Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи кăшăлĕ" турнир иртет

Шупашкарти "Спартак" спорт керменĕнче спорт аэробики енĕпе Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи кăшăлĕ" турнир пырать.

Чăваш Ене 20 регионтан 600 яхăн спортсмен килсе çитнĕ. Тĕрлĕ çулти аэробистсем хăйсен пултарулăхне темиçе номинацире кăтартаççĕ. Чăваш Ен чысне тĕрлĕ хулапа районти 70 ытла яшпа хĕр хÿтĕлет. Вĕсен йышĕнче спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа, тĕнче чемпионачĕсен çĕнтерÿçи Алексей Германов та пур.

Паркет çине тухакансене ЧР вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Букина, ЧР спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук ăнăçу сунчĕç.

Шупашкарти Никита Васильев спорт аэробикипе 5 çул каялла туслашнă. Вăл пĕччен те, иккĕн те, ушкăнпа та ташлать. Спорт аэробики ăна тĕрлĕ йышши хускану, ташă элеменчĕ нумай пулнипе килĕшет.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас