Ялта пурăнакансене - пулăшу

25 Çĕртме, 2015

Çамрăксенчен нумайăшне хумхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - хăйне ятăн пурăнмалли кĕтес çукки. Çурт лартас е хваттер туянас тесен укçа сахал мар кирлĕ. Юрать-ха, юлашки çулсенче ку енĕпе патшалăх субсиди е социаллă тÿлев парса пулăшать.

Акă июнĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнче федерацин "Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти тăнăçлă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсемпе граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн социаллă тÿлев илмелли свидетельствăсене панă. Телейлисен йышне Н.И.Лисаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен Юрий Тибогайкин механизатор, "Нива" ЯХПК сĕт-тавар фермин хуралçи Петр Данилов тата ветеринари врачĕ Дмитрий Галкин, "Коминтерн" ЯХПК бухгалтер-кассирĕ Наталия Егорова тата тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан Петр Индейкин, "Свобода" хуçалăх рабочийĕ Ирина Ягодейкина, Вера Терентьева библиотекарь лекнĕ. Вĕсене тахçантанпах кĕтнĕ документсене панă май райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров хăйсене килĕшекен çурт хăпартмашкăн ăнăçу суннă.

Çав кунах Комсомольски район администрацийĕнче те асăннă программăпа килĕшÿллĕн свидетельствăсем панă. Социаллă тÿлевпе усă курса 12 килйыш пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарĕ, çав шутран 8-шĕ - çамрăк çемьесемпе специалистсем.

Аса илтеретпĕр: федерацин "Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти тăнăçлă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программине тĕпе хурса ялта ĕçлесе пурăнакан çынсене федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен çурт-йĕр хăпартмашкăн унăн расчет хакĕн 70% чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ. Патшалăхăн çак пулăшăвне тивĕçес тесен пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсен черетĕнче тăмалла.

Çамрăксем çавăн пекех ытти программăна та, тĕслĕхрен, федерацин "Çамрăк çемье" программине, хутшăнса хваттер туянма е кермен пек çурт хăпартма пултараççĕ. Тĕплĕнрех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ыйтса пĕлме пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.