Комментари хушас

25 Çĕртме, 2015

Помидор тĕмĕсене йĕркелетпĕр

Пирĕн тăрăхра помидор тĕмне лайăх пăхса, йĕркелесе тăмасăр тухăç илеймĕн. Тĕме тĕрĕс йĕркелесен, ытлă туратсене /пасынок/ вăхăтра иртсе тăрсан эпир тĕмĕн вăй-халне çимĕçе хăвăртрах аталантарма яратпăр. Кун пек чухне тĕм ытлашши туратсем ÿстерсе вăйне çухатмасть. Çÿллĕ ÿсекен помидора илсен ытлă туратсене иртесси пушшех те пĕлтерĕшлĕ.

Ытлă туратсене мĕнле иртмелле-ха? Тĕме пăхсассăн тÿрех асăрхатпăр: турат яланах çулçă çумĕнчен тухать. Çÿллĕ ÿсекен тĕмсен чечек сапаки 7-9 çулçă тухнă хыççăн аталанать, кашни çулçă çумĕнчех - туратсем тухаççĕ. Ытлă туратсен те çулçисем тухаççĕ - вĕсен иккĕмĕш ярăмри ыттуратсем аталанаççĕ.Помидор тĕмĕ ÿссе сарăлма тытăнать. Пирĕн тĕллев вара тĕме чечеклентерсе хăвăртрах çимĕç илесси. Ыттуратсене 3-5 см вăрăмăш чухнех иртсе пăрахма тăрăшăр – ку ÿсен-тăрана кирлĕ мар туратшăн сĕтекне, вăйне тăккаласран, хытă суранлатасран хăтарать. Пĕрремĕш хут ыттуратсене лартнă хыççăн 3-4 эрнерен иртмелле. Вăл пĕрремĕш сапака чечеке ларас вăхатра килет. Чечеке лариччен помидора шăварма кирлех мар - тымарсем нÿрĕк шыраса çĕр айнелле туртăнаççĕ. Шывак Jмар тĕме çыхма, туратсене иртме те çăмăлрах пулĕ.

Туратсене мĕн вăхăтран иртсе тăмалла? Эрнере е вунă кунра пĕрре иртсе тăрсан аван. Турат пĕчĕк чухне ăна алăпах хуçса илме пулать, турат пысăкланнă пулсан çĕçĕпе касмалла, унăн тĕпне 2-3 см хăвармалла. Енчен те турата касмасăр хăварнипе чечекленмех пуçланă-тăк унпа мĕн тумалла? Касмалла е малалла сарăласран тăррине татса илмелле. Пĕтĕмĕшле помидор тĕмĕ çинче мĕн чухлĕ çимĕç пама пултарние тĕпе хурса туратсемпе сапакасне хăвармалла. Пирĕн тăрăхра пурĕ те 6-10 çупкам лайăх ÿссе аталанса çимĕç пама ĕлкĕрет. Тымартан аталанса тухакан хунавсене те касмалла. Вĕсем питĕ тĕреклĕ, çавăнпа вĕсене уйрăм тĕм пек куçарса лартма юрать.

Ытти туратсене касса тирпейленĕ майăн тĕмре миçе турат хăварассине палăртмалла. Çÿллĕ ÿсекеннисене, ир пулаканнисене пĕр тунапа йĕркелеме юрать - июль уйăхĕнче салат валлилĕх пиçсе ĕлкĕрет. Каярах пулаканнисене маринадлама икĕ туратпа йĕркелеме пулать. Тĕме виçĕ туратпа аталантарас тесен тĕп турат айĕнчи çулçăран тухакан турата тата иккĕмĕш çеçке айĕнчи турата хăварни вырăнлă.

Хăварнă туратсем çинче па-лăрт­нă чухлĕ çупкам тытăнчĕ-тĕк помидор тĕмне йĕркелессин тепĕр тапхăрĕ пуçланать: çеçке тăррине татасси. Ку ĕçе помидор тĕмĕ тек малалла ан ÿстĕр тесе тăваççĕ. Мĕншĕн тесен августра çеç тухакан чечексенчен çимĕç пурпĕрех пулса çитеймест. Эппин, вĕсем валли тутлăхлă апат хатĕрлесе вăйне ан пĕтертĕр тĕм, тытăннă çимĕçсене аталантарма сĕткен ытларах ятăр. Ку тапхăр пирĕн тăрăхра - июль вĕçĕ–август пуçламăшĕ. Кашни çимĕç çупкамĕ айне ик-виçĕ çулçă хăвармалла - ыттине пĕр шелсĕр татмалла. Помидор тĕмне тĕрĕс йĕркелесен лайăх тухăç илсе савăнма май пулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.