Комментари хушас

27 Кăрлач, 2016

Лобачевский чĕртнĕ вучах хĕмленет

Тĕнчипех палăрнă математик Николай Лобачевский /1792-1856/ Куславкка тăрăхне пĕрремĕш хут килсенех килĕштернĕ теççĕ. Унăн чунне Атăл хăй тата ешĕл тавралăх тыткăнланă паллах. Тĕрĕссипе, унти илем камăн кăмăлне ан çавăртăр. Çавăнпа пĕр шухăшламасăрах вăл Куславккара çĕр туяннă.

Кашни ĕçе юратса тунă

Николай Лобачевский яланах Атăл хĕрринче пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çулла та пулин. Ытти чухнех ун валли вăхăчĕ пулман паллах. Ĕçлесе ывăннă хыççăн, хула пурнăçĕ йăлăхтарса çитерсен ăна пĕрехмай çутçанталăк хăй патне туртнă - çавăнпах вăл Атăл хĕрринчи пĕр-пĕр вырăнта çĕр туянма шухăшланă. Анчах тем чухлĕ шырасан та килĕштернĕ вырăн тупăнман. Пĕррехинче Куславккана çитсе чарăннă та унти хитрелĕхрен текех уйрăлайман.

Банкра кредит илсех 1840 çулта Карпенко помещикран Беловолжск Слапатари 1100 теçеттин çĕр çинче /хальхи - 1 гектартан ытла/ имени туяннă. Çурт-йĕрсĕр пуçне унта капмар арман пулнă, 100 ытла хресчен ĕçлесе пурăннă. Çĕнĕ вырăнта Лобачевский çурт лартнă, лаша усрамалли вите тата ытти хуралтă тутарнă, çырмара пĕве пĕвелеттернĕ. Чăн та, унта вăл çулласенче çеç килсе çÿренĕ. Çемйи /унăн 6 ача пулнă/ кунти илемпе киленнĕ вăхăтра тырпул акас, улмуççисем лартас, чечек ÿстерес тата хуçалăхри ытти ĕçе кил хуçи хăех йĕркелесе тăнă. Çак ĕçсене чунтан юратса пурнăçланă математик, çавăнпах пулĕ хуçалăх валли укçа-тенкине шеллемен. Ял варринче тепĕр пĕве те тумашкăн кивçене кĕнĕ, анчах усси пулман - укçи шывпах «юхса кайнă». Арман та тухăç паман. Кивçенне тавăрмашкăн çăмăл килмен - имение саклата хума тивнĕ.

Кулянса ÿкмен Николай Иванович, ял ĕçĕнчен пăрăнман. Пачах та урăхла - Хусанти экономика обществин членĕ пулнă май хăйĕн хуçалăхĕнче тĕрлĕ опытпа тĕрĕслевсем ирттерме пуçланă. Ăратлă сурăхсем çитĕнтернĕшĕн 1850 çулта Петербургра иртнĕ ял хуçалăх куравĕнче кĕмĕл медале те тивĕçнĕ, сурăх çăмĕпе вĕллешĕн Хусан кĕпĕрнин куравĕнче ăна Тав хучĕпе те чысланă. Математикăн именийĕ кадрсене çитĕнтерекен лапам пулса тăнă: унăн вĕренекенĕсем çулсерен унта практика ирттернĕ. Николай Ивановичăн Слапатари килĕнче хăнара Н.Розов медик, А.Бутлеров химик, Н.Вагнер писатель-зоолог тата ытти чылай паллă çын та пулса курнă.

«Атăл хĕрринче вăл хăйне яш каччă пек туятчĕ. Унтан çуталса таврăнатчĕ», - çырса хăварнă асаилĕвĕсенче ун çинчен пĕлĕшĕсем. Анчах йывăр чирĕ ăна ураран ÿкерет - паллă математик Чăваш Енре юлашки хут 1855 çулта пулнă.

Шкул - больница - музей

19-мĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ученăйĕн ывăлĕсем имение пайласа сутаççĕ. Çуртне Куславкка купси С.Забродин туянать. Ăна вăл Атăл хĕрринчи Пасар лапамĕ çывăхне куçарать. Çĕрĕ Мясников помещика лекет. 1907 çулта садлă тата вăрманлă вырăн хуçи Гонашилов купса пулса тăрать. Çурчĕ /паянхи музей/ вара пĕр ĕмĕр ытла «алăран-алла» куçса çÿрет. Малтан ăна хальхи Куславкка районĕнчи Карача шкул валли куçарса каяççĕ, каярах унта ялти ĕç тăвакан комитет тата ял больници вырнаçаççĕ. 1985 çулта çуртра пушар тухать, пысăк пайĕ çунса каять. Çав тапхăртанпа паллă математикăн тупри тăлăха юлать. «Çÿлтисем» ăна ватса салатма шухăшлаççĕ. Районти паллă таврапĕлÿçĕ Павел Иванов /вăл хăй вăхăтĕнче Куславкка хулинчи 2-мĕш шкулта пысăк музей йĕркеленĕ пулнă/ тăрăшнипе упраса хăвараççĕ, халăх культурин пуянлăхĕн йышне кĕртеççĕ. 1989 çулта Атăл хĕррине каялла куçарса килнĕ çурта юсаса çĕнетнĕ хыççăн унта ача-пăча библиотеки вырнаçать. Пĕр кĕтесре музей валли те вырăн тупăнать. Çапла 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Лобачевский çуртĕнче паллă математикăн музейĕ уçăлать.

