Сусăрсене - реабилитаци, санатори сиплевĕ…

27 Кăрлач, 2016

РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн «2016 çулта инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тата санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтересси» конференцийĕ ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Унта пухăннисем инвалидсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене çивĕч сÿтсе яврĕç. Çапла пулмалла та! Мĕншĕн тесен чылайăшĕ сусăрсен общество организацине ертсе пырать е патшалăх пулăшăвне вĕсем патне çитерессишĕн яваплă. Ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех республикăри çын тата ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем Юрий Кручинин тата Вячеслав Рафинов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕн заместителĕ Елена Николаева, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, МСЭ республикăри бюровĕн ертÿçи Людмила Викторова, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ Галина Германова, реабилитаци хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисен, санатори учрежденийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Тĕрĕссипе, фонд инвалидсен ыйтăвĕсене татса памашкăн 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчех кÿлĕннĕ: реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тата сиплев путевкисемпе тивĕçтересси асăннă тытăмăн тивĕçĕ пулса тăнă. Çавна май конференцире çулталăкра туса ирттернĕ ĕç пирки ытларах калаçрĕç, кăлтăксене тишкерчĕç. Регион уйрăмĕн управляющийĕ Галина Николаева пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр реабилитацин техника хатĕрĕсем туянмашкăн тата сусăрсем хăйсен шучĕпе илнĕ япаласен тăкакне саплаштармашкăн 249307,2 пин тенкĕ уйăрнă, 43336 заявкăна пурнăçланă, 2782372 издели хатĕрленĕ, 23300 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ. Санатори сиплевне 1483 çынна янă, вĕсенчен 1174-шĕ сывлăха Чăваш хутлăхĕнче тĕреклетнĕ, ыттисем - урăх регионта, çав шутра 108-шĕ - Крым Республикинче.

Фонд уйăрса панă укçапа туллин те перекетлĕ усă курнă. Галина Николаева палăртнă тăрăх - инвалидсем кăмăллă юлнă, çакна асăннă тапхăрта çăхав çыракан пĕр çын та пулманни аван çирĕплетет.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра федераци çăмăллăхçи шутланакан 107049 çын пурăнать, çав йышра - 4460 сусăр ача. Вĕсене реабилитацин техника тата протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе 264498,33 пин тенкĕлĕх тивĕçтермелле, санаторипе курорт сиплевĕн путевкисене 24972,5 пин тенкĕлĕх уйăрмалла.

Сусăрсене патшалăхăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе фондăн регион уйрăмĕ инвалидсен общество организацийĕсемпе, куç курманнисен тата япăх илтекенсен обществисемпе çыхăнса ĕçлет, ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парасси йăлана кĕнĕ.

Тухса калаçакансем çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартнипе пĕрлех туллин усă курман майсене палăртрĕç, çитменлĕхсенчен хăтăлмалли çул-йĕре уçăмлатрĕç.

«Надежда» санаторин генеральнăй директорĕ Ирина Куданова, тĕслĕхрен, путевкăпа тивĕçтермелли стандартсене çĕнĕрен çирĕплетни вырăнлине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе, санаторие пынисен йышĕнче чĕрепе, нерв, вăраха кайнă ытти амакпа нушаланакан та пур. Унашкаллисене унта сипленин усси çук. Асăннă сăлтава пула пĕлтĕр канма пынисенчен хăшне-пĕрне стационара сыватмашкăн вырттарма, халăх хушшинче хăйсене тыткалама пултарайманнисене каялла яма тивнĕ. Вĕсен вырăнне сиплев чăннипех кирлĕ инвалидсене йышăнса чылайăшĕн ыйтăвне тивĕçтерме май килнĕ пулĕччĕ.

Церебраль шалкăмĕ çапнă ачасене пулăшакан «Али» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ, сусăр ача çитĕнтерекен Ольга Георгиева хевтесĕрсен ашшĕ-амăшне инструкци информацийĕпе тивĕçтерессине лайăхлатма сĕнчĕ.

Вячеслав Рафинов уполномоченнăй шухăшĕпе, çул çитмен çамрăксене санатори сиплевне çуллахи вăхăтра яма тăрăшмалла.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Юрий Сергеев Крым Республикинчи сиплев усса кайнине палăртса /çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ/ унти санаторисен тытăмĕн пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн патшалăха пулăшмаллине каларĕ. Чирлĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ, вĕсен икĕ ачипе тата икĕ мăнукĕпе пĕрле пĕртăвансем 60 пин тенкĕ хывма хатĕррине, çак тĕслĕхпе ыттисем хавхаланасса шаннине пĕлтерчĕ Юрий Ефимович.

Инвалидсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата канăвĕпе республика ертÿлĕхĕ, парламентарисем интересленсех тăраççĕ, общество йышăнăвне çак ыйтупа пынă кашни сусăра пулăшма тăрăшаççĕ. Елена Николаева депутат çирĕплетнĕ тăрăх, инвалидсен тата сусăр ача ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне яланах татса панă. Кăçал та республика экономикинчи йывăрлăхсене пăхмасăр социаллă пулăшу тытăмне сыхласа хăварнă.

Ĕçлĕ калаçăва вĕçленĕ май РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн управляющийĕ, ЧР Общество палатин председателĕ, çын тата ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем малашне те пĕрле ĕçлессине çирĕплетсе килĕшÿ турĕç.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.