Archive - Çу 2015 - Хыпар

мая 6th

6 Çу, 2015

ВĂРМАН ПАРАНКИН УЛМИПЕ

Вăрман паранки /хохлатка полая/ апрель-май уйăхĕсенче чечеке ларать. Сиплевре ÿсен-тăранăн улмипе кăна усă кураççĕ, мĕншĕн тесен ытти пайĕ наркăмăшлă.

Улмине вăрман паранкин вăрри пулса çитсен /май-июнь/ пухса хатĕрлеççĕ. Ăна çÿхен вакласа уçă сывлăшра е лупас çинче типĕтмелле, хут хутаçа тултармалла. Сиплĕхне икĕ çула яхăн çухатмасть.

Препарачĕсем шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан, сурана ÿт илтерекен, тонуса çĕклекен, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен гормон шайне йĕркене кĕртме пултараççĕ.

6 Çу, 2015

ПИРĔН ТĂРĂХРА НУМАЙ

Шыçă курăкĕ /чистяк весенний, пшонка, салат заячий, чистник, курослепник/ пирĕн тăрăхра таçта та ÿсет. Сиплевре тымарĕпе тата çулçипе усă кураççĕ. Халăх медицининче унăн препарачĕсемпе геморройран, ÿт чирĕсенчен сипленеççĕ.

Кĕçĕ, геморрой вĕрĕлни.

Ÿсен-тăранăн типĕ çулçисемпе тымарĕсене вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла.

6 Çу, 2015

КУÇ ЧИРĔСЕНЧЕН - КУÇ КУРĂКĔ

Куç улми çинче пăнчăсем пулсан, куç çивĕчлĕхĕ чаксан, глаукома аптратсан, куç, хупанкисем, куççуль хутаçĕ шыçсан куç курăкĕ /очанка лекарственная/ питĕ паха витĕм кÿрет.

Шĕвек хатĕрлеме 3-4 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кашни куçа кунне 3 хут 3-4-шар тумлам ямалла. Юлнине сивĕтмĕше лартмалла, анчах виçĕ кунран ытла упрама юрамасть. Сиплев курсĕ - 14 кун. Шĕвекпе куç хупанкисем çине примочка хума юрать.

Çак шĕвекех кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 7 кун.

6 Çу, 2015

"Хыпар" хаçат, 2015 çулхи майăн 6-мĕшĕ, 78-79 №№

о Раççей малашлăхĕ - талантлă çамрăксенче.

о Етĕрнери техникум яш-кĕрĕме кĕтет.

о Ят-сум - тĕп вырăнта.

о Ырă тĕслĕх.

о Ĕçре инкек курас марччĕ.

о Сиплевçĕ.

о Реклама. Пĕлтерÿсем.

6 Çу, 2015

Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех

Радио кунне халалласа ĕнер Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрÿ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - терĕ Александр Степанович саламлă умсăмахне каланă май.

6 Çу, 2015

«Эпир сире астăватпăр, сирĕнпе мухтанатпăр»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн 1400 ĕçченĕ фронта тухса кайнă, тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Тылра юлнисем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Паянхи кооператорсем çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче арканнă хуçалăха ура çине тăратма пултарнă çынсене яланах асра тытаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ.

6 Çу, 2015

Ăс-хакăла пуянлатакан кĕнекесем

Республикăн наци библиотекинче апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Современное российское село: реформа и повседневность», «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Чĕлхе сăмахĕсем.

6 Çу, 2015

Валерий ГОРДЕЕВ: “Эпир хамăрăн ят-сума хаклатпăр”

"Комплекс” строительство фирми куçми пурлăх рынокĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлет. Хăйĕн клиенчĕсене чи лайăххине пама хатĕрри, пĕр шухăшлă çынсен çирĕп команди, бизнеса тытса пырассинчи яваплăх, çынсене кирлипе тивĕçтерме тăрăшни - çак тата ытти пахалăха пула компани хăйĕн нумай конкурентĕнчен маларах пырать.

Pages