Сутăн илекен сĕт мĕншĕн йÿнелет?

27 Кăрлач, 2016

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Студентсен кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ пулин те пĕтĕмĕшле калаçу уяв сĕмĕллĕ пулмарĕ. Çивĕч ыйту нумай, вĕсене татса памашкăн çанă тавăрса ĕçлемелле...

Экономикăри лару-тăру ансат мар, çавна май Раççей шайĕнче кризиспа кĕрешмелли план хатĕрлеççĕ. Михаил Васильевич Мускав экономикăна тĕревлеме 135 млрд тенкĕ уйăрасси çинчен каларĕ. Анчах ку укçана ахалех памĕç - «эпир унпа тухăçлă усă курассине ĕнентерсе памалла». Федераци укçипе çыхăннă тăкаксене 10: чакараççĕ. Васкавлă медпулăшу машинисем туянма хушма укçа пулать, индустри паркĕсене аталантарма та уйăраççĕ. Пирĕншĕн, çирĕплетсех каларĕ Михаил Игнатьев, кашни миллион тенкĕ хаклă, çавăнпа та инвестицисем илсе килесси тĕп ĕçсен шутĕнче. Вăл трактор заводĕнчи лару-тăру çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Предприятипе çыхăннă йышăнусем пур, анчах пĕтĕмпех татса панă теме çук-ха. Дмитрий Медведев премьер хăй те пулăшать, анчах компани енчен те яваплăха тĕпе хуракан йышăнусем кирлĕ. Самарсене, авă, çăмăл машинăсем туса кăларассине пулăшмашкăн пысăк укçа параççĕ. «Трактористсем» тĕлĕшпе те çавнашкал йышăну пулсан тем пекехчĕ.

Презентаци

Канашлăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Алла Салаева вице-премьер паллаштарчĕ - кăрлачăн 28-29-мĕшĕсенче РФ Общество палатинче Чăваш Ен презентацине ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Республикăпа чăннипех сумлă шайра паллаштарма палăртнă. Куравсенчен пуçласа чăваш тĕррин ăсталăх класĕ таранах пулĕç. «Пулăшмашкăн» Чăваш Енпе туслă Юрий Борзаковский спортсмен, паллă йăхташăмăрсем Николай Бударин космонавт, Елена Николаева-Терешкова, ыттисем пыма килĕшнĕ.

Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла, çапах ЧР Пуçлăхĕн асăрхаттармалли тупăнчĕ-тупăнчех. Презентацире пысăк саспаллисемпе «Чувашия» тесе çырса хуни чĕре ÿкерчĕкĕпе вĕçленмелле, çакна вице-премьер чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкпа сăлтавлани çинчен каларĕ. Михаил Васильевич шăпах çакна хирĕçлерĕ: «Чĕре вăл - юрату. «Раççее юрататпăр, Чăваш Ене юрататпăр!» - çапла çырас». Хăйĕн çак сĕнĕвĕ тĕлĕшпе «Единая Россия» лидерĕн Николай Маловăн шухăшĕпе кăсăкланчĕ те - лешĕ меллĕн кăна хуравларĕ: «Сире хирĕçлеме йывăр...» Кун хыççăн, паллах, Алла Салаевăн та «эсир каланă пек çырăпăр» темелли çеç юлчĕ.

Презентацие Раççей шайĕнчи электросеть компанийĕсен ертÿçисем пыма шантарнă, çавна май, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх, республикăри электротехника туса кăларакан 13 предприяти директорĕсене унта илсе кайни вырăнлă - инвестицисем пирки калаçса татăлма майсем пулĕç.

Сăмах май, пирĕн презентаци - Общество палатинче кăçал ирттерекен çакнашкал пирвайхи мероприяти. Пĕлтĕр вара унта тăватă регион хăйсен презентацийĕсене ирттернĕ. Ку республикăн Общество палати урлă пулакан ĕç, çавна май Мускав Чăваш Енри общество организацийĕсене кÿрекен пулăшăва вăйлатас шанăç та пур. Хальлĕхе пирĕн ку енĕпе мухтанмалли çукрах. Пĕлтĕр, калăпăр, Тутарстан общество организацийĕсене пулăшма ыйтса «çÿле» 374 проект тăратнă, 16 заявкăна тивĕçтернĕ - 20 млн ытла тенкĕлĕх. Чулхуласен 235 заявкинчен 18-шне ырласа 23 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Пирĕн вара заявкăсем те чылай сахалрах пулнă, укçана тивĕçнĕ проектсем те 7 çеç - 9 млн тенкĕлĕх. Пуш уйăхĕнче 2016 çул валли заявкăсем йышăнаççĕ, Алла Леонидовна çак майпа тухăçлăрах усă курмаллине палăртрĕ.

Грипп

ОРВИ, грипп чирĕсемпе çыхăннă лару-тăрупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра чирлекенсен шучĕ пысăкланнă пулин те Чăваш Енре лару-тăру çивĕч тени вырăнсăр, эпидеми паллисем çук. Çакăнта, Алла Владимировна палăртнă тăрăх, иммунизацие анлăн ирттернин витĕмĕ те пысăк. Сысна грипĕпе чирленисен хушшинче прививка тунă пĕр çын та çук.

Тепĕр енчен, эпидемирен сыхланса тунă прививкăпа ку хутĕнче питех те тĕл лектернĕ - шăпах H1N1 вирусĕсенчен сыхланса иммунизаци ирттернĕ. Республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çынна прививка тунă. Чирленисен шучĕ хальлĕхе - 17 çын, вĕсен хушшинче хăйсене питĕ йывăр туякансем çук. Ыттисем - ОРВИ чирĕпе аптранисем, сунас ернисем. Пĕтĕмпе 5,6 пин çын пулăшу ыйтнă, вĕсенчен 225-шне кăна больницăсене вырттарнă. Чир ытларах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта сарăлни палăрать. Çынсене сиплемешкĕн медикаментсем çителĕклĕ.

Михаил Игнатьев эмелсен хакĕсемпе кăсăкланчĕ - ÿссе кайман-и? Министр чир вăй илнĕ тапхăрта хаксем çулленех пысăкланнине пытармарĕ: «Мĕн тăвăн, коммерци...» Михаил Васильевич вара хытарсах каларĕ: «Ачасемпе ватăсем чирленипе усă курса укçа тума ăнтăлни килĕшÿсĕр. Çавăнпа та кам тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет - пирĕн вĕсене пулăшса пымалла, кам хаксене ÿстерсе сĕмсĕрленет - вĕсемпе хаяр та çирĕп пулмалла».

H1N1 хăрушлăхĕ вара чăннипех пысăк - хăшпĕр регионта çынсем вилни пирки те хыпарлаççĕ. Çавăнпа та Алла Самойлова чир паллисем палăрсанах медиксенчен пулăшу ыйтмалли пирки асăрхаттарчĕ - хăвăр тĕллĕн сипленме тăрăшни вырăнсăр. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская та сыхлăх мерисем йышăнма сĕнет. Сăмахран, шкулсенче ачасем пĕр кабинетран теприне куçса вĕренессине вăхăтлăха пăрахăçлани вырăнлă. Пÿлĕмсене уçăлтармалла, алăсене час-часах çумалла. «Боинг» самолет салонĕнче пĕр çын кăна чирлĕ пултăр - 300 пассажиртан 25: вирус ерет иккен. Çавăнпа та чирлĕ çынсене вăхăтра изоляцилемелле.

Тепĕр тесен влаçсем сивĕ çанталăк пулăшасса та шанаççĕ. Шартлама сивĕре вирус вăйлă сарăлаймасть-мĕн. Çав вăхăтрах пĕчĕккисем шкула каймаççĕ - грипп ерес хăрушлăх татах чакать. Михаил Игнатьев вара уçăлса çÿресе, урамра ытларах пулса сывлăха çирĕплетме сĕнет. «30-35 градус сивĕччĕ, шкул автобусĕсем те пулман, пурпĕр шкула кайнă - виçĕ километр çуран утнă. Пит çăмартисем хĕп-хĕрлĕччĕ!» - хăйĕн ачалăхне аса илчĕ вăл.

Хаксем

Хаксен ÿсĕмĕн ыйтăвĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ. Ку енĕпе эпир Атăлçи округĕнче саккăрмĕш вырăнта-мĕн. Сысна, чăх ашĕн, пахчаçимĕç хакĕсем инфляцирен те пĕчĕкрех ÿснĕ. Ютран кÿрекен апат-çимĕç /рис, чей, ытти.../ хакĕсен ÿсĕмĕ вара пысăкрах. Кăрлачра вермишель самай хакланнă, сахăр песукĕн хакĕ 4: таранах хушăннă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмахĕнчен те апат-çимĕç хакĕ нумай ÿсмен текен пĕтĕмлетÿ тума май пулчĕ. Çĕрулми, купăста, кишĕр пĕлтĕрхи хĕллехинчен чылай пĕчĕкрех. Çăкăр хакне те çулталăк тăршшĕпех пĕр шайра тытса тăма май килнĕ.

Анчах министрсем хаксемпе кăмăллă пулни Михаил Игнатьева тивĕçтермерĕ. «Тутарстанра çынсен тупăшĕ пирĕннинчен самай пысăкрах, çав вăхăтрах потребитель хакĕсен ÿсĕмĕн индексĕ пирĕннинчен пĕчĕкрех. Чăваш Енре уйăхри вăтам тупăш 21,2-21,5 пин тенкĕпе танлашать, Раççей шайĕнче вара - 32 пин тенкĕ. Эппин, пирĕн хаксем те пĕчĕкрех пулмалла», - çак самантсене шута илмелли çинчен каласа асăрхаттарчĕ вăл министрсене.

Михаил Васильевич халăхран сĕт сутăн илмелли хаксем чакма тытăннипе кăмăлсăрланнине те пытармарĕ - «халех, кăрлачра, чакарма пуçланă». Ял хуçалăх ведомствин ертÿçи сĕт пухакансем литршăн вăтамран 18,5 тенкĕ тÿлени çинчен каларĕ, хак чакни Раççее Белоруссирен типĕ сĕт нумай кÿнипе, суя сĕт нумаййипе сăлтавланнине палăртрĕ. Апла-тăк, Михаил Игнатьев шучĕпе, тĕрĕслев органĕсен пушшех тимлĕ пулмалла - паха продукцие япăххипе арпаштарма-хутăштарма ирĕк памалла мар. Унсăрăн, сутăн илекен сĕт хакĕ чаксан, «çынсем тытакан ĕнесен шучĕ татах чакĕ, ĕне вара - çемьене тăрантаракан».

...Сăмах май, министр литрăн вăтам хакĕ 18,5 тенкĕ терĕ-ха, ялсенчен вара редакцие хак ку виçерен те пĕчĕкреххи пирки хыпарлаççĕ - хăшпĕр çĕрте 17 тенкĕпе кăна пуçтараççĕ-мĕн.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.