Archive - 13 Кăрлач, 2016 - Хыпар

13 Кăрлач, 2016

"Сывлăх" /Здоровье/, № 1 /868/, 13.01.2016

о В сочетании с медом снижают давление.
о Десны кровоточат...
о Сердце с пивом не дружит.
о Артроз коленного сустава.
о Гранат - очень полезный фрукт.
о Советы доктора: "Лыжня зовет".
о Чтобы помочь иммунной системе.
о Спецвыпуск "Удаленький ты мой".
о Во-время проверьте зрение младенца.
о Почему ребенок капризничает?
о Слюна защищает от инфекции.
о Гороскоп здоровья на январь.

13 Кăрлач, 2016

"Сывлăх", 1 /868/ №, 13.01.2016

о Пылпа пĕрле юн пусăмне чакараççĕ.
о Чĕре сăрапа туслă мар.
о Гранат - паха çимĕç.
о Иммун тытăмне пулăшма.
о "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Пепкен куçне вăхăтра тĕрĕслĕр.
о Ача мĕншĕн кутăнлашать?

13 Кăрлач, 2016

ШĂЛ ТУНИ ЮНĂХАТЬ...

1. Шăл туни юнăхать-и? Роза чечекĕн настойкипе чÿхемелле. 100 грамм чечеке 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта вăхăт-вăхăтпа силлесе 21 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Унпа çăвара кунне темиçе чÿхемелле.

2. Пародонтоз чухне алоэ сĕткенĕпе примочка хуни ырă витĕм кÿрет. Унра йĕпетнĕ бинт татăкне чирлĕ шăл туни çине хумалла. Процедурăна каланхоэ сĕткенĕпе те тума юрать. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

13 Кăрлач, 2016

ЧĔРКУÇÇИ СЫППИН АРТРОЗĔ

Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче кашни кун тĕрлĕ физкультура хăнăхтарăвĕсем туни усăллă. Ку артроз аталанăвне чарса лартма пулăшать. Анчах чĕркуççи çинче, кукленсе пурнăçламаллисем юрамаççĕ. Ирхине гимнастикăна тытăнас умĕн пĕтĕм мышца-сыппа вăратмалли хусканусем тумалла.

Пĕлтерĕшлĕ

Гимнастикăна вăрах хăвăртлăхпа тумалла. Малтанхи икĕ эрнере кашни хусканăва 4-6-шар хут тумалла. Малашне утмăла та çитерме юрать.

Вăхăт сахалрах пулсан комплексран 10-15 хăнăхтару суйласа илме пултаратăр.

13 Кăрлач, 2016

ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ ЧĔНЕТ

Спортăн хĕллехи енĕсем, уçă сывлăшри вăйăсем сывлăхшăн питĕ усăллă. Кирек хăш ÿсĕмри çынсем те йĕлтĕре уйрăмах килĕштереççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни сывлава йĕркене кĕртме, вестибулярлă аппарата аталантарма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетме, вăй-хала лайăхлатма, организм тонусне ÿстерме, ура, хырăм мышцисене вăйлатма, артрозран, лапă ураран, урасем варикозла сарăласран, тромбозран хÿтĕленме пулăшать.

13 Кăрлач, 2016

МĔНШĔН СĔЛЕКЕ ЮХАТЬ?

Пĕчĕк ачасем кирек мĕнле япалана та çăвара хыпса пăхасшăн. Инфекцирен вĕсене сĕлеке хÿтĕлет.

Ачасемшĕн сĕлеке пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăкăр сĕтĕнчен хытă апат çине куçма пулăшать, ăна нÿретет, çемçетет. Унсăр пуçне сĕлекере крахмала ирĕлтерсе ăна сахăра куçаракан ферментсем пур. Ку апата çăтассине кăна мар, вăл хырăмлăхра ирĕлессине те çăмăллатать.

13 Кăрлач, 2016

КУÇНЕ ВĂХĂТРА ТĔРĔСЛĔР

Окулист пепкен куç çивĕчлĕхне пуçласа вăл 11-12 уйăхсене çитсен тĕрĕслет. Çапах та ачан куçĕсем йĕркеллех пулнине хăвăр тĕллĕн маларах палăртас тесен тата пĕр-пĕр кăлтăк асăрхасан мĕн тумалла-ха? Специалистсем çапла сĕнеççĕ.

1. Пепкен куç шăрçи çутта мĕнле йышăнать? Тин çуралнă ачан куç шăрçисем хĕсĕк, диаметрĕ 2 миллиметра яхăн. Тĕттĕмрех пÿлĕмре куçĕсене фонарикпа çутатсан вĕсем тата ытларах хĕсĕнеççĕ. Çутă пайăркине пула ача канăçсăрланма, пуçне хыçалалла яма пултарать. Çак реакцисем пепкен куçĕсем йĕркеллине çирĕплетеççĕ.

13 Кăрлач, 2016

КĂРЛАЧ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Уйăх циклĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 11-16-мĕшĕсем/ - тĕп тата перифери нерв тытăмĕпе, иккĕмĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 17-23-мĕшĕсем/ - эндокрин тата шăк-арлăх тытăмĕсемпе, уйăх тулнă /кăрлачăн 24-мĕшĕ/ хыççăн пыршăлăх ĕçĕпе тимлĕ пулмалла.