Archive - Çĕртме 2015 - Хыпар

июня 25th

25 Çĕртме, 2015

Ялта пурăнакансене - пулăшу

Çамрăксенчен нумайăшне хумхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - хăйне ятăн пурăнмалли кĕтес çукки. Çурт лартас е хваттер туянас тесен укçа сахал мар кирлĕ.

25 Çĕртме, 2015

Помидор тĕмĕсене йĕркелетпĕр

Пирĕн тăрăхра помидор тĕмне лайăх пăхса, йĕркелесе тăмасăр тухăç илеймĕн. Тĕме тĕрĕс йĕркелесен, ытлă туратсене /пасынок/ вăхăтра иртсе тăрсан эпир тĕмĕн вăй-халне çимĕçе хăвăртрах аталантарма яратпăр. Кун пек чухне тĕм ытлашши туратсем ÿстерсе вăйне çухатмасть.

25 Çĕртме, 2015

Çатти-çатти милĕкĕ

Аслисем "мунчара çапăнсан хул-çурăм, шăмшак канать" тесе каланинчен тĕлĕнеттĕмĕр эпир, ачасем. Ара, мĕн лайăххи пултăр лапка çинче, вĕри милĕк хумĕ айĕнче выртассинче! Вăхăт иртнĕçемĕн мунчара çапăннин хакне хамăн кĕлетке те пĕлекен пулчĕ.

июня 24th

24 Çĕртме, 2015

ЮН ТЫМАРĔСЕНЕ СЫВАТАСЧĔ

Хусканусен ансат комплексĕ атеросклероз гипертонипе йывăрланнă çынсене пулăшать.

 Пукан çине лармалла, алăсене аялалла усмалла, урасене пĕрле тытмалла. Алăсене черетпе çÿлелле çĕклемелле. Çĕкленĕ чухне сывласа илмелле, уснă май сывласа кăлармалла. Кашни алăпа - 5-6 хут.

Pages