«Эпир Берлина чи малтан кĕтĕмĕр»
70 çул каялла апрель вĕçĕнче пирĕн çарсем фашизм йăвине Берлина штурмланă. Çав çапăçусене чăвашсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - 1918 çулта Элĕк районĕнчи Кăлава Шетмĕ ялĕнче çуралнă Селиван Ефимов. Кайран, 1943-1974 çулсенче, Селиван Ефимович патшалăх хăрушсăрлăхĕн органĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Çав шутра 7 çул ЧАССР КГБ пай пуçлăхĕ пулнă, полковник, патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ сотрудникĕ. Шел те, паян фронтовик-контрразведчик пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ - вăл 2003 çулта çĕре кĕнĕ. Ентешĕмĕрĕн вăрçă çулĕсенчи асаилĕвĕсен сыпăкĕсем вулаканшăн та интереслĕ пулассăн туйăнать - вĕсемпе паллаштаратпăр.
«...1943 çулхи çу варриччен эпĕ стрелок-автоматчик пулнă, - аса илнĕ Селиван Ефимович. - Хыçра - Мускав, Ржев, Курск патĕнчи çапăçусем... Унтан Воронеж фрончĕн контрразведка управленийĕ çумĕнче 9 кун хатĕрленнĕ хыççăн «Смерш» офицерĕ пулса тăтăм. Эпĕ - пурте пĕлекен М.Катуков генерал-лейтенант ертсе пыракан 1-мĕш гварди танк çарĕн 11-мĕш корпусĕн мотострелоксен 27-мĕш гварди бригадин 1-мĕш батальонĕн йышĕнче...
1945 çулхи март вĕçĕ. Ландсберг таврашĕ. Берлина илес тĕллевлĕ анлă операцие хатĕрленетпĕр. Лайăх ăнланатпăр: чăннипех аслă та хăватлă юлашки çапăçу пулмалла. 1-мĕш Белорусси фрончĕн Çар канашĕ хатĕрленĕ листовкăсене тишкеретпĕр, пухусенче фронт командованийĕ тăшмана нимĕçсен тĕп хули патĕнче тĕп тума чĕнсе каланине итлетпĕр. Бригада штабĕ тĕплĕ план хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Командовани хушнипе апрелĕн 15-мĕшĕнче тăшман хаяррăн хирĕç тăнине пăхмасăр Одерăн хĕвелтухăç çыранне йышăнтăмăр, Кюстрин плацдармне каçрăмăр. Ирхине 4 сехетре фашистсем çине харăсах пин-пин тупăпа миномет вут-çулăм тăкма пуçларĕç. Кунтах - бомбардировщиксем. Зенитлă прожекторсем фашистсене суккăрлатрĕç. Артхатĕрленÿ хыççăн пехота нимĕçсен малти линине татнă май пирĕн бригада та наступление çĕкленчĕ. Пĕр утăм та çăмăллăн пулман. Зеелов сăртне йышăннă чух уйрăмах йывăр килнĕ - ăна виçĕ куна тăсăлнă хаяр çапăçу хыççăн тин парăнтарнă. Берлина çитме - тата 50 километр.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче 1-мĕш Белорусси фрончĕн командующийĕнчен Совет Союзĕн маршалĕнчен Г.К.Жуковран телеграмма çитнĕ. Унта çапла каланă: «1-мĕш гварди танк çарĕн истори пĕлтерĕшлĕ хушăва пурнăçламалла - Берлина чи малтан кĕрсе Çĕнтерÿ Ялавне çĕклемелле». Çав кунах пирĕн корпусăн Совет Союзĕн Геройĕ И.Гусаковский ертсе пыракан 44-мĕш гварди танк бригади наступление çĕкленчĕ. Тепĕр кунне ирхине танкистсем Уленхорста - хулан тухăç енчи районне - вирхĕнсе кĕчĕç, анчах вĕсене тÿрех тăшман çавăрса илнĕ. Пулăшма 40-мĕш тата 45-мĕш гварди танк бригадисем тата мотострелоксен 27-мĕш гварди бригади çитсе ĕлкĕрнĕ, вĕсем фашистсене тĕп тума пултарнă.
