Чĕкеç-чĕкеçĕм

25 Çĕртме, 2015

Чĕкеç Австралипе Антарктидăсăр пуçне пур çĕрте те тĕл пулать. Чĕпĕ кăларакан вырăнсем - Европăн çурçĕр пайĕ, Çурçĕр Америка, Çурçĕр Африка, Çурçĕр тата Вăтам Ази, Инçет Хĕвелтухăç, Китайăн çурçĕр енĕ, Япони. Хĕл каçма чĕкеçсем ăшă енне вĕçеççĕ. Кăнтăр Америка, Кăнтăр Ази, Индонези, Микронези.

Чĕкеç хăйне валлилĕх апат, шыв, йăва çавăрмашкăн вырăн пулсан тĕрлĕ çĕрте хăвăрт хăнăхать. Час-часах чĕкеçе ялсенче çурт-хуралтă çумĕнче йăва çавăрнине асăрхама пулать. "Чĕкеç килте йăва çавăрни - лайăха" теççĕ чăвашсем. Вăл киле тăнăçлăхпа татулăх, ытлăх-çитлĕх илсе килессе шаннă. Унăн йăвине çĕмĕрме юраманнине ачасене пĕчĕкренех вĕрентнĕ. Чĕкеçсем чăнкă çырансене, кĕперсен айне, ту хысакĕсене тата ерипен çÿрекен пуйăссен стенисем çине те йăва çавăраççĕ. Йăва тунă чухне тĕп пĕлтерĕш - çумăр лекмен вырăн.

Чĕкеç çу уйăхĕн çурринче çеç пирĕн тăрăха вĕçсе çитет. Тÿрех йăва çавăрса çăмарта тума пикенет. Чĕпĕсем 12-13 кунран çăмартаран тухаççĕ. Вĕсене ашшĕпе амăшĕ 20 кун йăвара тăрантараççĕ. Июнь вĕçнелле чĕпĕсем йăваран тухса вĕçме пуçлаççĕ. Ăшă енне хĕл каçма чĕкеçсем пирĕн тăрăхран çурла уйăхĕн вĕçĕнче-авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче тап-ранаççĕ.

Чĕкеç апачĕн 99: - тĕрлĕ хурт-кăпшанкă: шăна-пăван, лĕпĕш, шăрчăк, нăрă тата ыт.те. Вĕсем "апата" вĕçнĕ чухне тытаççĕ. Вĕçнĕ майăнах чĕпписене апат хыптараççĕ.

Чĕкеçсем мăшăрпа пурăнаççĕ. Ăшăран вĕçсе килнĕ хыççăнах мăшăр шыраççĕ. Аçисем амисене илĕртмешкĕн хÿрине сарса кĕвĕ шăратаççĕ. Мăшăр кашни çулах çĕнĕрен тĕвĕленет, сайрара çеç хăшпĕр мăшăр темиçе çул пĕрле чĕпĕ кăларать. Ушкăнпа пурăнакан çак кайăксен тепĕр чухне аçисем хăрахшарăн юлаççĕ. Çак аçасем ытахаль пурăнмаççĕ. Пĕр-пĕр мăшăр çумне çыпăçса йăва çавăрма, чĕпĕ кăларма, йăвана сыхлама пулăшаççĕ.

Çу каçиччен чĕкеç ами икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Чĕпĕсем çăмартаран çара та халсăр тухаççĕ. Вĕсене аçипе ами кунне 400 хута яхăн апат пырса параççĕ. Тытнă кăпшанкăна чĕппине çитериччен чĕкеç çăварĕнче лапчăтса чăмăрлатать. Йăваран 20 кунран тухса вĕçнĕ хыççăн та чĕкеç чĕппине ашшĕ-амăшĕ пулăшать-ха. Апат хыптарать, йăва тĕлне çул вĕрентет. Вĕçме пуçласан 2 эрнеренех чĕпĕ тĕрекленсе çитет, йăвинчен тухса кайса ытти чĕкеç ушкăнĕсене хутшăнма пултарать.

Вăтамран 4 çул пурăнать чĕкеç. Чи вăрăм ĕмĕрлисем 8 çула çитнине палăртаççĕ.

Чĕкеç - чăвашсемшĕн сăваплă кайăк. Ĕçчен, çаврăнăçуллă хĕрарăма чĕкеçпе танлаштараççĕ. Унăн сассине те юратать халăх. Çыпăçуллă калаçакан çын пирки "чĕкеç чĕлхиллĕ" теççĕ. Амăшĕсем пепкисене чĕкеç чĕлхиллĕ пулма пиллеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.