ТИПĔТНИ СИПЛĔРЕХ

24 Çĕртме, 2015

Эмел шур курăкĕн /шалфей лекарственный/ типĕтнĕ çулçипе халăх медицининче тĕрлĕ чирпе кĕрешме усă кураççĕ.

Хырăм ай парĕ шыçсан /панкреатит/ 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçа вĕретсе сивĕтнĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2 эрне.

 Атеросклероз аптратсан 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка çур литр шурă эрехе ямалла, кĕленчене çăтă пăкăласа 1 уйăх лартмалла. Ирхине выç хырăмла тата каçхине 1-ер чей кашăкĕ настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле. Настойка пĕтичченех сипленмелле.

 Миндалинăсем шыçсан, пыр ыратсан 2 апат кашăкĕ эмел шур курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе пыра чÿхемелле, ингаляци валли усă курмалла.

Çăмарталăх ĕçĕ япăхсан, хĕсĕрлĕх чухне 1 апат кашăкĕ типĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Шĕвеке уйăх хушши иртнĕ хыççăн тÿрех ĕçме пуçласа 11 кун сипленмелле. Çакăн пек 3 сиплев курсĕ ирттерме юрать. Унтан 2 уйăхлăх тăхтав тумалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.