапратса янă сана çак ĕçе пуçăнма?

- Çакăншăн пĕтĕмпех атте "айăплă". Вăл - Николай Иванович - хамăр районти Тăрмăш вăтам шкулĕнче географипе биологи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах тăван йăла-йĕркепе те питĕ кăсăкланнă. Ял, йăх кун-çулне, историне çырса пынă. Сăмах май, эпир иксĕмĕр те пĕр институтрах, пĕр факультетрах вĕреннĕ. Мана хăшпĕр предметпа ăна ăс панă преподавательсемех вĕрентрĕç. Ун чухне вĕсенчен ытларахăшĕ самай ватăччĕ ĕнтĕ.

- Ман шухăшпа, Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ çынсене аваллăхпа кăсăкланма Турă хăй хушнă. Ку тăрăхра истори пĕлтерĕшлĕ вырăн нумай. Сăмахран, ял çумĕнчи Кив масарах илер. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 1993 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕн объекчĕсен шутне кĕртнĕ. 2011 çулта эсĕ пуçарнипе унта сăвар-пăлхар палăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Владимир Николаевич, тăван хутлăхпа çыхăннă пулăма аса илме уйрăмах кăмăллă ĕнтĕ?

- Паллах. Çапах та маларах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, К.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ тата "Сувар" фонд Кив масар вырăнĕнче авалхи палăксене лартас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Палăксене Христос тĕнне йышăниччен пурăннă чăвашсен - сувар халăхĕнчен тухнă несĕлсен - вилтăприйĕсем çине лартнă. 1927 çулта çак вырăна Ленинградран ятарласа килнĕ Петр Ефименко археолог тĕпченĕ, ĕç хатĕрĕсем, килте усă курнă япаласем тата ытти тĕрлĕ хатĕр тупнă. Эппин, суварсен йăхĕсем хăйсен культурине ХVIII ĕмĕрчченех сыхласа хăварма пултарнă.

Вилтăприсен чулĕ çинчи çырулăха /ăна араб чĕлхипе çырнă/ куçарас енĕпе маларах асăннă экспедици членĕ - Тутарстанри Пăлхар патшалăх историпе архитектура музей-заповедникĕн ертÿçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Джалиль Мухаметшин ĕçлерĕ. Палăк çинчи ятсем атте хатĕрленĕ Алмантайсен йăх йывăçĕнчи ятсемпе пĕр килни чăн та тĕлĕнтерет.

Араб çырăвĕсемлĕ хăшпĕр палăк кунта 1970 çулчченех выртнă. Кайран ял çыннисем вĕсене вата-вата çурт никĕсĕ тумашкăн е ытти тĕллевпе иле-иле кайса пĕтернĕ. Асăннă чулсемпе Канаш-Елчĕк çулне хывнă чух та усă курнă.

- Джалиль Мухаметшин ăсчах XIII-XIV ĕмĕрсенчи 274 палăка тупса тĕпчени пирки илтнĕччĕ-ха.

- Вăл палăртнă тăрăх - çаксенчен - 93 вырăнта тĕпченĕ палăксенчен 227-шне пулкарла çырнă, 43-шне - арабла, 4-шне тĕрĕк чĕлхипе. Арабла тата тĕрĕкле çырнисем Пăлхар хулашĕнче кăна вырнаçнă иккен, пăлхарлисем - Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн талккăшĕпех. XIX ĕмĕрти тюркологсем чăвашсене тĕрĕк халăхĕсен йышне кĕртмен, пулкар ушкăнĕ тенĕ.

- Калаçура та, ăслăлăх ĕçĕсенче те эсĕ "пăлхар" мар, "пулкар" сăмахпа усă куратăн? Мĕншĕн?

- Авалхи укçасенче, ытти çăлкуçра пуçласа "пулкар" тесе çырнăран. Сувар ят та малтанласа "суар" пулни паллă.

- Санăн малтанхи кĕнекÿсенчен пĕринче - "Кто мы - суваро-болгары или чуваши?" ятлинче - тăван халăха кăсăклантаракан чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатнă. Чăн та - камсем эпир?

- Шел те, эпир хамăрăн халăхăн кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен шкулсенче вун-вун çул вырăс тата ытти халăх историне çеç вĕрентнĕ. Шкул е аслă вĕренÿ заведенийĕсен программинче тĕл пулсан та суварсемпе пулкарсене вăрçăллă-хирĕçÿллĕ лару-тăрупа çыхăнтарма хăтланнă. Истори докуменчĕсенче пирĕн тăхăмсен тĕрлĕ этноним пулнă. V-X ĕмĕрсенче вĕсем "суварсем" тата "пулкарсем” пек паллă, XI ĕмĕртен - "атăлçи пăлхарсем”, вырăс тата чикĕ леш енчи çăлкуçсенче /XV-XVIII ĕмĕрсем/ - "туçи черемиссем", "сăрт-ту çыннисем”, "черемис тутарĕсем”.

- Чăваш ятпа пуçласа хăçан усă курнă-ши?

