Archive - Кăрлач 2016 - Хыпар
январь 27th
Сутăн илекен сĕт мĕншĕн йÿнелет?
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Студентсен кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ пулин те пĕтĕмĕшле калаçу уяв сĕмĕллĕ пулмарĕ. Çивĕч ыйту нумай, вĕсене татса памашкăн çанă тавăрса ĕçлемелле...
Çамрăксем - ырă улшăнусемшĕн
Кашнин сăмахĕнче - чун ыратăвĕ
Писатель тата вулакан... Вĕсен хушшинче çыхăну пурах. Ахальтен-и, пĕр-пĕр кĕнекене алла тытсан, ăна вулама тытăнсан пурнăç çинчен шухăшлатпăр, автор пире мĕнпе те пулин кăсăклантарасса, пулăшасса кĕтетпĕр. Чăнах та, вĕсем чăн-чăн асамçă пекех туйăнаççĕ. Апла-тăк сăмах ăстисем, «чун инженерĕсем» ахаль çынна «çул уçса параканĕсем», обществăра курăмлă вырăнта тăраççĕ. Унтан та ытларах - вĕсем пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла.
Сусăрсене - реабилитаци, санатори сиплевĕ…
РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн «2016 çулта инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тата санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтересси» конференцийĕ ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Унта пухăннисем инвалидсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене çивĕч сÿтсе яврĕç. Çапла пулмалла та! Мĕншĕн тесен чылайăшĕ сусăрсен общество организацине ертсе пырать е патшалăх пулăшăвне вĕсем патне çитерессишĕн яваплă.
Сывлав органĕсен чирĕсене пула
Çуллен 1 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Республикинче халăх вилĕмĕн сăлтавĕсенчен тăваттăмĕшĕ сывлав органĕсен чирĕ шала кайнинчен килет. Çавна пула çуллен пĕр пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.
Аса илтеретпĕр: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетнĕ май иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2016 çула Чăваш Енре сывлав чирĕсене сирессипе çыхăнтарассине пĕлтернĕччĕ.
“Çулталăк ансат пулмарĕ...”
Çак сăмахсене эрнекун ЧР Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче трибуна умне тухнисем пĕри те тепри палăртрĕç. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, Мускавран РФ ШĔМĕн оперативлă шырав информацийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Шулик генерал-майор килнĕ, право хуралĕн органĕсен Чăваш Енри тытăмĕсен ертÿçисем пухăннă. Полицин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç те - «ансат пулманни» докладсенче асăннă цифрăсенче те курăнать.
Преступленисен шучĕ 12% хушăннă
Кун çути курайман 66-мĕш
"Хыпар" хаçат хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче темĕн те чăтса ирттернĕ. Мана 66-мĕш номерпе çыхăннă пăтăрмах кăсăклантарать. Пĕлес килет: мĕн сăлтавпа кун çути кăтартман ăна? Çав вăхăтра "Хыпар" редакторĕ кам пулнă?
П.РОМАНОВ.
Çĕмĕрле районĕ.