Тĕп тĕллеврен пăрăнмасăр
Чăваш Енре тата республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсен пилĕк пин ытла çемйине килсе тăракан «Хыпар» хаçатăн «çĕлĕкĕ» айне çапла çырнă: «1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче тухма тытăннă. Никĕслевçи - Н.В.Никольский». Ун çумне тата çапла хушса каланă пулăттăм: «Хыпар» сăпки - Хусан хули. Тулли адресĕ - Чернышевский урамĕ, 5-мĕш çурт, иккĕмĕш хут.
Унтанпа пĕр ĕмĕр те вунă çул иртрĕ. Николай Никольский хăйĕн тĕп тĕллевне хаçатăн пĕрремĕш номерĕнче çапла палăртнă: «Чăвашсем нумайăшĕ: «пире чăвашла хаçат кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир вырăсла пĕлместпĕр, вырăслине вуласан та ăнланаймастпăр», теççĕ. Тата: «тĕнчере мĕн-мĕн пулнине чăвашла хаçат тăрăх пĕлесчĕ» теекен те пур. Çапла ĕнтĕ чăвашсем хăйсемех чăвашла хаçатшăн çунаççĕ. Чăнах та хаçатсăр пурăнма йывăртарах. Ырă курса пурăнас теекен халăхсен пурин те пĕр хаçат мар, вуннă, çитмĕл, çĕр хаçат та тухать. Араб халăхĕ хăй йышлах мар пулин те, хăйĕн чĕлхипе темиçе хаçат кăларать. Хаçат тăрăх арабсем нумай пĕлеççĕ, нумай пĕлнĕрен пурнăçа та пирĕн пек типĕ çăкăр çисе ирттермеççĕ, пирĕн пек хура пÿртре пурăнмаççĕ. Чехсем хаçат çук чухне пит начар пурăннă, хаçат тухнăранпа вĕсен шкулсем нумайланнă, пурнăçĕ аванланнă. Пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăр начар пурнăçа аванлатасчĕ». Акă мĕнле тĕллевпе пархатарлă ĕçе пуçăннă Николай Никольский, Муркаш хутлăхĕнчи Купăрляра кун çути курнă чăваш.
Çак ĕçре паллă ăсчаха, историке, этнографа, фольклориста Иван Яковлев шкулĕнче пĕлÿ илнĕ Даниил Филимонов, Василий Краснов, Тарасий Кириллов, Андрей Петров, Яким Иванов, Василий Дмитриев, Павел Егоров, Алексей Рекеев уйрăмах хастар пулăшнă.
Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче палăртнă тĕп шухăша паянхи «Хыпар» çирĕп тытса пырать. Хаçат кун-çулĕ çăмăл килмен пулсан та. Хăй вăхăтĕнче ăна кăларма та чарнă, ятне те темиçе хутчен улăштарнă. Апла пулин те чăваш «Хыпартан» писмен, 1991 çулта хăйĕн чăн ятне каялла тавăрнă. Паян вăл - тăван Чăваш Енри чи сумлă хаçатсенчен пĕри.
Хыпарçăсем чăваш журналистикин пирвайхи ăрăвĕ пулнă. Вĕсем чĕртнĕ хунавсенчен парка ÿссе республикăри ытти хаçат-журнал валли пултаруллă та хастар чĕреллĕ хаçатçăсемпе кĕнекеçĕсем ÿссе çитĕннĕ.
Çакă паллă: Никольский «Хыпарăн» 22 номерне алă пуснă. Вăл çуллахи каникул вăхăтĕнче хресчен пурнăçĕпе культурине тĕпчеме чăваш ялĕсене тухса кайсан ĕç-пуç С.Кириллов аллине куçнă. Чăваш пичечĕн кун-çулне çыракансем палăртнă тăрăх - Кириллов редакциленĕ тапхăрта /вăл 11 номер алă пуснă/ хаçат çивĕчрех ыйтусем çĕклеме пуçланă. 1906 çулхи çурла уйăхĕнче хаçата С.Игнатьев кăларма пуçланă. Вăл, Хусанти учительсен институтне пĕтернĕскер, хулари тăватă класлă училищĕре вĕрентнĕ. Сидор Игнатьевич çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен пурĕ 10 номер кăларнă.
