Чемпиона - преми те, стипенди те

11 Пуш, 2015

Шупашкарти Владимирпа Наталья Германовсем 1994 çулта çуралнă ывăлне Алексей ят хурса пулас хÿтĕлевçĕ тесе савăннă ахăртнех. Анчах ят пĕлтерĕшĕ чăнлăха çаврăнасса шухăшлама пултарнă-и-ха: паян вĕсен чун тĕпренчĕкĕ Çĕршывпа республика чысне сумлă ăмăртусенче хÿтĕлесе тĕнчери чи лайăх спортсменсен йышне кĕнĕ.

Алексей Германов, хулари 23-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер, ача чухне хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас темен. 9 çулта аэробика секцине çÿреме пуçласан унăн шухăш-тĕллевĕ улшăннă.

- Спорт аэробики манăн шăпа пуласса пачах та тĕлленмен. Атте-анне эпĕ вăйлă та тĕреклĕ пулса ÿстĕр тесе 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне спорт шкулне çавăтса кайрĕç. Кунта мана килĕшрĕ. Унтанпа, акă, 10 çул та иртрĕ. Халĕ спортсăр пурăнаймастăп, - аса илчĕ аэробика ăсти.

Тин килнĕ ачана Оксана Дьячук тренер тÿрех асăрханă: илемлĕскер, хăюллăскер, ÿт-пÿ енĕпе те кÿрентермен ăна - спортсмен пулмах çуралнă. Йышра арçын ача сахаллипе темиçе уйăхранах пултаруллăскере командăна илнĕ. Йăнăшман - вăл республика ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрма пуçланă. 2008 çулта 14-ри яш çĕршыв турнирĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. "Спортăн аслă çулĕ çине тухма пулăшакан "ылтăн", - хавахаланнă ун чухне яш. Çапла пулнă та, Шупашкар каччи халĕ те тренерне çитĕнÿсемпе савăнтарать.

Алексей хăйĕн вĕрентекенĕ çинчен яланах ăшшăн калаçать, ăна çул кăтартса пынăшăн тав тăвать. "Оксана Дьячук - çирĕп ыйтакан тренер, çав вăхăтрах ырă кăмăлĕпе çавăрать. Мана пур енĕпе те пулăшса пырать. Эпĕ унăн кашни сăмахне итлетĕп, вăл каланине тума тăрăшатăп. Иккĕмĕш анне пекех вăл маншăн", - тет спортсмен. Сăмах май, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук чылай çул республикăри спорт аэробикин федерацине ертсе пырать. Вăл çине тăнипех 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче республикăра спорт аэробики вăй илме тытăннă. Паянхи спортăн çак енĕпе туслисен йышĕ çултан çул ÿссе пырать, çĕршыв шайĕнчи турнирсем иртеççĕ. Кăçал, акă, Шупашкар Раççей чемпионатне йышăнĕ, çавна май тĕрлĕ регион спортсменĕсем Чăваш Ене сбора килсе тренировкăсем ирттереççĕ.

Çамрăксен чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ Алексей Германов тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче те малтисен ретĕнче. Европа тата тĕнче чемпионĕшĕн, Пĕтĕм тĕнчери вăйăсен призерĕшĕн 2014 çул уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. Пĕлтĕр вăл "Раççей чемпионĕ" ята тăваттăмĕш хут тивĕçрĕ, çĕршыв кубокĕнче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илчĕ тата тĕнче чемпионатне тепĕр хут парăнтарчĕ. Пĕр çулта виçĕ çĕнтерÿ! Капашсăр пысăк савăнăç - спортсменшăн та, тренершăн та, тăванĕсемшĕн те, пирĕншĕн те.

- Чемпион пулма çăмăл мар, паллах. Питĕ нумай вăй хумалла, хăвăн ĕçне çав тери юратмалла. Вара тин çĕнтеретĕн. Çак ята тивĕçессишĕн вăрăм çул утса тухмалла. Çÿллĕ шайра тытăнса тăма тата йывăртарах, - тет 20-ри чемпион.

Раççей спорт мастерĕн çитĕнĕвĕсене Чăваш Республикин Правительствинче те тивĕçлипе хакланă: физкультурăпа спортра палăрнăшăн ăна пĕлтĕр ЧР Çамрăксен патшалăх премине панă. Кăçал Алексей Германов ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илме тивĕç пулчĕ. Унпа пĕрлех çак "парнепе" физкультура тытăмĕнче ĕçлекен 142 çамрăк специалистпа пултаруллă спортсмена чысланă.

Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 6-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанисĕр пуçне вăл хулари Политехника институчĕн экономикăпа право факультетĕнче пĕлÿ илет, экономист-менеджер пулма хатĕрленет. "Спорт карьерине вĕçленĕ хыççăн çак специальноçпа ĕçлеме тĕллевлĕ", - пĕлтерчĕ Алексей. Паттăр каччăна кăçал та сумлă ăмăртусем кĕтеççĕ: Европăри Олимп вăййисем, Пĕтĕм тĕнче Универсиади, Европа чемпионачĕ. Пирĕн ентеш вĕсенчен те наградăсемпе таврăнасса шанас килет.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.