“Çулталăк ансат пулмарĕ...”

Çак сăмахсене эрнекун ЧР Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче трибуна умне тухнисем пĕри те тепри палăртрĕç. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, Мускавран РФ ШĔМĕн оперативлă шырав информацийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Шулик генерал-майор килнĕ, право хуралĕн органĕсен Чăваш Енри тытăмĕсен ертÿçисем пухăннă. Полицин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç те - «ансат пулманни» докладсенче асăннă цифрăсенче те курăнать.

Преступленисен шучĕ 12% хушăннă

Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр республикăра 15,7 пине яхăн преступление регистрациленĕ, ку виçĕмçулхинчен чылай пысăкрах - 12: патнеллех хушăннă. Ÿсĕм Шăмăршă, Комсомольски районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта пушшех пысăк. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен, çын сывлăхне йывăр тата вăтам сиен кÿнĕ, хĕрарăмсене мăшкăлланă, транспорт хатĕрĕсене вăрланă тĕслĕхсен, экономикăпа çыхăннă преступленисен шучĕ чакнă. Çав вăхăтрах экстремизм сĕмĕллĕ файлсене Интернета вырнаçтарнипе çыхăннă тĕслĕхсем палăрмаллах нумайланнă. Малалла вулас...

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.