Пĕлме

  • 1792 çулта Чулхулара çуралнă;
  • 1802-1807 - Хусан гимназийĕн вĕренекенĕ;
  • 1807-1814 - Хусан университечĕн студенчĕ, магистранчĕ;
  • 1814-1827 - Хусан университечĕн преподавателĕ, факультет деканĕ;
  • 1827-1845 - Хусан университечĕн ректорĕ;
  • 1846-1856 - Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕн пулăшуçи;
  • Николай Иванович Лобачевский 1856 çулта вилнĕ.

- Куславкка районĕнче çак тапхăрччен музей пулман. Павел Иванов таврапĕлÿçĕ музей уçас тĕллевпе нумай чупрĕ. 1993 çулта экспонат пухас тĕлĕшпе пысăк ĕç пуçланчĕ. Эпĕ ун чухне ача-пăча библиотекинче ĕçлеттĕм, таврапĕлÿ енĕпе кăсăкланаттăм. Çавăнпа çак ĕçе тума сĕнчĕç. Экспозицисене йĕркелеме Хусан университечĕн истори музейĕн ĕçченĕсемпе ученăйĕсем нумай тăрăшнине палăртса хăвармалла. Вĕсем пулăшнипех пирĕн музей экспонатсемпе пуянланма пуçларĕ. Чи пĕрремĕш экспонат - Лобачевскин килĕнчи тĕкĕр. Çапла вара малтан - пĕр зала, унтан тепĕр 3 пÿлĕме «тултартăмăр». Тепĕр паллă дата - 1995 çулхи пуш уйăхĕ: музей уйрăммăн ĕçлеме пуçлани. Ун чухнехи район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кушков историпе таврапĕлÿ музейĕ уçма йышăнса пысăк ĕç турĕ, - пĕлтерчĕ Н.Лобачевскин çурт-музейĕн йĕркелÿçи тата унăн пĕрремĕш директорĕ Дина Нурмухаметова. Хусанти культура институтĕнче пĕлÿ илнĕскер музее 1995-2012 çулсенче ертсе пынă. Çак тапхăрта ку учреждени чăн-чăн культура об?екчĕ пулса тăнă, халăх музейĕн ятне тивĕçнĕ.

Районти тĕп пуянлăх

Хальхи вăхăтра музей ĕçче­нĕсем хăйсен тĕп тĕллевне - халăх йăли-йĕркипе культурин тата аваллăх пуянлăхне пухас тата ăна упрас ĕçе - чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Унсăр пуçне вĕсене туристсене кĕтсе илме шаннă. Çулсерен музейре тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ: акцисем, конкурссем, семинарсем... Калăпăр, «Аваллăх управçи» çулленхи акцие хула çыннисем юратса хутшăнаççĕ. Сумлă хăнасем те тăтăшах пулаççĕ кунта. Тĕрлĕ çулта Чăваш тата Тутар республикисен ертÿçисем пулнă Н.Федоровпа М.Шаймиев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А.Аксаковпа Е.Драпеко тата ыттисем те экспонатсемпе паллашнă.

«Вырăнти таврапĕлÿçĕсен те хăйсен «кĕтесĕ» пур музейре. Герман Ксенофонтов, Михаил Андреев, Николай Зайцев, Валентин Константинов, Владимир Фомин республикăра та сумлă тĕпчевçĕсем шутланаççĕ. Вĕсем тата ыттисем тăрăшнипех пĕлтĕр Куславкка районĕн энциклопедийĕ кун çути курчĕ. Питĕ пĕлтерĕшлĕ кăларăм вăл. Унсăр пуçне вĕсем кашни уйрăм темăпа ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, РФ тава тивĕçлĕ врачĕ В.Фомин медицина историне тĕпчет, М.Андреев Совет Союзĕн Геройĕ Сергей Бутяков çинчен материал пухать. Ялсен кун-çулне çырас тĕлĕшпе те нумай ĕç тăваççĕ районти таврапĕлÿçĕсем», - пĕлтернĕччĕ ун чухне музей директорĕ Надежда Егорушкина.

Паянхи кун икĕ хутлă çуртра - 10 пÿлĕм. Тĕп залсем - Лобачевский ячĕпе çыхăннисем - математикăн япалисем тата сăнÿкерчĕкĕсем. Музейăн «Çар мухтавĕ» пÿлĕмĕ пире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрне илсе кĕрет. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи уявне паллă тунă май музей тата та тĕрлĕ экспонатпа пуянланнă. Археологи тата этнографи залĕсем те тĕрлĕ экспонатпа пуян. Куславкка тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсене халалланă пÿлĕмре вара Совет Союзĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕн кавалерĕсем, генералсем, çыравçăсем, артистсем тата ыттисем вырăн тупнă. Курав залĕ те уйăхсерен çĕнелсе тăрать. Тĕслĕхрен, Чăваш наци музейĕ, коллекционерсем унта хăйсен куравĕсене йĕркелеççĕ.

Çулсерен музее 7000 яхăн çын килсе курать: шкул ачисем, хăнасем, туристсем, паллă çынсем... «Çынсем музейпе кăсăкланаççĕ. Ку - пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли. Çакă пире малалла ĕçлеме хавхалантарса, вăй парса тăрать», - теççĕ музей ĕçченĕсем.

Куславкка музейĕпе

Андрей МИХАЙЛОВ

паллашнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.