- А.И.Лызловăн "Скиф историйĕнче” "чюваш” термин тĕл пулать. Кĕнеке 1692 çулта кун çути курнă. Унта ĕç-пуç 1508 çулхи лару-тăрупа - вырăс халăхĕ тутар-монголсемпе тата турккăсемпе çапăçнă вăхăтпа - çыхăннă. Вырăс çулçыравĕсенче чăваш ят 1524 çулта тĕл пулать. Унта аслă кнеç Василий Иоаннович, Сăр шывĕ çинче Василь ятлă хула çĕкленĕскер, Хусан çине çар янă. Вăл вара Сĕве çинче çапăçăва кĕнĕ, "çав çапăçура çакскер чылай кнеçе, тутара тата чюваша тустарнă".

- Владимир Николаевич, эсĕ - "Сувары - предки чувашей” /2008/, "Предания старины глубокой" /2009/, "Кто мы - суваро-булгары или чуваши?" /2010, 2011/, "Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений” /2012/, "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения" /2014/ кăларăмсен авторĕ. Санăн "Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений” кĕнеке-альбомна виçĕм çул Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума хутшăннă ят-сумлă çынсене, çав шутра Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина та, парнелеме туяннăччĕ. Çакă мăнаçлăх туйăмĕ çуратать-и?

- Чăвашсем çинчен ытларах пĕлтерес килет паллах. Сăмах май, асăннă форум вăхăтĕнче парне валли "Сувар" фондăн ытти хастарĕн ĕçĕсене те - Юрий тата Сергей Ювенальевсен "Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления" кĕнекине - туяннăччĕ. Халĕ иккĕмĕш çул тăван халăхăн йăли-йĕркине, руна çырулăхне тĕпчетĕп. Çакă хăпартлантарать: пĕтĕм чуна парса хатĕрленĕ кĕнекесем хăвăрт саланса пĕтеççĕ.

- "Сувар" фонд пайташĕсем 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйсен пухăвĕнче Сувар кодексне йышăннă.

- Халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, тĕнне çухатмасан çеç упранса юлать. Çавăнпа йышăнтăмăр та Сувар кодексне. Унта тĕп 12 шухăша палăртнă.

- Вĕсенчен хăшĕсене асăннă пулăттăн?

- Çÿлти Турра, вăл тунă тĕнчене, пирĕнтен уйрăлнă авалхи ваттисене /несĕлсене/ хисепле* хамăрăн ваттисен ĕлĕкхи йăли-йĕркипе пурăн... тăван халăх тумтирне тăхăнса çÿреме тăрăш* тăван сувар-пăлхар чĕлхи малти вырăнта пултăр, килте, тăван çĕршывра тăван чĕлхепе юрла, калаç, çыр* эрех-сăрапа иртĕхсе, пирус туртса сувар ятне ан яр* киревсĕр йăласене пăрахăçла* сывлăха çирĕплетме тăрăш, сан сывлăху - кил-йыш пуянлăхĕ, йăх вăйĕ* аçу-аннÿне, мăшăрна, ачусене юратса, хисеплесе пурăн, аçу-аннÿ саншăн - Турă, ачусем саншăн - пуласлăх* чун хăватне, кăмăл-туйăмне çирĕп тытма пĕл* хыт кукар ан пул, ан ăмсан* инкеке лекнĕ ентеше пулăшмасăр нихăçан та ан ирт* çутçанталăка упра, эсĕ унăн пайĕ пулнине ан ман...

- Сувар арĕсем тата мĕнле ĕçсемпе палăрнă-ха?

- Несĕлсем авал пурăннă вырăнсене тухса çÿресси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пулнă хутлăха пысăк ушкăнпа темиçе хут та çитсе килнĕ, 2014 çулхи юпа уйăхĕнче Тутарстанри Пÿлер таврашĕнчи Валем хуçа çăлĕ патне Юпа лартрăмăр. Çак ĕçе пирĕн фондпа пĕрлех К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ, республикăри Культура еткерлĕхĕн управĕн патшалăх центрĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Нагорнов, Леонид Николаев /Арслан/ ÿнерçĕ ертсе пынипе Вăрмар районĕнчи ăстасем çĕнĕ палăк турĕç. Тĕпĕ - хурçăран, ун çине юман юпа лартнă. Пăхăр татăкĕсем çине: "Суварсем, пехиле тивĕçлĕ пулар! Валем хуçа” тата "Çÿлти Турă тата атте-анне - ман Турă. Ваттисен сăмахĕ", - тесе çырнă.

Каласа хăвармалла: Пÿлерте хальхи вăхăтра 2500 яхăн çын пурăнать, вĕсенчен 60 проценчĕ - вырăссем, 25-шĕ - чăвашсем, ыттисем - тутарсем.

- Манăн тата эсĕ ертсе пыракан фонд хастарĕсен пуçарăвĕпе кун çути курнă ытти ĕç пирки те пĕлес килет. Юлашки вăхăтра кăна хăв тата Юрийпе Сергей Ювенальевсем темиçе кĕнеке кăлартăр.

