Комментари хушас

22 Раштав, 2016

Мунчари çутa мĕнле?

Мунчара вĕри тата нÿрĕклĕх пысăк. Çавăнпа унта ятарлă светильник кирлĕ. Унччен, вĕрирен тата нÿрĕкрен асăрханса, мунча тулашне чÿрече умне çакаттăмăр мар-и çутă плафонĕсене? Чÿрече умĕнчен çутатакан лампочка ĕмĕрĕ иртрĕ.

Хальхи вăхăтри мунчана çакмалли светильниксем илемлĕхĕпе, дизайнпа пÿртрисенчен пачах та уйрăлса тăмаççĕ.

Мунчари çутă приборĕсем хăрушсăрлăх йĕркине ти­вĕç­термелле: вĕсем пысăк температурăна чăтăмлă, пăспа нÿрĕкрен хăраманскерсем пулмалла.

Галоген лампа. Вĕсем вĕрине чăтăмлă. Хăйĕн элеменчĕ 400º çити хĕрме пултарать. Ăна мунчан чи вĕри, çапăнмалли, пÿлмине вырнаçтарма юрать. Мунчана юрăхлă галоген лампăсен ятарлă виткĕчĕ шыв тумламĕ сирпĕнесрен хÿтĕлет. Мунчана лартмалли лампа хăвачĕ вăтамран 25-30 Вт.

Оптоволокно светильник. Нÿрĕ вĕри вырăнта усă курма юрăхлă. Вĕсене мунча валли ятарлă хÿтлĕхсемпе тивĕçтереççĕ.

Люменисцент лампа. Ятарласа мунча-сауна валли хатĕрленине суйламалла.

Çутатакан прибор, кирек мĕнли пулсан та, 120 градусран ытларах температурăна чăтăмлă тата нÿрĕкрен хÿтĕлемелли сийпе тивĕçтернĕскер пулмалла. Хÿтлĕх виçи — IP44-ран пĕчĕк мар. Хÿтлĕхлĕ светильниксене ăнсăртран шыв сапсан та йĕпенмелле мар.

Мунчари электропроводка та вĕрине тÿсĕмлĕ, силикон изоляциллĕ пулмалла. Изоляци сийĕ 180º ытларах вĕрине чăтăмлă пулмалла.

Чи вĕри пÿлĕмре — çапăнмалли çĕрте — çутатакан приборсене лапка шайĕнчен аяларах вырнаçтарма тăрăшмалла. Урайĕнчи температура мачча çывăхĕнчинчен чылай пĕчĕкрех, эппин, приборсем йĕркеллĕрех ĕçлĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.