ДИАБЕТПА ЧИРЛЕСЕН
Сахăр диабечĕпе чирлисен кунне 4-5 хут апатланмалла. Тăтăшрах çини углеводсене юна пĕр тикĕс сăрхăнса кĕме май парать, çакна пула глюкоза шайĕ тăрук ÿссе каймасть.
Унсăр пуçне диетăна пăхăнни пĕлтерĕшлĕ: апата суйласа çимелле. Хура, хывăхлă çăкăр кунне 200 грамм, эрнере икĕ хут шĕвĕ какай шÿрпипе пĕçернĕ яшка çиме юрать.
Çавăн пекех - çуллă мар ĕне, чăх ашĕнчен шывпа, пăспа, духовкăра пĕçернĕ апатсем, эрнере пĕр-икĕ хут пĕрер çăмарта /хăпартмăша çăмарта шуррипе кăна хатĕрлемелле/. Рациона хăяр, помидор, редис, йÿçĕтнĕ купăста кĕртсен аван. Çĕрулми, кăшман, сĕлĕ кĕрпи, хăйма, соя çимĕçĕсен виçине чакармалла.
Пĕверпе пыршăлăх ĕçне лайăхлатма диетологсем çуллă мар тăпăрчă çиме, кефир, турăх ĕçме /кунне 2 стаканран ытла мар/ сĕнеççĕ.
Улма-çырлана илес пулсан тухтăрпа канашласа вăл ирĕк панисене çимелле. Юрать пулсан антоновка панулми, груша, апельсин, лимон, шур çырли, хурлăхан усăллă. Рационра олива çăвĕ, мăйăрсем /юлашкисем кунне пĕр хутран ытла мар/ пулмалла.
Шута илме. Сахăр диабечĕпе чирлекенсен выçă тытма юрамасть! Организма углеводсем ытла та сахал кĕнипе юнри сахăр шайĕ улшăнса тăма, ăна йĕркене кĕртесси ытла та кăткăсланма пултарать.
Комментари хушас