Archive - Çу 2015 - Хыпар

мая 14th

14 Çу, 2015

Амбразурăна хăйĕнпе хупланă

Тăвай районĕнчи Кармал ялне пырса кĕнĕ çĕрте, йывăç хушшинче, бронза бюст ларать. «Паттăр Коля Афанасьева - ентешĕсенчен», - çырнă постамент çине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă Николай Афанасьева асăнса лартнă палăка Енĕш Нăрвашра çитĕннĕ Алексей Майраслов скульптор 1975 çулта ăсталанă.

14 Çу, 2015

Нĕркеçрен Берлина çитнĕ

Умра - «Хыпар» хаçатăн 2010 çулхи августăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕ. «Курск пĕккинчен Кенигсберга çитнĕ» статьяри сăнÿкерчĕке тинкерсе пăхатăп. Вăрçă вăхăтĕнче тунă сăнÿкерчĕкре - икĕ хĕр-салтак. Вĕсенчен пĕри, сылтăмри - аннепе пĕртăван аппа - Калиса Петровна Грачева.

14 Çу, 2015

Рейхстаг ишĕлчĕкĕсем çинче тутарла юрланă

Вăхăт сарăхтарнă салтак дневникĕн страницисене пĕрин хыççăн теприне уçатăп... Унти йĕркесене çырнă çын тахçанах çут тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Çук, вăл вăрçăра вилмен. Берлина çитнĕ. Телее, служба тивĕçĕсене пурнăçласа тăван киле таврăннă...

мая 13th

13 Çу, 2015

Асран тухми ачалăхпа çамрăклăх

«Тĕрĕс пурăннине нимĕн те çитмест», - тетчĕç пире, пилĕк ачине, аттепе анне пилленĕ май. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне халĕ, вăхăт иртнĕçемĕн, çав тери лайăх ăнланатпăр.

Раççей халăхĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чаплăн палăртрĕ. Эпĕ те атте-анне вăрçă çулĕсенче асаилсе çырнă çырăвĕсене алла илтĕм. Вĕсене пĕрре мар вуланă эпир, çапах чун туртăмне чарма май çук. Халĕ хамăр та çамрăк мар, пурнăç çине урăхларах пăхатпăр. Атте-анне те пирĕнтен уйрăлса кайнă. Тен, çавăнпах чĕрери тунсăха сирме çак çырусене темиçе хут вулатпăр.

13 Çу, 2015

Ирина Антонова - пысăк пĕлÿллĕ педиатр

Республикăн ача-пăча клиника больницинче пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă специалистсем ĕçлеççĕ. Кашниех ырă сăмаха тивĕç. Пĕчĕк пациентсен ашшĕ-амăшĕ Ирина Антонова педиатр ĕçĕпе те кăмăллă. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, отрасльти стажĕ вунă çул ытла.

13 Çу, 2015

ЙĔТĔН ÇĂВĔ - ÇАМРĂКЛĂХ ЭЛИКСИРĔ

Тĕлĕнмелле паха минералсемпе витаминсен комплексĕ пуррине кура йĕтĕн çăвĕ организма сыватакан тата çамрăклатакан витĕмлĕ хатĕрсем хушшинче малти вырăнта тăрать.

Йĕтĕн çăвĕнче çăра мар Омега-3 тата Омега-6 йÿçексем нумай. Ку ăна юнри япăх холестерин шайне чакарма, атеросклерозран, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен хÿтĕлеме, сиплеме пулăшать.

Pages