Виççĕмĕш редактора арестлесен хаçат пĕр уйăха яхăн /юпан 29-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕччен/ тухман. «Хыпарăн» черетлĕ редакторĕ - П.Алексеев. Тÿре-шара Павел Алексеевича та канăç паман. Хăй «шанчăкран» тухнине сиссе вăл 1907 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче кĕпĕрнаттăр патне ĕçрен кăларма ыйтса çырнă. «Хыпар» хаçат пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче В.Иванов аллине куçнă. Часах жандарм управленийĕнче Василий Иванович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра митингсене хутшăннине сиссе хĕсĕрлеме пуçланă. Хыпарçăсем хаçата çав вăхăтра яваплă секретарьте ĕçленĕ Ф.Николаева шанса пама шухăшланă, анчах Федор Николаевич революци çулĕ çине тăнине, правительствăна хирĕç агитаци тунине Хусан кĕпĕрнинче аван пĕлнĕ. Николаев арăмĕ те, Агапия Алексеевна, мăшăрĕ пекех вĕрентекен пулнă. Хаçатра ĕçлекенсем шăпах ăна редактор пулмашкăн уйăрса лартма калаçса татăлнă.
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухмалли 19 /66/-мĕш номере çутă кун пама ĕлкĕреймен, ăна, наборланăскерех, халăхра салатма чарнă. Çапла вара Агапия Алексеевна алă пуснă пĕр номер та тухайман.
Çĕртмен 1-мĕшĕнчи ухтару хыççăн хаçата кăларса тăма чарнă пулин те редакци çыннисем шанчăка çухатман, ăна çĕнĕрен кăларма пуçласси çинчен ĕмĕтленсе пурăннă. Анчах çакна тата вунă çул кĕтме тивнĕ.
Николай Никольский «Хыпар» хаçата 1917 çулта çĕнĕрен кăларма пуçлас тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă. Хаçат ятне те çавнах хăварас тесе çине тăнă.
«Хыпар» хаçатăн тата тепĕр хĕрарăм-редактор пулнине пĕлетпĕр. Вăл - чăвашсен ирĕклĕ юхăмĕнчи паллă хĕрарăм А.Гаврилова. Агафья Гавриловна чылай вăхăт тухмасăр тăнă «Хыпара» çĕнĕрен чĕртнĕ, çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 9-мĕшĕччен унăн виçĕ номерне кăларнă. Хĕрлисем Хусана илсен «Хыпарăн» хĕрарăм-редакторне персе вĕлернĕ.
Паллах, пĕчĕк статьяра хаçатăн 110 çула тăсăлнă историне уçса пама тĕв тытман эпир. Тепĕр тесен, çак тапхăрăн 35 çулĕ манăн куç умĕнче иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче илчĕ хăйĕн йышне ун чухнехи «Коммунизм ялавĕ». Хаçата Демьян Семенов ертсе пыратчĕ. Демьян Филипповичпа паллашиччен ун умĕнхи редакторпа Михаил Якимовпа курнăçма тивнĕччĕ. Ĕçе пырас умĕн темиçе статья çырса яма сĕнчĕç, вĕсем вара культура пайĕн редакторĕн Якимовăн аллине лекнĕ. Телее, пурте пичетленчĕç. Çакăн хыççăн хаçат манăн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ.
Камсем ĕçлетчĕç-ха ун чухне? Пĕри тепринчен маттур, пултаруллă. Редактор пирки сăмах та çук, унран та ытларах, редакцири пур хĕрарăм ун илемĕпе киленнĕ, пирĕн çавăн пек илĕртÿллĕ ертÿçĕ пулнишĕн ыттисен умĕнче мăнаçланнă та. Ун пирки хăй, паллах, сисмен те. Иван Борискинпа Александра Осипова тата мĕне тăратчĕç! Иккĕшĕ пĕрле чухне шÿтлеме питĕ юрататчĕç. Ыттисем вĕсен калаçăвне çăвар карса итлетчĕç. Александр Аслут тата... Хăй пĕччен пилĕк журналист чухлĕ ĕçлетчĕ. «Ахальтен мар Лаша çулталăкĕнче çуралнă», - тетчĕç ун пирки.
М.Якимов, М.Иванова, П.Юткин, И.Алтын-Баш, Д.Дубинин, М.Матвиенко, Г.Зиньков, В.Петров, А.Семенов, С.Федотов, Н.Кадикин, ыттисем - вăрçă витĕр тухнă «Хыпарçăсем». Вĕсемпе курнăçма, калаçма, вĕсен сывлăшĕпе сывлама телей пÿрнĕ мана та.
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Юратнă хаçатăмăршăн вăйне-халне, пултарулăхне, сывлăхне хĕрхенмен ĕçтешĕмĕрсем те ватăлаççĕ, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса каяççĕ. «Хыпарăн» 110 çулхи юбилейĕ вĕсене асра тытма кирли çинчен асăрхаттаракан чан сасси пекех туйăнса кайрĕ.
Ăрусем улшăнаççĕ, хаçат вара малаллах талпăнать. Унăн ватăлма юрамасть. Вăл - чăваш халăхĕн пурнăçне, кун-çулне сăнлакан тĕкĕр, çутçанталăкпа килĕштерсе йĕркелесе пыма кăтартакан çул. Малашнехи çулу такăр та телейлĕ пултăр.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас