Archive - Çу 2015 - Хыпар
- Date
- Type
мая 8th
«Хыпар» 80-81 (26732-26733) №. 08.05.2015
Парада чăваш каччи те хутшăнать
Общество ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк
Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисенчен пĕри - тÿлевлĕ общество ĕçĕсене йĕркелени. Тÿлевлĕ общество ĕçĕсене йĕркелени - патшалăхăн пулăшу ĕçĕ, унпа ĕçлев центрĕсенче юрăхлă ĕç тупас тĕллевпе ĕç шыракан е ĕçсĕр çын пулса регистрациленнĕ граждансене тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çапла вара ĕç шыракан тата ĕçсĕр граждансем çак пулăшу ĕçĕпе усă куракансем, çавна май общество ĕçĕсене хутшăнакансем пулса тăраççĕ.
2015 çулхи I кварталта общество ĕçĕсене республикăра пурăнакан 1330 çын ытла хутшăннă. Çак ĕçсене хутшăннисен пĕтĕмĕшле йышĕн 59,5% - хĕрарăмсем.
Вăл - Генерал та, Паттăр та!
Ку сăнÿкерчĕк вăхăтпа самана авăрĕнче сыхланса юлни, çак кунсенче вăл «Хыпар» редакцине «вĕçсе çитни» - хăй пĕр тĕлĕнтермĕш.
Эсир курăр-ха - еплерех çутă сăнсем, еплерех паттăрсем! Çак 17 Паттăр ар хушшинче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петрович Петров генерал-майор та пур. Вăл - иккĕмĕш ретре сулахайран пĕрремĕш.
Чи пысăк юратупа çапăçăва кĕнисене манас марччĕ
Ячĕсем - «Астăвăм кĕнекинче»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа - 70 çул. Сумлă юбилее хатĕрленсе эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, хамăр тăрăхран çапăçу хирĕсене тухса кайнă ентешсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес терĕмĕр.
Ялти ватă çынсен асаилĕвĕсене çырса илтĕмĕр, сăнÿкерчĕксем, вăрçă докуменчĕсем пухрăмăр. Тĕпчеве 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах пуçаруллă пулнисене ятранах асăнас килет: Дмитрий Шалтайкин, Андрей Большов, Екатерина Елизаркина, Валентина Михеева, Евгения Михеева, Владимир Мишин, Анастасия Фондеркина тата Александр Ятманов. Ачасем тăрăшни сая каймарĕ. Вăрçăпа çыхăннă пирĕн тăрăхри пулăмсем, мăн асаттесемпе асаттесен фронтри паттăрлăхĕ, асаннесемпе ват асаннесен тылри тăрăшулăхĕ çинчен чылай материал пухрăмăр.
Рейхстаг çинче унăн ячĕ те пур
«Эпир Берлина чи малтан кĕтĕмĕр»
70 çул каялла апрель вĕçĕнче пирĕн çарсем фашизм йăвине Берлина штурмланă. Çав çапăçусене чăвашсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - 1918 çулта Элĕк районĕнчи Кăлава Шетмĕ ялĕнче çуралнă Селиван Ефимов. Кайран, 1943-1974 çулсенче, Селиван Ефимович патшалăх хăрушсăрлăхĕн органĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Çав шутра 7 çул ЧАССР КГБ пай пуçлăхĕ пулнă, полковник, патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ сотрудникĕ. Шел те, паян фронтовик-контрразведчик пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ - вăл 2003 çулта çĕре кĕнĕ.
Май уйăхĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ кун
Май уйăхĕ уявсемпе пуян. Вĕсенчен чи хакли - мăнаçлă çĕршывăмăрăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе, пурнăçĕпе, юнĕпе çĕнсе илни - Çĕнтерÿ кунĕ. Эпир уншăн хамăрăн аттесемпе асаннесем, пиччесемпе аппасем, çав вăхăтра çапăçу хирĕнче юн тăкнă тата тылра ырми-канми вăй хунă кашни çын умĕнче парăмра.