Комментари хушас

22 Кăрлач, 2016

Билет хакĕ - пĕр çăмарта

89 çула çитнĕ пулин те вăл паянхи кунчченех тĕрлĕ проект çырать. "Вĕсене пурнăçа кĕртме халь тин вăй-хăватăм çитес çук хамăн, халăх валли пултăр", - çапларах пуçларĕ сăмахне Йĕпреç районĕнчи Хурамалта пурăнакан Николай Шарипов. Хăйĕн ĕç планĕсене, проекчĕсене вăл вырăнти ял тăрăхĕн администрацине те, пултаруллă усламçăсене те сĕнет. Хăй вăхăтĕнче 7 класс кăна пĕтернĕ çын çавăн пек чаплă проектсем тума пултарнинчен паянхи кунчченех тĕлĕнеççĕ ялти çынсем. Хисеплеççĕ ăна. Ватти те вĕтти "Микуль пичче" тесе чĕнет. Николай Антипович 37 çул киномеханикра ĕçленĕ. Пуçарулăхĕпе ăсталăхĕшĕн, ялтан яла çÿресе кино кăтартнăшăн 1974 çулта "Хисеп Палли" ордена тивĕçнĕ. "Хисеп хучĕсен вара шучĕ те çук", - терĕ кăмăллăн йăл кулса ватă. Унтан вăл пĕр авăк шăплăха путрĕ. Ахăртнех, иртнине куç умне кăларчĕ. "Пĕр хушă кинона хисепрен кăларчĕç вĕт. Пирĕн хыççăн ялти клубсенче кино кăтартма пăрахрĕç. Хуласенче те кинотеатрсен шучĕ чакнăччĕ. Уншăн чунăм шутсăр пăшăрханатчĕ. Халĕ ак тинех кино ĕçне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси пирки сăмах ваклама пуçларĕç. Раççейре 2016 çула Кино çулталăкĕ тесе пĕлтернине те, чăннипе калатăп, питĕ хĕпĕртесе йышăнтăм", - чунне уçрĕ Николай Антипович. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.