СĂТĂРМА, ЧŸХЕМЕ...

24 Çĕртме, 2015

Горчицăпа халăх медицининче те, официаллă медицинăра та анлă усă кураççĕ. Çутçанталăк антиоксиданчĕ пулнă май вăл микробсене, кăмпана, шыççа хирĕçле, кăштах çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать. Унсăр пуçне вăл тасатать, çусене ирĕлтерет, шлаксемпе наркăмăшсене кăларать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать, çавна май кĕлетке виçине чакарма пулăшать.

Сăтăрма. Горчицăн вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ вăррине 150-200 миллилитр спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 12-14 кун лартмалла. Ревматизм, подагра, радикулит чухне, шăнса пăсăлсан сăтăрма усă курмалла.

Горчица ванни. Сиплĕ витĕмĕ питĕ вăйлă. Ванна юн куçăмне вăйлатса пĕтĕм органпа тĕртĕме юн пырса тăрассине, организмăн хÿтлĕх вăйне лайăхлатать, иммунитета çирĕплетет. Çавăн пекех шăнса пăсăлсан, бронхит, плеврит, пневмони, çурăм ыратни, ревматизм, артрит, артроз, остеохондроз аптратсан, сыпă çыххисем туртăнсан усăллă, лăплантарать, ыйха лайăхлатать.

10-20 апат кашăкĕ горчицăна ăшă шывра шĕвĕ хăйма пек пуличчен ирĕлтермелле, 36-38 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. Горчица ваннинче кун сиктерсе 15-20-шер минут выртмалла. Унтан ăшă душ кĕмелле. Курс - шăнса пăсăлсан, грипп чухне 4-5 ванна, сыпăсен чирĕсем, остеохондроз аптратсан 8-10 ванна. Кирлĕ пулсан 10 кунран çĕнĕ сиплев курсĕ ирттермелле.

Шута илме: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пулсан сиплев умĕн кардиологпа канашламалла.

Ангина аптратсан. 100 миллилитр ăшă шыва, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенне, 1 чей кашăкĕ тăвара, 1 чей кашăкĕ пыла, 0,5 чей кашăкĕ горчица порошокне хутăштармалла. Унпа пыра кунне 4-6 хут чÿхемелле. Курс - сываличчен.

Грипп пуçлансан, шăнса пăсăлсан. Хăвăртрах сывалма шала типĕ горчица сапнă чăлха тăхăнса çывăрни пулăшать.

Сиенленнĕ çÿçе пулăшма, кукшаланнинчен сипленме. Типĕ горчицăна ăшă шыва çăра хăйма пек пуличчен ярса пăтратмалла, пуçа сĕрмелле. Полиэтилен калпак тăхăнса хытах хĕртме пуçличчен тытмалла. Маскăна ăшă шывпа çуса тасатмалла. Курс - кашни кун пĕр уйăх.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.