- Çĕннисенчен çаксем: "Сувар-пулкарсен культури. Çапăçу хатĕрĕсем пулса кайни” /Ювенальевсем/, хам çырнă "Сувар-пулкарсен культури. Авалхи ятсем тата вĕсен пĕлтерĕшĕ”. Кĕнеке-альбомсен презентацине иртнĕ кĕркунне ирттернĕччĕ. Тĕп тĕллевĕмĕр - несĕлсен чун, кăмăл-сипет тата пурлăх культурине тĕпчесси, халăх культурине, йăли-йĕркине çĕнĕрен çĕклесси.

Халăх культури, унăн кулленхи пурнăçĕ çынсен ячĕсенче те, тĕрлĕ вырăнпа ял-хула ячĕсенче те çыхăнура тăрать. Тĕрлĕ культура çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăннă май ятсем тепĕр халăх чĕлхине кĕреççĕ, çапах вĕсем хăйсен тăван халăхĕн пурлăхĕ пулма пăрахмаççĕ. Сувар-пулкарсен тарăн пĕлтерĕш тата вăрттăн вăй пулнă. Тĕрĕс суйласа илнĕ ятпа пĕрле çын авалхи мăн аслашшĕсен пехилне тивĕçнĕ.

- Ят этем сăнарне калăплать, ăна сыхлать, унăн шăпине пĕтĕмĕшле шăнăрласа тăрать теççĕ...

- Пĕр-пĕр халăхра сарăлнă ятсен ушкăнĕ /унăн культури пекех/ - пĕтĕмĕшле цивилизаци тĕнĕлĕ, Тăван çĕршывăн иксĕлми янăравĕ, чапĕ. XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вĕсем çухалма пуçланă. Çакă халăха Христос тĕнне ирĕксĕрлесе йышăнтарнипе çыхăннă. Алтарь умне çынсем Алапай, Ытмар, Нарспи, ытти ятпа тăнă, чиркÿрен Иван, Василий, Перасковья пулса тухнă. Кĕнекене вунă пин ытла ят кĕртме май килчĕ. Вĕсене çутçанталăк тĕнне тытса пынă чăвашсем пурăннă тăрăхсенче çырса илнĕ. В.И.Магницкин иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тухнă "Чувашские языческие имена” кĕнекипе, М.Федотовăн, Н.Ашмаринăн ĕçĕсемпе, Н.Егоров статйисемпе те усă куртăм.

- Ăслăлăхра çеç мар, кулленхи пурнăçăн тĕрлĕ тытăмĕнче те "Сувар" хастарĕсен ырă ĕçĕсем палăраççĕ.

- Тĕрĕсех çакă. "Суварсем” пур енĕпе те маттур: предприятисем уçаççĕ, ашшĕ-амăшĕн килĕсене йĕркене кĕртеççĕ, çăлкуçсене, пĕвесене тасатаççĕ, ваттисен ячĕпе палăксем уçаççĕ... Акă, сăмахран, Валем Семенов, Апукар Абукин Шупашкарта металл хатĕрĕсен цехне йĕркеленĕ, унта сувар-пăлхар-чăвашсен авалхи тимĕрçĕсен ĕçне чĕртсе янă. Сархан Семенов мăчавăр халăх йăли-йĕркине тĕпчет, вăл çак темăпа кĕнеке кăларасшăн. Дмитрий Иванов - "Пегас-авто" фирма хуçи - туристсене Шупашкар-Пăлхар-Пÿлер маршрутпа çулçÿреве илсе каять. Сергей Сорокин предприниматель, Шупашкар районĕнчи Атăльялта пурăнаканскер, ялта хăйĕн укçи-тенкипе клуб туса лартнă, вырăнти çăлкуçа тирпейленĕ, ун çывăхĕнче "Сувар-пулкар-чăваш çуртне” çĕкленĕ. Çак йĕкĕтех Станьялта ятарлă эскизпа несĕлсен "Хулашне" йĕркеленĕ. Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев мăн-мăн асаттесен ювелир искусствине чĕртсе тăратас тĕлĕшпе вăй хурать. Николай Балтаевпа Савра Тимĕркуç пирки те çавнах каламалла. Çакăн пек хастар арсем пур пирĕн. Шăпах вĕсем тытса пыраççĕ те авалхи халăхăн ырă йăлисене.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

 

КĔСКЕН:
  • Мĕнлерех çын эсĕ?
Эпĕ питĕ уçă çын. Çакă тепĕр чухне сиен те кÿрет. Ун пирки халь кăна ăнланса илтĕм.
  • Хăвна мĕнлерех çынсем ки­лĕшеççĕ?
Çирĕп кăмăллисем, вылявлă маррисем.
  • Çемьеллĕ-и эсĕ?
Манăн виçĕ ывăл, виçĕ ар.
  • Мĕнле апат килĕштеретĕн?
Майонезсăр пуçне пур апата та. Хусанта вĕреннĕ вăхăтра майонез туса кăларакан заводра ĕçленĕ.
  • Мĕнле тĕс килĕшет?
Кĕрен.
  • Тăван килÿнте час-часах пулатăн-и?
Шел, аттепе анне пирĕн хушăра çук, çапах тăван киле пăрахман. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, май пур чухне унта çитсе килме тăрăшатăп.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.