Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе фестиваль иртрĕ. «Аэробикăпа туслă çын сывă та чипер, ырă чунлă та тăрăшуллă, хăюллă та ăнтăлуллă. Илем тĕнчене çăлать, илеме фитнес-аэробика упрать», - теççĕ.
Шупашкарти Владимирпа Наталья Германовсем 1994 çулта çуралнă ывăлне Алексей ят хурса пулас хÿтĕлевçĕ тесе савăннă ахăртнех. Анчах ят пĕлтерĕшĕ чăнлăха çаврăнасса шухăшлама пултарнă-и-ха: паян вĕсен чун тĕпренчĕкĕ Çĕршывпа республика чысне сумлă ăмăртусенче хÿтĕлесе тĕнчери чи лайăх спортсменсен йышне кĕнĕ.
Алексей Германов, хулари 23-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер, ача чухне хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас темен. 9 çулта аэробика секцине çÿреме пуçласан унăн шухăш-тĕллевĕ улшăннă.