помидор

25 Çĕртме, 2015

Помидор тĕмĕсене йĕркелетпĕр

Пирĕн тăрăхра помидор тĕмне лайăх пăхса, йĕркелесе тăмасăр тухăç илеймĕн. Тĕме тĕрĕс йĕркелесен, ытлă туратсене /пасынок/ вăхăтра иртсе тăрсан эпир тĕмĕн вăй-халне çимĕçе хăвăртрах аталантарма яратпăр. Кун пек чухне тĕм ытлашши туратсем ÿстерсе вăйне çухатмасть.