ЮН ТЫМАРĔСЕНЕ СЫВАТАСЧĔ
Хусканусен ансат комплексĕ атеросклероз гипертонипе йывăрланнă çынсене пулăшать.
Пукан çине лармалла, алăсене аялалла усмалла, урасене пĕрле тытмалла. Алăсене черетпе çÿлелле çĕклемелле. Çĕкленĕ чухне сывласа илмелле, уснă май сывласа кăлармалла. Кашни алăпа - 5-6 хут.
Пукан çинче ларнă май чавсара хытă хуçлатнă алăсене - хулпуççисен сарлакăшĕнче, урасене пĕрле тытмалла. Чавсасемпе 5-6 хут сехет йĕппи куçнă май çавра хусканусем тумалла, çавăн чухлех - хирĕçле.
Пукан çинче алăсене айккинелле сарса, урасене пĕрле тытса лармалла. Сывласа илнĕ май сулахай урана чĕркуççире хуçлатмалла та алăсемпе пулăшса ăна кăкăрпа хырăм çумне хĕстермелле. Сывласа кăларнă чухне урана ямалла, алăсене айккинелле сармалла. Кашни урапа 3-5-шер хут тумалла.
Пукан çинче алăсене айккинелле сарса, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса лармалла. Сывласа илнĕ май алăсене çÿлелле çĕклесе хыçалалла ямалла. Пуçа тÿрĕ тытса кĕлеткене чĕркуççисем патнелле авмалла. Сывласа илнĕ май малтанхи пек вырнаçса лармалла. 3-4 хут тумалла.
Алăсене айккинелле сарса, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса тăмалла. Сывласа илнĕ май кĕлеткене айккинелле авмалла, алăсемпе пилĕкран тытмалла, сывласа илнĕ май тÿрленсе малтанхи пек тăмалла. Кашни еннелле 3-5 хут авăнмалла.
Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса, алăсене усса тăмалла. Алăсемпе хулпуççисен сарлакăшĕнче патак тытса тăмалла. Сывласа илнĕ май сулахаялла çаврăнмалла, патака малалла тăсмалла. Сывласа кăларнă май малтанхи пек майланса тăмалла. Халĕ çак хусканăва сылтăм еннелле тумалла. Кашни еннелле - 3-5-шер хут.
Патак тытса çавăн пекех тăмалла. Сывласа илнĕ май сулахай урапа пĕр утăм каялла ярса пусмалла, патака пуç çийĕн çĕклемелле. Сывласа кăларнă чухне малтанхи пек майланса тăмалла. 3-5 хут тумалла.
Урасене пĕрле тытса, алăсене усса тăмалла. Алăсене пĕрле малтан - сехет йĕппи куçнă май, унтан хирĕçле çавăрттармалла. Ирĕклĕ сывламалла. Кашни еннелле 3-5 хут тумалла.
Алăсене усса, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса тăмалла. Сывласа илнĕ май сылтăм алăпа урана айккинелле ямалла, икĕ çеккунтран сывласа илнĕ май каялла илмелле. Кашни еннелле черетпе 3-4 хут тумалла.
Урасене хулпуççи сарлакăшĕнче тытса тăмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Кĕлеткене кашни еннелле 5-10-шар хут çавăрт-тармалла.
Гимнастикăна ирхине е 17 тата 19 сехетсем хушшинче тума юрать. Хăнăхтарусем хушшинче сывлава йĕркене кĕртме кĕске тăхтавсем кирлĕ. Комплекса вĕçленĕ хыççăн кăштах канса илмелле.