Апрелĕн 24-мĕшĕнче каç еннелле пирĕн корпус Карлхорст районĕнче Шпрее шывĕ патне тухрĕ. Çĕрле юханшывăн тепĕр çыранĕ çине каçма пултартăмăр, корпусăн ытти бригади валли çул уçрăмăр. Тÿрех - атакăна. Кунта А.Азаров лейтенантăн танксене тĕп тăвакан батареи уйрăмах палăрчĕ. Унăн взвочĕсен икĕ командирĕ вилнĕ, орудисен расчечĕсен командованине вăл хăй çине илнĕ. Çапла вара пĕр танка, икĕ орудие, вуникĕ пулемета, пилĕк автомашинăна тата нимĕçсен нумай салтакне пĕтернĕ. Çак паттăрлăхшăн лейтенанта Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.
Эпир вара малаллах талпăнатпăр. Тăшманăн çĕнĕрен те çĕнĕ вăйĕсем пире хирĕç тăраççĕ, фашистсем авиаципе усă кураççĕ. Бомбăсемпе пĕрлех листовкăсем те пăрахаççĕ - пире хăратаççĕ: «Эсир пирĕн тĕп хулара пулмастăр. Берлинра 600 пин çурт, вĕсенчен кашниех - крепоç, вĕсем сирĕн вилтăприсем пулса тăрĕç».
Фрицсем малтанах хатĕрленĕ тимĕр-бетон дотсемпе усă курнă, вĕсене кашнине пин çын таран вырнаçнă. Тÿнтернĕ трамвайсемпе автобуссенчен баррикадăсем тунă, урамсемпе кĕперсене минăланă. Кашни çуртшăн, подъездшăн, хваттершĕн çапăçмалла. Пур çĕрте те тăшман автоматчикĕсем, пулеметчикĕсем, снайперсем, фаустниксем пытаннă. Вут-çулăм татти-сыпписĕр тăкăнать - урам урлă та чупса каçаймăн. Çуртсене çĕр айĕнчи каçăсемпе çыхăнтарнă - гитлеровецсем вĕсемпе усă курса ним чăрмавсăр пĕр çуртран теприне куçаççĕ, тепĕр чухне пирĕн подразделенисене тылран тапăнаççĕ.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче 1-мĕш Украина тата 1-мĕш Белорусси фрончĕсем Берлина çавăрса илнĕ. Хаяр çапăçусем пынă вăхăтра апрелĕн 29-мĕшĕнче пирĕн бригадăна хушу пачĕç: корпусăн ытти подразделенийĕпе пĕрле Тиргартен паркне фашистсенчен тасатмалла. Кăнтăрла наступление çĕклентĕмĕр те каç пулнă тĕле тăшмана тĕп турăмăр. Эпир импери канцелярийĕн çуртĕнчен инçе те мар ĕнтĕ. Апрелĕн 30-мĕшĕнче тул çутăлса килнĕ май çав çурт патне çитме 200-300 метр юлсан атакăна чармашкăн хушу илтĕмĕр. Унсăрăн пирĕн тапăнса килекен чаçсем вут-çулăм айне пулма пултараççĕ. V Генрих паркĕнче вырнаçрăмăр. Каç еннелле бригада штабне телеграмма çитрĕ: 3-мĕш çар салтакĕсем Рейхстагăн тĕп çуртне ярса илнĕ, ун çийĕн ялав çĕкленĕ-мĕн.
...Апрелĕн 30-мĕшĕнче Гитлер хăйĕн çине алă хунă. Майăн 1-мĕшĕнче нимĕç генералĕ Кребс Совет командованине мирлешме сĕнÿ панă. Пирĕн - татăклă хурав: нимĕнле условисĕр капитуляци тумалла. Йышăнăва 10 сехетчен кĕтетпĕр.
Палăртнă вăхăтра хурав кĕтсе илейменнине кура 40 минутран Хĕрлĕ Çар тăшманăн хула варринчи упранса юлнă пункчĕсем çине вут-çулăм тăкма пуçланă. Пирĕн бригада валли вара - тепĕр хушу: корпусăн ытти соединенийĕпе пĕрле Зоологи садĕнче тата Тиргартен паркĕнче тĕпленнĕ фашистсене пĕтермелле. Çурçĕрччен тăсăлнă çапăçура тăшмана тĕп турăмăр. Майăн 2-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре 11-мĕш гварди танк корпусĕн чаçĕсене пеме чарăнмашкăн хушрĕç. Нимĕçсем тыткăна парăнма пуçланă иккен.
Берлин парăнчĕ. Майăн 2-мĕшĕнче Рейхстаг çывăхĕнчи Тиргартен территорийĕнче пирĕн корпус бригадисем хулана ытти енчен тапăнса килнĕ çарсемпе пĕрлешрĕç. Мĕнешкел савăнăç - сăмахпа каласа параймăн! Пин-пин салтакпа офицер, çĕнтерÿçĕсем, пĕр-пĕрне ыталаççĕ, чуптăваççĕ, саламлаççĕ! Пурин куçĕнче те - савăнăç куççулĕ. Паллах, хуйхă палли те - нумай юлташ çак саманта кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕнче выртса юлнă вĕт...
...Пĕри те тепри пилоткине, карттусне çÿлелле ывăтать. Тавралăх кĕрлесе кăна тăрать: «Ура!», «Çĕнтерÿçĕсене - мухтав!» Хулан арканнă урамĕсемпе тыткăна илнĕ нимĕçсем пĕрин хыççăн тепри утни курăнать.
Тăван çĕршыв пирĕн корпусăн Берлина штурмланă чухнехи паттăрлăхне пысăка хурса хакларĕ. Çак самантран унăн ячĕ те чăннипех мăнаçлă та мухтавлă - Хĕрлĕ Ялавлă Суворов орденĕллĕ 11-мĕш Карпат-Берлин гварди танк корпусĕ.
...Пĕр саманта ниепле те манаймастăп. Берлин хулин хĕрринче эпир тыткăнри совет çыннисен лагерьне пырса тухрăмăр. Путвалта, вĕлерме хатĕрленисен камеринче бетон урайĕнче - вилес патнех çитнĕ вун-вун хĕрарăм. Калаçмашкăн та вăйĕ юлман. Кусем - нимĕçсем Совет Союзĕнчен ирĕксĕрлесе Германие илсе килнĕ çынсем. Батальонăн медсанвзвочĕн пуçлăхĕ В.Боев пулăшнипе çак çынсене çар госпитальне эвакуацилессине йĕркелерĕм. Пĕтĕмпе 500 çынна яхăн. Ирĕке кăларнисен списокĕсене хатĕрленĕ чух 4 çын çухални палăрчĕ. Вĕсем тĕлĕшпе лагерь администрацийĕпе çыхăну тытни пирки иккĕленÿ пурччĕ. Сутăнчăксем арпашуллă самантпа усă курса тарнă иккен. Вĕсене шырава патăмăр.
Манăн шăпа вара ăнăçлă килсе тухрĕ тейĕттĕм. Мĕнешкел хăрушă та тискер вăрçăра чĕрĕ юлтăм. Çăмăл аманнă - çавă çеç. Эпĕ тăшмана çĕнтерме хывнă сăпайлă тÿпене патшалăх II степень Тăван çĕршыв вăрçин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, нумай медальпе, Аслă Главнокомандующин тав хучĕсемпе, арми командующийĕн, бригада тата корпус контрразведкин грамотисемпе хакларĕ».
Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн пресс-службин материалĕсем тăрăх Н.ДМИТРИЕВ хатĕрленĕ.