Мунчари çутa мĕнле?
Мунчара вĕри тата нÿрĕклĕх пысăк. Çавăнпа унта ятарлă светильник кирлĕ. Унччен, вĕрирен тата нÿрĕкрен асăрханса, мунча тулашне чÿрече умне çакаттăмăр мар-и çутă плафонĕсене? Чÿрече умĕнчен çутатакан лампочка ĕмĕрĕ иртрĕ.
Хальхи вăхăтри мунчана çакмалли светильниксем илемлĕхĕпе, дизайнпа пÿртрисенчен пачах та уйрăлса тăмаççĕ.
Мунчари çутă приборĕсем хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçтермелле: вĕсем пысăк температурăна чăтăмлă, пăспа нÿрĕкрен хăраманскерсем пулмалла.